Урок-пěтěмлетÿ, урок-суд .
Тěллевěсем: 1А.Артемьев çырнă « Симěс ылтăн» повеçе пěтěмлетесси.
2. Унти сăнарсене пăхса тухса хак парасси.
3. Ачасен активлăхне ÿстересси.
4. Артист туйăмне аталантарасси.
Рольсенче: судья, секретарь, адвокат, Варсун, Нина, Валентин, Нина амăшě, Урхи мучи, Петěр мучи, айăплакансем.
Урок йěрки.
Учитель: А. Артемьев çырнă « Симěс ылтăн» повеçе вуласа пěтернě хыççăн эпир паян унти сăнарсем пирки пěтěмěшле пăхса тухăпăр. Паянхи урок тěллевěсем пирěн çаксем: «Симěс ылтăн» хайлава пăхса тухса тишкересси, ачасен пултарулăхне аталантарасси.
Çак урокра эпир пурте вăхăтлăха суд пÿлěмěнче ларăпăр. Мăн Явăш шкулěнче 9-мěш класра вěренекенсем суд ирттерěç.
Малтанлăха унти геройсемпе паллашар-ха. ( Геройсем черетпе тухса хăйěнпе паллаштараççě)
Валентин: Сутăнчăк мар эпě, анне! Çакнашкал хаяр ята илтес пур-çавăн чухнех Сталинградра паттăррăн пуç хурас-мěн! Изменник мар эпě! Тăван çěр-шыва, юлташсене сутман эпě!
Варсун: Эпě-Сталинград паттăрě. Изменник килне кайса кěрес çук!
Нина: Ах, аннеçěм. Валентин… пěтнě Валентин!
Натали инке: А-а-ах! Ывăлăм! Пěтерчěç сана чун иллисем!
Петěр мучи: Пуçланă капана çапса пěтермесěр канмастпăр.
Учитель: Акă çав повеçри тěп сăнарсемпе паллашрăмăр. Ěçсем мěнле аталанса пынине сценкăсенчен курăпăр.
1 сценка.( 198 стр.)
Валентин амăшě: Нина хěрěм, мěн пулчě ара? Хурлăхрă хыпар илтěн-им? Сирěн хăвăрăн вăрçăра никам та çукчě-çке-ха та…
Нина: ( Шурă хута илсе карчăк еннелле тăсрě, куççулěпе чыхăна-чыхăна каларě) Ах, аннеçěм, Валентин… пěтнě Валентин!… Акă вăл вилни çинчен пěлтерекен хут килчě…
Натали инке: А-а-х! Ывăлăм! Пěтерчěç сана чун иллисем! ( кăшкăрса ячě, витрисене пăрахса пылчăклă ана çине тěшěрěлсе анчě. Вилнě пекех пач хускалмасăр пулса выртрě)
Нина: Толик! Халех лав çине лар та улма складне вěçтер-пушатакансем пур унта, унтан çула май çак хута Петěр мучие йěтем çине кěртсе пар… Эпě Валентин амăшне килне ăсатса яратăп, чирлесе ÿкрě вăл… Асту, хутне ан çухат, кирлě хут вăл.
Толик: ( лашине хăваласа) Э-э-й, Ваçка, яра пар!
2 сценка.( стр.201)
Урхи мучи: Ẽненместěп эпě Аюх таврашне. Путлě çын пулман вěсен йăхěнче! Улталать вăл, иуда, тем тесен те улталать. Анчах та вăл тěрěссине каламасть. Кунта чěнсе допрос тăвас пулать ăна. Куçа-куçăн чăннине калатăр!
Петěр мучи: Мěнле кăтартса парăн вăл суйнине? Свидетель çук, тěп свидетел-Валентин- çук!
Урхи мучи: Чěнсе килес пулать ăна, подлецăна! Тěрěссине калатăр вăл сан умăнта, çăкăр çыртса калатăр!
