Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
5 класра ирттермелли урок планĕ
 
Урок тĕллевĕсем: 1) Тăван çĕр-шывпа çыхăннă темăна аса илсе çирĕплетсе хăварасси; 2) ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси; 3) Тăван çĕр-шыва юратма, хисеплеме, хаклама вĕрентесси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, «Чăваш Республики» слайдсем, «Чăваш Республики» карта, Чăваш Республикин патшалăх гимнĕ, «Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?» текст, тест тĕрĕслевĕ ирттермелли уйрăм ĕçсем.
Словарь ĕçĕ: Хусан, ытларах, хăтлă хваттер, хаклă кĕтес, çарран чупатăп,
сывлăха çирĕплететĕп.
Урок юхăмĕ
I. Класа йĕркелени.
1. Чĕлхе зарядки ирттересси (Чăваш Республики çинчен ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ, хуравлаççĕ, ыйтăвĕсем экран çинче).
- Чăваш Республики ăçта вырнаçнă?
- Пирĕн республикăн тĕп хули мĕн ятлă?
- Раççейĕн тĕп хули мĕн ятлă?
- Эпир пурăнакан хула мĕн ятлă?
- Пирĕн республикăра тата мĕнле хуласем пур?
- Пирĕн республикăра хăш халăх çыннисем пурăнаççĕ?
- Чăвашсен пĕрремĕш президенчĕ кам?
- Раççейĕн президентне мĕнле чĕнеççĕ?
- Чăваш Республикине юрататăр-и эсир?
- Пирĕн республикăн патшалăх символĕсем шутне мĕн-мĕн кĕрет?
- Чăваш патшалăх гимнĕ мĕн ятлă?
2. Чăваш Республикин патшалăх гимне итлени.
II. Килти ĕçе тĕрĕслени. Ачасем Тăван çĕр-шывпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсене вуласа параççĕ. Учитель килти ĕçе пĕтĕмлетсе экран çинчи ваттисен сăмахĕсемпе паллаштарать, çак сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарса пама ыйтать.
Тăван çĕр-шывра хĕвел те çуттăнрах, ăшшăнрах пăхать.
Тăван çĕр-шывран хакли нимĕн те çук.
Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак.
 
Ш. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
1. Сăвăçсен Тăван çĕр-шыв çинчен çырнă сăввисемпе паллашасси.
- Эпир сирĕнпе Тăван çĕр-шыв, тăван кĕтес çинчен час-часах калаçусем ирттеретпĕр. Тăван çĕр-шывран хакли нимĕн те çук тетпĕр. Сăвăçсем вара хăйсен юратăвне сăвăсенче палăртаççĕ. Итлесе пăхар-ха вĕсен сăввисене.
Тăван çĕр-шыв
Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв? Маншăн пуринчен хакли,
Вăл – юратнă юхан шыв, Илемли те çывăххи -
Симĕс улах, чечексем, Тăван ен, тăван анне,
Йывăçсемпе кайăксем. Симĕс чăрăш, вĕрене.
 
Савнă çĕр, Чăваш çĕр-шывĕ
Авалтан эпир юратнă Ĕмĕр хыççăн ĕмĕр иртрĕ,
Пархатарлă Атăла, Шухăш вĕçрĕ аякка.
Ун шывне нумай хумхатнă Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитрĕ:
Тăвалла-анаталла. Пирĕн çул-йĕр сарлака.
 
Пирĕн халăх ĕмĕтленнĕ Пурăнах эс ĕмĕр сывă
Кун курасшăн малашне. Халăхсен кил-йышĕнче,
Сĕм вăрман пире пилленĕ Савнă çĕр, Чăваш çĕр-шывĕ,
Сиплĕ уçă сывлăшне. Аслă Атăл хĕрринче.
( П.Хусанкай.)
Тăван кĕтес
Ăçта кăна çитсе курмарăм, Ăçта кăна çитсе курмарăм,
Тăван кĕтес, сана манмарăм, Инкек сиксе тухсан тармарăм,
Ялан асра тытса усрарăм. Çĕр-шывăма куç пек сыхларăм,
Тен, çавăнпах пуçа усмарăм. Асаттесен ятне ямарăм.
 
