Ложкова Светлана Анатольева |
Валентин Урташ Тутар Республикинче Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче 1924 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче çуралнă. 1941 çулта шкул пĕтернĕ, 1943 çулта вăрçа тухса кайнă, йывăр аманса ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлнă.
Çапăçусенче хастар пулнăшăн ăна Тăван çĕршыв аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе чысланă. 1944 çултан пуçласа Шупашкарта пурăннă, радиокомитетра ĕçленĕ.
Сăвă çырма вăрçă хыççăн тытăннă, халăхра вăл поэт-юрăç пек палăрнă. Унпа пĕрлех унăн прозăри, сатирăри ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă.
Валентин Урташ 1973 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.