Натали инке: Чěнтěм эпě ăна, тархасласах чěнтěм… Яхăнне те ямасть. « Иçменнěк килне кайса кěрессěм çук эп. Эп-Сталинград паттăрě!»-терě вăл мана, кăкăрне чышсах каларě.
( йěрсе пěлтерчě Натали инке)
Петěр мучи: ÿсěрччě-им хăй?
Урхи мучи: Килнěрěнпе урăлмасть. Тупăкра урăлсан анчах.
Петěр мучи: Темскер тěрěс марри пурах Варсун каланинче, анчах эпě тěрěссине кураймастăп пулас, тăванăмсем… пурпěр чунăмпа сисетěп, ěненсе тăратăп: таврăнатех киле ман Валентин, таврăнатех. Анчах эпě тек кураяс çук ěнтě … унччен вилетěп…
3 сценка ( 203-204 стр.)
Актаев: Кампур! Кампур! ( Йытă вěрсе ярать, нăйкăшать, паллать)
Урхи мучи: Кам унта? ( Илтěнет кăмăлсăр сасă)
Валентин: Валентин…Чиперех-и, мучи? Ма чěнместěн? Чěлхÿ çетрě-им? Паллаймарăн-им?
Урхи мучи: Леш тěнчерен тухса килтěн-им? Сана эпир тахçанах вилнисен шутне кěртрěмěр. Хěрěх кунна та, çултавлăкна та тахçанах асăнса çирěмěр… çěрле курсан чěлхе мар, ăс та çěтě… Пакунсăр… Сухал ÿстерсе янă, таркăн салтак евěр…
Валентин: Леш тěнчерен тесен те пысăк йăнăшах мар. Чěр тамăкран тухса килтěм эпě, мучи.
Урхи мучи: Тыткăнра пуласси-тамăка чěр-хальлěн курасси тесе ахальтен каламан… Мěнле лекрěн? Пирěн ратнере пурте салтак пулнă, пурте присягăна аван тытнă, аманнă та, вилнě те, анчах пěри те тыткăна кайманччě.
Валентин: Эпě мучи…эпě…хам ирěкпе мар, мучи, ěнен тархасшăн… Ун …чух…ман çине …çурт ишěлсе анчě, эпě вара … тăна çухатрăм…тыткăнра тин…тăна кěтěм…Эпě э-э-э-эх
Урхи мучи: Кěр тата, мěн ыйткалакан пек тăратăн?
Валентин: Аюхин Варсонофий сывах-и?
Урхи мучи: Мěн пултăр ăна? Сталинградран аманнă пек пулса таврăнчě те …Эсě тыткăна кайни çинчен вăл пěлтерчě.
( Актаев шăлне шатăрт! çыртса илет)
Валентин: Аюхин сывах-и?
Урхи мучи: Ун пекки ниçта та пěтес çук, ачам. Йěп пулă пек вăл. Вăрçă вăхăтěнче вăл кунта, салтак арăмěсем хушшинче, утара кěрсе кайнă упа пек тустарса çÿрерě. Халě кăшт лăпланчě-ха. Аристарх Иванч çирěп тытать ăна.
Валентин: Аристарх та таврăнчě-и?
Урхи мучи: Кăçал Берлинтан таврăнчě. Лейтенант. Кăкăрě тулли орден, медаль. Председателе суйларăмăр… маттур ача…Халь авланать, часах туйě пулмалла теççě.
Валентин: Кама илет?
Урхи мучи: Кама пултăр…Атлас Çерки хěрне, Нинăна, пулмасан? Ачаран пěрле ÿсрěç вěт.
( Валентин нимěн чěнмесěр тăрать. Ку хыпара кěтменччě вăл Урхи мучирен)
4 сценка.
Валентин амăшě: Валентин, çывăрмастăн-и-ке, ачам?
Валентин: çук, аннем, çывăрас килмест. Ыйхă вěçрě ман.