Ăçта кăна çитсе курмарăм, Ăçта кăна çитсе курмарăм -
Атте-анне çуртне манмарăм, Тăванăмсем, сире манмарăм,
Тĕван чĕлхе чысне упрарăм, Хĕрÿ ĕçре кайри пулмарăм,
Чăваш çĕрне ялан мухтарăм. Çĕр-шыв çинчен чунтан юрларăм.
(В.Давыдов-Анатри.)
2. «Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?» текстпа ĕçлесси.
Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?
Ман шутпа, Тăван çĕр-шыв вăл – тăван хула, тăван урам, тăван шкул.
Çĕнĕ Шупашкар – маншăн чи лайăх та чи илемлĕ хула. Хусанта та пулнă эпĕ аттепе, Мускавра та. Вĕсем те илемлĕ, вĕсем те таса. Мĕн тесен те, мана Çĕнĕ Шупашкар ытларах килĕшет. Мĕншĕн-ши? Сăлтавĕ паллă: эпĕ кунта çуралнă. Çĕнĕ Шупашкар - манăн тăван хула.
Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв? Тăван çĕр-шыв вăл – манăн юратнă çемье. Манăн çемье вăл – аттепе анне, асаттепе асанне, кукамайпа кукаçи, шăллăмпа йăмăк. Эпĕ пысăк та туслă çемьере, хăтлă та ăшă хваттерте пурăнатăп. Маншăн пирĕн хваттер – чи хаклă кĕтес. Çак хаклă кĕтес те, ман шутпа, Тăван çĕр-шыв.
Эпĕ хулан вун тăххăрмĕш шкулĕнче вĕренетĕп. Кунта манăн юратнă учительсем ĕçлеççĕ, манăн çывăх туссем вĕренеççĕ. Маншăн хамăн шкул – чи аван шкул. Вăл та Тăван çĕр-шыв.
Çулла эпĕ асанне патĕнче ялта пурăнатăп. Уйра çарран чупатăп, пĕвере шыва кĕретĕп, вăрмана çÿретĕп. Кашни кун хамăн сывлăха çирĕплететĕп. Маншăн асанне ялĕ те – Тăван çĕр-шыв.
Пĕр сăмахпа, манăн Тăван çĕр-шыв вăл – Чăваш ен тата Раççей.
а) Словарь ĕçĕ.
ă) Текста учитель вуланине итлесси, йĕрлесе пырасси.
б) Çĕнĕ сăмахсене текстра тупасси, предложенисене вырăсла куçарасси.
в) Текста çурма сасăпа вуласси, ăнланнине вырăсла каласа парасси.
г) Ыйтусемпе ĕçлесси.
- Çĕнĕ Шупашкар мĕнле хула?
- Сана Çĕнĕ Шупашкар мĕншĕн ытларах килĕшет?
- Санăн çемьере кам-кам пурăнать?
- Эсĕ миçемĕш шкулта вĕренетĕн?
- Шкулта санăн юлташсем пур-и?
- Çулла эсĕ яла каятăн-и?
- Ялта санăн кам пурăнать?
- Эсĕ ялта мĕн тăватăн?-
- Ачасем, мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?
д) Текст содержанине абзацсем çине уйăрасси, вĕсене ят парасси.
Тĕслĕхсем: 1. Тăван çĕр-шыв вăл – тăван хула.
2. Тăван çĕр-шыв вăл – юратнă çемье.
3. Тăван çĕр-шыв вăл – пирĕн хваттер.
4. Тăван çĕр-шыв вăл – тăван шкул.
5. Тăван çĕр-шыв вăл – асанне ялĕ.
6. Тăван çĕр-шыв вăл – Чăваш Ен тата Раççей.
IV. Вĕреннине çирĕплетни.
1. Ушкăнсенче ĕçлесси. (Учитель ачасене виçĕ ушкăна уйăрса вĕсене ĕçсем парать. Кашни ушкăнăн хăйĕн консультанчĕ пур. 1-мĕш ушкăнри ачасен текстри 1, 2 абзацсем патне ыйтусем лартмалла, консультант вĕсене пулăшать;
