Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Кулакова СветланаПантелеймоновна
Кулакова СветланаПантелеймоновна
 
Чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕ иксĕлми. Çепĕç юрри-кĕвви, ăса вĕрентекен сăмахĕсем, ырă сунса каланă халап-пехил, халăхăн чипер йăли-йĕрки- çаксем пурте çын пурнăçне, чун-чĕрине, кăмăл-туйăмне, ĕç-хĕлне, ĕрет-несĕлне пуянлатакан ăс-пурлăх.
Çамрăк ăру çивĕч ăс-хакăллă ÿссе çитĕнтĕр, ырă кăмăллă, ĕçчен пултăр тесе, аслă ăрусем сĕм авалтанпах нумай вăй хунă, пайтах тăрăшнă. Пирĕн халăхра кашни çемьен ача-пăчана ăса вĕрентес йăли-йĕрке пулнă. Ку енĕпе вĕсем мĕн авалах хăйне евĕр шкул пулса тăнă. Ачисем йышлă пулсан та ашшĕ-амăшĕ, ваттисем пурне те ăс пама, ĕçе хăнăхтарма вăхăт тупнă, таса кăмăл-туйăмлă ÿстернĕ. Ача, ÿссе пынă май, малашнехи пурнăç валли пĕр-пĕр юратнă ĕç суйласа илнĕ, çав ĕçре хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне туптанă.
Шкула çÿреме май килмен пулин те пирĕн мăн асаттесем ăс-пуçран нимĕн чухлĕ те аптрăман. Вĕсен пурнăçне çирĕп тытса пыраканни- ламран-лама куçакан йăла-йĕрке. Кашни уяв хăйĕн асамлăхĕпе, илĕртÿлĕхĕпе, тарăн шухăшĕпе паха-çке. Çемьери шкулта çамрăксене ăса вĕрентмелли, ĕç е хăнăхтармалли тĕрлĕрен меслетсемпе усă курнă, çав мелсенчен пĕри çинчен каласа парас килет те манăн.
Чăвашсем хушшинче улах ларасси мĕн ĕлĕкренех йăлана кĕнĕ, çамрăксем ĕçе вĕренмелли çак шкул çинчен, унта мĕнле ĕçсем туни çинчен чăвашсен паллă ученăйĕ Н.И. Ашмарин çапларах çырса кăтартнă, «Улах вăл  çамрăксем каçхине лармана пухăнни. Кĕркунне тата хĕлле каçсем вăрăм чухне, хĕрсем ĕçлеме пĕр-пĕр мунчана пухăнаççĕ. Каярахпа унта каччăсем юрă-кĕвĕпе пырса çитеççĕ. Пуçланать вара вăйă-кулă, шÿт».
Лармара хĕрсем ытларах ал ĕçĕ тунă. Вĕсем çип арланă, чăлха-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ. Каччăсем вара çăпата хуçнă, вĕрен-кантра явнă, хăмăт-пăяв ăсталанă. Ĕçленĕ май çамрăксем шÿтленĕ, кулнă, ташланă, юрланă. Кун пирки сăвăласа çапларах калани те пур, «Хĕрсем патне курмашкăн, çĕрле пулса çитсессĕн, пухăнаççĕ каччăсем, кĕрхи çĕре кĕскетме, вăй выляма, шÿт тума, хăй савнипе йăпанма».
Пĕр тĕрлĕ ĕç тусан, канса илмелле тенĕ пек, алла теприне тытнă. Ылмаштармалли ĕç ытларах вăйă евĕр пулнă. çавăн пек самантсенче çамрăксем пушăтла выляма юратнă. Яшсем хушшинче хăйсен кĕвĕ ăстисем те пулнă. Вĕсем кĕсле е купăс каланă, хĕрсем вара кĕвĕ май юрă тăснă.