Амăшě: Тăрса çутас-и?
Валентин: Анне, çут-ха. Пурпěрех халь тин çывăрас çук. Калаçар-ха . Калаçмалли нумай…Паçăр чун кÿтнипе нимěн те калаймарăм.
Амăшě: ( кăмака çинчен анать те вут чěртме пикенет)
Валентин: Шăрпăк çук-им, анне?
Амăшě: Эй, ачам, шăрпăк терěн-ха. Вăрçă чухне краççынсăр, супăньсěр, тăварсăр аптрарăмăр. Каварне ăна кěл айěнчен нихăçан та сÿнме паман. Халь лавккара йăлтах пур-ха та, укçине ăçтан тупас? Çěт-çу сутлăх мар, хамăн валли те çук. Тавах, Урхи мучу пулăшрě ытла йывăр чух. Тăван тăванах çав, тăваллах туртать. Пур-çук япаласене сутма тиврě.
Валентин: Ман баяна та сутрăн-и, анне?
Амăшě: Мěн калаçан, ывăлăм? Мěнле аллăм çěклентěр ăна сутма? Ав, арчарах ларать. Куç пек сыхласа усрарăм. Ăна курсан хăвна курнăнах туйăнатчě. Туянас текенсем нумайччě. Халь хамăр клуб валли те туянасшăнччě-яхăнне те ямарăм, Валентин килсен мěн калě мана терěм.
( Карчăк вут чěртсе ячě. Пÿрт ăш-чикки çуталě) Ывăлăм, пěр хыпарсăр çухалтăн. Кайран ху ирěкÿпе плена кайнă текен хыпар сарăлчě… аçу умěě) Ывăлăм, пěр хыпарсăр çухалтăн. Кайран ху ирěкÿпе плена кайнă текен хыпар сарăлчě… Аçу умěчех « иçменнěк» терě сан пирки Варсун. Çавна тÿсеймерě вара аçу, ураран ÿкрě.
Валентин: ( сиксе тăчě, чěтреме пуçларě) Сутăнчăк мар эпě, анне… çакнашкал хаяр ята илтес пур-çавăн чухнех Сталинградра паттăррăн пуç хурас-мěн! Изменник мар эпě! Тăван çěр-шыва, юлташсене сутман эпě! Пěр утăм та чакман эпě приказсăр. Хăравçă пулман сан ывăлу, аннеçěм, фашиста парăнма шутламан. …Анчах та кама каласа ěнентерěп халě? Эп мěнле çапăçнине калакан документ та, свидетель те çук…Кама каласа ěнентерěп.
Амăшě: Тăван апуна шан, ывăлăм. Апуна тěрěс маррине калаймăн. Пěчěк чухне те суйман эсě, сана аçу-апу ялан тěрěслěхе юратма вěрентсе ÿстернě. Хăвна çуратнă апу та ěненмесен кам ěненě сана? Апун чунě ÿсě, йăлтах кала, нимěн те ан пытар.
Валентин: Пытармалли нимěн те çук ман, анне. Нимěнле намăс ěç те туман эпě… Анчах та иртнине аса илме питě асап мана. Мěнрен пуçласа калам-ши? ( Валентин амăшне каласа пама тытăнать)
5 сценка.( 223-224 стр.)
(Валентинпа Нина тěл пулаççě.)
<b>Валентин: Нина, эсě-и?
Нина: Валентин, эпě ку.Ача чухнехилле ан хăра манран, халě саккăрти ача мар эсě.
Валентин: Каçарăр, Кузнецовсем патне каяттăрччě-и эсир?
Нина: Сакăн пек çěрле-çын патне-и? çук, Валентин, эпě сан патах килтěм… Ман çинчен япăх ан шутла… Эпě хамăнне лайăх пěлетěп… Эпě магазинта вěсем калаçнине илтрěм, эсě мěншěн тухса кайнине те лайăх ăнлантăм, çавăнпа кунта килмесěр тÿсеймерěм.