2-мĕш ушкăнри ачасем 3, 4 абзацсем патне консультанта ыйтусем параççĕ;
3-мĕш ушкăнри консультант 5, 6 абзацсем тăрăх ачасене ыйтусем парать).
Тĕслĕхсем: - Эсĕ мĕнле хулара пулса курнă?
- Сана мĕнле хула ытларах килĕшет?
- Сана мĕншĕн Çĕнĕ Шупашкар ытларах килĕшет?
- Çĕнĕ Шупашкар саншăн Тăван çĕр-шыв пулать-и?
- Эсĕ мĕнле çемьере пурăнатăн?
- Эсĕ пурăнакан хваттер саншăн Тăван çĕр-шыв-и?
- Эсĕ мĕнле шкулта вĕренетĕн?
- Шкулта камсем ĕçлеççĕ, камсем вĕренеççĕ? - Хăв вĕренекен шкула Тăван çĕр-шыв тесе калама пулать-и?
- Çулла эсĕ ăçта пурăнатăн? -
- Ялта эсĕ мĕн-мĕн тăватăн?
- Асанне пурăнакан яла Тăван çĕр-шыв тесе шутлатăн-и?
- Ачасем, апла пулсан, пĕр сăмахпа калăр-ха, мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?
2. Текстăн содержанине кĕскен каласа пани. (1-2 ача)
3. Тест ирттересси.
1) Чăваш çĕр-шывĕн тĕп хули.
а) Хусан; ă) Шупашкар; б) Мускав); в) Куславкка.
2) Чăваш çĕр-шывĕнче … чи йышлă халăх шутланаççĕ.
а) чăвашсем; ă) вырăссем; б) тутарсем; в) пушкăртсем.
3) Чăваш çĕр-шывĕ … хĕрринче вырнаçнă.
а) Хура тинĕс; ă) Атăл; б) Çавал; в) Сĕве.
4) Чăваш çĕр-шывĕнче … хула.
а) çичĕ; ă) сакăр; б) тăхăр; в) вунă.
5) Республикăри чи çамрăк хула … шутланать.
а) Канаш; ă) Çĕнĕ Шупашкар; б) Шупашкар; в) Сĕнтĕрвăрри.
6) Хими комбиначĕ вырнаçнă хула.
а) Шупашкар; ă) Çĕнĕ Шупашкар; б) Улатăр; в) Канаш
V. Урока пĕтĕмлетни. Паянхи урокра Тăван çĕр-шыв çинчен нумай калаçрăмăр, çĕннине те пĕлтĕмĕр. Сирĕн шутпа Тăван çĕр-шыв çинчен пĕтĕмлетсе мĕнле калама пулать? (кластер тăвасси).
-Ачасем, Тăван çĕр-шыв пуянрах илемлĕрех, тасарах пуласси пирĕнтен те нумай килет. Çавăнпа та яланах усăллă ĕç тума тăрăшăр.
VI. Килте тумалли ĕç. Тăван çĕр-шыва сăнлакан ÿкерчĕксем ÿкерсе килесси, çитес урокра выставка йĕркелесси.
VII. Ачасен ĕçне хаклани.
ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ
ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ
■  Г. Л. Николаева.
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 19-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

 
: 5800, Хаçат: 1 (1), Категори: Чăваш чĕлхи

Комментарисем:

Migulaj (2012-03-23 18:58:59):
"в) Текста çурма сасăпа вуласси, ăнланнине вырăсла каласа парасси." - мĕншĕн вырăсла каласа памалла?
"6) Хими комбиначĕ вырнаёнă хула." - кунта йăнăш пур пулмалла.


Migulaj (2012-03-27 19:15:19):
Йăнăша тӳрлетме нумай вăхăт кирлĕ пулмалла?

Migulaj (2012-05-23 23:40:11):
Тăван çĕршыв тесе çырмалла.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: