Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Яковлева Татьяна Николаевна
Яковлева Татьяна Николаевна
Тӗллевӗсем: 1) "Чӗрӗ чӑрӑшсем" калавпа паллаштарнӑ май ачасене тӗрӗс те уҫӑмлӑ, ӑнланса, сасса кирлӗ пек улӑштарса вулама, вулани тӑрӑх план тума хӑнӑхтарасси;
2) ачасен шухӑшлавӗпе пуплевне, тавракурӑмне аталантарасси;
3) вӗсене ҫут ҫанталӑк илемне туйма, ӑна юратма тата упрама вӗрентесси.
Кирлӗ хатӗрсем: тӗрлӗ тӗслӗ хут, хачӑ, клей, чӑрӑш ӳкерчӗкӗ, И И.Шишкинӑн «Чарӑш», «Вӑрман чӑтлӑхӗ», «Вӑрман уҫланки» ӳкрчӗксем.
Урок юхӑмӗ:
1. Урока йӗркелесе яни.
2. Малтан вӗреннине аса илсе тӗрӗслени.
В. Иртнӗ урокра кам ҫинчен вуларӑмӑр?
-Ҫеменшӗн амӑшӗ мӗншӗн савӑннӑ?
-Мӗншӗн ку калава «Хӗлле» темӑна кӗртнӗ?
В. Таврара чӑнах та хӗлле. Часах эпир пурте юратакан, к.текен уяв ҫитет. Мӗнле уяв вӑл?. Ку уяв мӗнсӗр пулмасть? Ачасем эсир ҫак йывӑҫ ҫинчен мӗн пӗлетӗр? Тата мӗнле лӑсӑллӑ йывӑҫсем пӗлетӗр?
3. Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарни.
В. Эпир паян чӑваш поэчӗ, пистелӗ Ю. Петров ҫырнӑ «Чӗрӗ чӑрӑшсем» калавпа паллашӑпӑр тата тӗрлӗ ӗҫсем тӑвӑпӑр.
4. Ҫӗнӗ материалпа ӗҫлени.
1) Калава ачасем хӑйсем тӗллӗн вулаҫҫӗ.
2)Словарь ӗҫӗ.
- Калавра мӗнле ӑнланман сӑмахсем тӗл пултӑр?( Аршӑн- авалхи тӑршшӗ виҫевӗ, 71 см)
- Ҫак сӑмахсене урӑхла мӗнле калама пулать?
ӑс пачӗ-вӗрнтрӗ
хӑпартлантарса ячӗҫ- савӑнтарса ячӗҫ
йывӑҫсем пӗве ярӑнчӗҫ- ӳсме тытӑнчӗҫ
чӑрӑш ӗмӗрӗ татӑлчӗ- вилчӗ
2) Калава мӗнле ӑнланнине ыйтусем парса тӗрӗслени.
- Ку калавра хӑш сӑнарсене тӗп герӑйсем теме пулать?
- Автор вӗсене кӑмӑллать-и?
- Сана калавра мӗн килӗшрӗ?
3) Физкультура минучӗ.
Халӗ пурте шӑппӑн тӑрӑр. Хӗллехи юр пӗрчисене аса илетпӗр.
Эпир шурӑ пӗрчӗсем çӗр ҫинелле вӗҫетпӗр.
Вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫаврӑнса
Шурӑ кавир витетпӗр.
5. Вӗреннине ҫнрӗплетнн.
1) Калава тепӗр хут ачасем пайӑн-пайӑн черетленсе вулаҫҫӗ. . Вуланӑ чухне танлаштарусене сӑнӑр.
2) Танланггарусене тупса калаҫҫӗ, план тӑваҫҫӗ.
Шыв фонтан пек; вӑкӑр пек
План:а) Экскаватор водопровод валли ҫӗр чавни;
ӑ) Петӗрпе Кирук вӑлта хулли касса килни;
б) Эксковатор чӑрӑш хунавӗсене кӑларса пӑрахни;
в) Ачасем Пет.р пиччепе калаҫни;
г) Аслашшӗ вӗсене ырӑ шухӑш пани;
д)Ачасем чӑрӑшсене лартни; пӑхса тӑни;
е)Ҫӗнӗ ҫула чӗрӗ чӑрӑшсемпе кӗтсе илни.
2) Ачасем, эсир Ҫӗнӗ ҫула мӑнле чӑрӑшсемпе кӗтсе илесшӗн? Мӗншӗн чӑрӑшсене упрамалла? ( Вӗрентекен ачасене слайдсем кӑтартать).Эпир чӑрӑшсене упраса хӑварас тесе мӗн тума пултаратпӑр?.
Ваттисем ҫапла каланӑ «Йывӑҫа касма час та, ӳстерме час мар».
Кашни ҫулах Хӗл Мучи ҫынсене Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ парнелет. Ҫӗнӗрен лартса ӳстерме ӗлкӗреймест. Айтӑр-ха, ачасем, эпир ун пахчине хамӑр чӑрӑшсем туса лартӑпӑр.
Ачасем тӗрлӗ пысӑкӑшлӑ тӑваткал хутсенчен хутлатса чӑрӑшсем тӑваҫҫӗ те учителъ вӗсене плакат ҫине ҫыпӑҫтарать.
 
6. Урока пӗтӗмлетни.
Ҫак калаври ачасем чӑн-чӑн ҫутҫанталӑк тусӗсем пулчӗҫ. Эсир те паян маттур пултӑр., пысӑк ӗҫ турӑр.
7. Киле ӗҫ пани.
Килте класра тунӑ плана аса илсе ҫырса хурӑр. План тӑрӑх содержанине каласа пама хатӗрленӗр. Чӑрӑш касмасӑрах килте. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ вали мӗнлерех чӑрӑш тума пулать? Шутласа пӑхӑр.
■ Яковлева Татьяна Николаевна.
Çĕнĕ Выçлири тĕп шкул, Йĕпреç районĕ
 
: 2840, Хаçат: 6 (12), Категори: Чăваш литератури

Комментарисем:

Серафима (2018-02-02 20:35:00):
Тен, ку материал аванах пуль-ха. Паянхи кун вара йĕркеллĕ ăнланмалла шрифтпа çырмалла пулман -и ?

Серафима (2018-02-02 20:36:36):
Тен, ку материал аванах пуль-ха. Паянхи кун вара йĕркеллĕ ăнланмалла шрифтпа çырмалла пулман -и ?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: