А. П. Данилова |
ЭРЕХ-СĂРАНА,НАРКОТИКА ХИРĔÇ ЧĔНЕКЕН КУРАВ-СПЕКТАКЛЬ
В.Туркайпа А.Кипеч сăввисем тăрăх хатĕрленĕ
«Çăмăл çын пекки пулма
Йывăр çын пулма.»
(Туркай)
«Çуралакансем нумай,
чăн-чăн Çын шутне кĕрекенсем сахалтарах.»
(Кипеч)
• Ку курав - спектакль Канаш хулинчи ăмăртура , 2003-мĕш çулта , «Чи лайăх чăвашла сценари» диплома тивĕçнĕ
Вылякансем:
Ертсе пыракан - вĕрентекен
Ашшĕ - 40 çулсенче
Амăшĕ - çав çулсечех
Ачи - 14-16 çулсечи яш
Ват çын - 70 çултан иртнĕ ватă
Сăвăç-юрăç - çамрăк çын
Çаваллă «вилĕм» - ватă карчăк
Пĕчĕк ача «ангел» - кĕçĕн класс ачи
Çамрăксем -8-10класри шкул ачисем
Сцена çине ашшĕ - эрех кĕленчипе, амăшĕ - сăра куркипе икĕ енне тăраççĕ, ачи шприцпа, варрине тăрса сăвă вулама пуçлать.Ача. «Сăпайлăха» вĕрентĕм аннерен...
Амăшĕ (сăра ĕçет те юрласа илет). «Ах, сăри, ах, сăри тутлă-çке...»
Ача. «Мăнаçлăха» туянтăм аттерен...
Ашшĕ (ÿсĕр пек хăлаçланса юрлать). «Ай-ай-ай, пуçăм ыратать..., ĕнер эпĕ ĕçнĕ пит нумай...»(арăмĕпе ытамлашса кĕрсе каять.)
Ача. Мĕскер вĕренĕç ачасем манран.
Çак шухăш халь тухма пĕлмест пуçран... (Кипеч)
(Хăйне шприцпа наркотик янă пек тăвать те - çухалать.)
Ертÿçĕ (тухать). 1908 çулта çырнă «Нарспи» поэмăрах К.Иванов: «Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать,» - тенĕ. Паян вара эрех-сăра çумне наркотик хушăнчĕ, пурнăçра сарăлма тытăнчĕ. (Каять, хурлăхлă кĕвĕпе ват çын туяпа тухать, çак самантра асар-писер кĕвĕ янраса каять - айккинче çамрăксем урăм-сурăм ташлаççĕ, ватă вĕсене сăнаса тăрать те аллине лаш! сулать, кĕвĕ питĕ шăппăн илтĕнет, ватă сăвă калать.)
Ватă. Пурнăç урапи пĕр йĕрпе чупмасть.
Пĕр суранăм тăрать юнлансах:
Ачам япăх ÿсрĕ, чăн-чăн çын пулмарĕ.
Çÿç кăвакарсан та, тупăка выртсан та
Чĕрери суранăм юлĕ манпалах. (Кипеч)
(Каять, çамрăксем те çухалаççĕ)
Юрăç-сăвăç (тухать). «Çамрăк чух анне калатчĕ, ывăлăм, тесе
Тĕрĕс çул çине тăмашкăн вăхăт сан, тесе
Анчах эпĕ итлемерĕм анне сăмахне
Çавăнпа та тăраймарăм тĕрĕс çул çине.»
(Юрласа пĕтерет те ыттисем тухнă май сăвă вулать)
Йăнăшмашкăн лайăх, лайăх йынăшма.
Малтанах ансатчĕ, халь ансат та мар. (Туркай)
Çамрăксем (пурте шприцпа, хура тумпа тухаççĕ, çурма çавракана тăраççĕ. Малта (шурă тумпа, çавапа) - вилĕм. Пурте черетпе сăвă вулаççĕ те хăйсене йĕппе тиреççĕ, хуçланкаласа ÿксе пыраççĕ)
Çамрăксем вулаççĕ:
• Хуралса килет хăш чух
Пĕтĕм çут тĕнче.
Эп шыратăп шанчăка
Çак йĕп вĕçĕнче. (Туркай)
(Пурте йĕпписене йăтса кăтартаççĕ).