Валентин: Тавтапуç, Нина. Ларăр, тархасшăн.
Нина: Кунта пěве пуçěпе çынсем иртсе çÿреççě. Часах вěсем клубран тухěç. Эпě шурă платйěпе таçтанах курăнатăп, палласа илěç. Килěшмě мана хěр пуçăн сěм çěрле çырмасем тăрăх çÿрени. Атя урама хăпарса ларар…
( Хěр малта, ун хыççăн Валентин малалла утаççě)
Валентин: Халě те спортпа аппаланатăн-и?
Нина: Турник çинче кашни ирех вылятăп. Хěлле йěлтěрпе, çулла велосипедпа çÿретěп. Ялан ěçре-акă ман тěп спортăм. Вăрçă хыççăн районти ăмăртусенче чупас, ишес енěпе хěрсенчен мала тухрăм. ( Нина малалла калама тытăнать)
Эпě саншăн 8 çул мěнле асапланнине никам та пěлмест. Хуйхăма çынна кăтартман. Варсун элекне ěненмен эпě. Ыттисем пурте ěненчěç пулас. Аннÿпе иксěмěр кăна куç пек кěтрěмěр. Мана качча илес текенсем сахал мар пулнă темелле. Ман пата евчěсем ярса йăлăхтарчěç. Аристарх ыттисем пек евчěсем ярса йăлăхтармарě. Вăл манпа ялан кăмăллăн калаçатчě. Çынсем пире ялан пěрле курма хăнăхрěç. Пулас мăшăр вырăнне хума пуçларěç.
Анчах шăп çак вăхăтра эсě килсе çитрěн. Эсě халь тěнче хěррине каяс пулсан та эпě сан хыçран пыма хатěр. Пěлесчě сан эпě çак кунсенче мěнле асапланнине. ( Нина нăшăклатса пуçне Валентин кăкăрě çине хучě, ун çумне пěчěк ача пек пăчăртанчě)
Учитель: Геройсемпе, унти ěçсем мěнле пулса пынипе паллашрăмăр. Малалла суд-урок курăпăр, ачасем Варсуна суда панă иккен. Суд мěнле татса парать-ха Варсунăн ěçне.
Суд-урок йěрки.
Секретарь: Тăрăр пурте, суд пырать!
Судья: Паян эпир Вăрманкас колхозěнчи Варсун Аюхин ěçне пăхса тухатпăр.
Секретарь: Варсун Аюхин! Кěрěр, сире чěнеççě.
( Варсун кěрет. Айăпланакансен вырăнне ларать)
Судья: Мăн Явăшри вăтам шкулти 9-мěш класра вěренекенсем, пурě 16 алă пуснă, Варсун пысăк айăплă теççě, ăна судра пăхса тухма ыйтаççě. Варсунăн айăпě мěнре, çавна вěсем каласа паччăр. Хăйсене сăмах паратпăр.
1-мěш айăплакан: Варсун Аюхин айăплă. Вăл хăйěн тусне, Валентин Актаева, Сталинград патěнчи çапăçура пăрахса хăварнă.
2-мěш айăплакан: Варсун айăплă. Яла таврăнсан вăл Валентин Актаев пирки суя сăмах сарать. Ăна изменник тет. Хăйěн тусне пылчăкпа варалать вěт-ха вăл.
3-мěш айăплакан: Ман шутпа та Варсун айăплă. Унăн суя сăмахне пула Валентинăн ашшě, Петěр мучи, вăхăтсăр çěре кěрет. Йывăр хуйха чăтаймасть унăн чěри.
4-мěш айăплакан: Сталинград патěнчи хаяр çапăçура Варсун чăннипех те тусне пěтермех шутланă. Валентин вара тÿснě, чăтнă. Сакăр çул иртсен тин яла таврăнчě Валентин. Анчах та Варсун çаплах лăпланман-ха. Яла килсен те Варсун Валентина лав айне туса вěлерме шутлать. Анчах та ěç тухмасть. Нина пулăшнипе çеç Валентин чěрě юлать.
