Ефимова Валентина Павловна |
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ памалли урок
Сапǎрлǎх тĕллевĕ: Чǎваш халǎх уявĕсем çинчен тата ытларах пĕлес кǎмǎла çĕклесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: çĕнĕ сǎмахсемпе паллашса чǎваш уявĕсем çинчен вуласа пĕлесси, иккĕмĕшле глаголсем тǎвакан тухǎçлǎ аффикссемпе паллашасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарасси, иккĕмĕшле глаголсемпе пуплевре усǎ курма хǎнǎхтарасси, тавра курǎмне анлǎлатасси.
Урокра усǎ куракан мелсемпе меслетсем: анкета ыйтǎвĕсене пĕтĕмлетни, вĕрентекен сǎмахĕ, ыйтусене хуравлани, чǎвашларан вырǎсла, вырǎсларан чǎвашла куçарни, таблица, кроссворд тултарни, вайǎ юррине карталанса юрлани, ушкǎнпа тата икшерĕн ĕçлени, калаçу ирттерни.
Калаçу чĕлхине аталантарни: ǎнланса вулани, куçарни, пĕтĕмлетÿ тума пĕлни, вайǎ юррисене юрлани.
Словарь ĕçĕ: • кун таврǎнни – солнцестояние
• мǎн кун, мункун – пасха
• чÿк – моление с жертвоприношением
• тǎван-хурǎнташсем – родственники
• тапхǎр – пора
• çырлахтар – удовлетворять
• хуçалан – хозяйничать
• ашкǎн – свирепствовать
Урок эпиграфĕ: «Халǎх йǎли-йĕрки – хǎй пĕр университет». А.Г.Григорьев профессор.
Комментарисем:
► Ольга (2016-04-15 13:51:35):Тавтапуς
► Светлана (2016-11-03 15:49:01):
Пуян материал. Пысăк тав.