• Хăратăп эп
Çак çутă тĕнчере
Хам никама та кирлĕ маррине
Туйма тивессинчен.
Хăратăп эп. (Туркай)
• Пурнăçăм, пар шанчăк
Тÿсĕм пар мана!
Айăплă пулсан та,
Каçарсам, мана. (Туркай)
• Ытла та хаклă-çке эс, Ирĕк,
Ытла та хаклă.
Эс пур çĕрте те пур пек, Ирĕк.
Эс çук ниçта та. (Туркай)
• Ăнланайманшăн ан ятла
Эп хама-хам та ăнланмастăп:
Эп кун халех иртет теменччĕ,
Эп каç халех пулать теменччĕ. (Туркай)
Çаваллă вилĕм. Епле ансат анаталла анма
Никам чармасть, чăрмантармасть сана
Анатăн та анатăн...Аннăçем
Ансатлансах пырать сана анма.
Анст, епле ансат анаталла анма. (Туркай)
.
• Манăçма манăçать ку инкек те
Ку асап та, паллах, манăçать.
Халь вара туйăнать тĕнче тĕттĕм,
Халь вара йăлт хуран курăнать. (Туркай)
(Пурте ÿксе пĕтсен вилĕм çавине сулласа ташша ярать, çак самантра çутă вăйлăрах ÿкет те, унта ангел тухса тăрать)
Ангел.Халех!
Е тек нихçан та!
Çук-çук - нимле ыран та!
Çук-çук - нимле кайран та!
Халех!
Е тек нихçан та! (Туркай)
(Пурте ерипен ура çине тăрса шприцсене вилĕм ури айне ывăтаççĕ, вилĕм ÿкет)
Çамрăксем вулаççĕ:
• Айван пулсан та, çăмăлттай пулсан та
Эп ĕненеп, шанатăп çынсене.
Санпа, Усал, (вилĕм çине тĕллесе)
Эп пĕр чĕлхе тупаймăп:
Эп савнă, эп саватăп Ыррине! (Туркай)
• Йывăр, йывăр пурăнма!
Çăмăл - пурăнма.
Çăмăл çын пекки пулма
Йывăр çын пулма! (Туркай)
• Йывăр - пурнăç хирĕнче
Тĕрĕс çул тупма.
Йывăр çав çула тупсан,
Такăнми утма. (Туркай)
• Пулĕ! Пулĕ! Тем те пулĕ!
Вăрăм вăл - çын çулĕ. (Туркай)
• Çынна вăрăм ĕмĕр панă
Кĕскететпĕр хамăрах.
Мĕн кăна тумастпăр пулĕ
Хавшатмашкăн сывлăха! (Кипеч)
• Юлашкинчен чăвашра та
Тупăнчĕ, ак тамаша!
Ăс-тăна минретекен
Наркăмăшлă япала.
Кĕскетет те ĕмĕре
Ăсатать леш тĕнчене. (Кипеч)
• Пĕрре пурăнатпăр çĕр çинче, пĕрре.
Пире, тен, манмĕç çакă тĕнчере...
Пит хĕретме ан тивтĕр мăнуксен,
Пире, кайнисене, аса илсен. (Туркай)
(Юлашки сăмахсене илтсен шприцсене пуçтарса вилĕм ура çине тăрать.)
Çаваллă вилĕм (çавипе урайне шаккаса илет).
Шăпи çапла-и, çапла мар-и.
Кайни хăрушă мар.
Хăрушă - сан ĕмĕтÿсем сасартăк татăлни!
Хăрушă - эс çап-çамрăк - тупăкра выртни!
Хăруш㬬 - сукмакупала утакан çукки!
Хăрушă - сан тăпру çинче çум курăк çеç ÿсни. (Туркай)
("Хăрушă сăмаха пурте пĕрле каласа пыраççĕ, ангел мала тухать, ăна пурте пĕрле алă тупанĕ çинче çÿле çĕклеççĕ)
Ангел. Çуралтăн пулсан - пурăн!
Пурăнатăн пулсан - ĕнен!
Чаршав
Туркай В.В.: Шурă фарфор чашăк. Ш., 1998.
Пурăнатпăр-ха!. Ш., 2001.
Кипеч А. : Пурнăç кĕнеки. Ш., 2002.
кĕнекисенчи сăвăсемпе усă курнă