Судья: Адвоката сăмах паратпăр.
Адвокат: Пурне те тимлěн итленě хыççăн манăн çакна калас килет: Варсунăн айăпě пур пуль-ха. Анчах та унăн ырă енěсем те пур. Вăл Тăван çěр-шыва хÿтěлеме вăрçа каять. Малтанлăха вăл тăшмана хирěç хăюллăн çапăçнă. Анчах та вăрçă вăл пурне те хăратать. Хăвăра вăхăтлăха вăрçăри пек туйса пăхăр-ха. Камăн вăхăтсăр вилес килет? Никамăн та. Çавăнпа та хăраса ÿкнě те вăл. Унăн сехри хăпнă. Вăл хăй мěн тунине хăй те ăнланман. Çапла-и, Варсун?
Варсун: Чăнах та, эпě вăл вăхăтра хам мěн тунине хам та пěлмерěм. Каçарăр мана.
Адвокат:Паллах, Варсунăн яла килсен Валентин пирки суя сăмах сармалла пулман. Варсун Аюхин, мěншěн эсир Валентин пирки « изменник» тесе суя сăмах сартăн?
Варсун: Эпě ялта хама паттăр пек кăтартасшăн пултăм пулас. Тата Валентин чěрě юлнă тесе шутламан та эпě. Вăл вилнě пуль тесе шутланă. Тыткăнран чěррěн таврăнакансем сахал та-ха вěсем.
4-мěш айăплакан: Эх, намăссăр. Çын вилессе кěтсе пурăнатăн-и-ха эсě? Сана хăвна тыткăна илмелле пулнă. Мěн усси санран? Сана пула айăпсăр çынсем асапланаççě.
Судья: Малалла Нинăна сăмах паратпăр.
Нина: Эпě-Нина. Валентинăн савнийě. Чăнах та, нумай кěтме тиврě манăн ăна. Çак Варсуна итлесе кăшт çеç Аристарха качча тухмарăм. Суя сăмах сарнăшăн айăплатăп эпě ăна. Пěлнě-пěлмен калаçма юрать-и вара?
Адвокат: Хисеплě Нина Атласкина. Эсě ху Аристарха качча тухма килěшнěшěн мěншěн Варсуна айăплатăн? Варсун айăплă-и вара?
Нина: Паллах, айăплă. Унăн сăмахне пула качча тухма килěшрěм. 8 çул кěтрěм вěт.
Судья: Айăпланакана юлашки сăмахпаратпăр. Варсун, эсě хăвна айăплă тесе шутлатăн-и?
Варсун: Айăплă, юлташсем, айăплă. Каçарăр мана, ыр çынсем. Валентин, Нина, сирěнтен те каçару ыйтатăп.
Секретарь: Суд кăштах канашлать. ( судья, адвокат, прокурор калаçса илеççě)
Судья: Паян суд Варсун Аюхин ěçне пăхса тухрě. 2007 çулхи кăрлачăн 25-мěшěнче ирттернě суд ларăвěн приговорě: Варсун Аюхина суя сăмах сарнăшăн айăпласа укçа тÿлемелле тăвас.
Учитель: Паян эпир урокра « Симěс ылтăн» повеçе пăхса тухрамăр. Юлашкинчен çакăн пек ыйту: 1. Варсун вырăнěнче пулсан эсир мěн тунă пулăттăр?
2. Телейлě-и Валентинпа Нина? Мěншěн?
3. Килěшрě-и сире повесть? Мěнлерех пулма вěрентет вăл сире?
( Ачасен хуравěсемпе урок вěçленет. Учитель ачасене тивěçлě хак парать)
Учитель: Урок вěçленчě, тухма пултаратăр.