Ĕç тумалли, ĕçе вĕренмелли çавăн пек майсем çамрăксене пăхса ÿстерес тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Улахсенче пĕри мĕн те пулин пĕлмесен, ыттисем ăна мĕнле тумаллине кăтартнă, пулăшнă, ăс панă. Куратпăр ĕнтĕ, лармана çÿрес тĕлĕшпе чи малтан яшсемпе хĕрсем хăйсен пуçарулăхне кăтартнă. Вĕсем улаха никам хистемесĕрех, аслисем енчен никам ертсе-кăтартса пымасăрах пухăннă. Кил хуçисем пулман е ăçта та пулин хăнана кайнă киле пухăнса, çамрăксем хăйсен ĕçне хăйсене пĕлнĕ пек йĕркеленĕ. Çавнашкал пуçтарăннă улах ларма хатĕрленекен ушкăн. Пĕрле пухăнсан вара хĕрсемпе каччăсем камăн мĕн тумалли çинчен калаçса татăлнă. Пĕрисене улах пăтти пĕçерме, теприсене пÿрт-çурта пуçтарса тирпейлеме, виççĕмĕшĕсене мунча е кăмака хутма, хăшне-пĕрне улах пухăнасси çинчен туссемпе тантăшĕсене пĕлтерме шаннă. Тĕрĕсрех каласан, çамрăксем хушшинче кама мĕнле ĕç шанса парасси майĕпен йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ, çав ĕçшĕн хăй яваплă пулнине кашниех лайăх туйса тăнă.
Юрă-ташăна ертсе пыракансене те яш-кĕрĕм хăйсем хушшинчех уйăрнă. Ăна улах пуçĕ тенĕ. Юрра-ташша пуçаракансем ытларах чухне хастар, хăюллă, ыттисене ертсе пыма пултаракан каччăсем пулнă.
Улаха пуçтарăннă çамрăксен тĕп тĕллевĕ ĕç тăвасси пулнă. Ларма вăхăтĕнче пĕр çынах, алă-ура канса илтĕр тесе, тĕрлĕ ĕç тунă. «Ĕç урокĕсем» «юрă урокĕсемпе», «пурнăç урокĕсемпе» ылмашăннă. Пурнăçра пулни-иртни, çамрăксем хăйсем мĕн пĕлни, курни-илтни çинчен пĕр-пĕрне каласа пани е тус-юлташсен хăтланкаларăшĕсене ушкăнпа сÿтсе явни кашнин ăс-хакăлне аталанма, пурнăçа витĕр куçпа курма пулăшнă.
Çитĕнсе çитнисемпе пĕрле улахсенче тепĕр чухне пĕчĕккисем, ĕçе çыпçăнма вăхăт çитнĕ ачасем хутшăннă. Вĕсем аслăраххисенчен ăна-кăна тĕшмĕртме тăрăшнă. Килти шкулăн-улахăн тепĕр паха енĕ те пур, çамрăксем унта ĕçе çепĕçрех, пахарах тăвас, хăйĕн тĕрри-чĕнтĕрĕ ыттисенчен илемлĕрех, лайăхрах пултăр тесе, пĕр-пĕринпе тупăшнă, Вăр-варлăх та пĕр-пĕрин пултарулăхне хакламалли виçе шутланнă. Хĕрсем, сăмахран, пĕр каçра икĕ тулли йĕке çинçе çип арлама, каччăсем вара пĕр мăшăр çăпата тума тăрăшнă. Лайăхрах ташлас, юрлас енĕпе те тупăшмасăр иртмен улахсенче. Палах, чăваш халăхĕн çамрăксене ăс-хакăла вĕрентмелли ытти майсем те сахал мар пулнă, вĕсем пурте тенĕ пекех ĕçпе çыхăннă. Ниме, хĕр ними, алылмаш, хĕр сăри, сурхури тата çавăн йышши ытти уявсемпе йăла-йĕркесем çамрăксемшĕн чăн-чăн пурнăç шкулĕ пулнă.
Чăваш йăли-йĕркине пĕчĕккĕн манса пыратпăр. Çăварни иртсе кайнине те сисместпĕр, мăн кун уявĕ те ĕçпе манăçать. Улах ларасси те, вăййа тухасси те аякка тăрса юлчĕç. Вĕсене кĕнекесем вуласа е асаннесем каласа панă тăрăх тăрăх çеç пĕлетпĕр.
Паянхи кун эпир çак ĕлĕкхи «пурнăç шкулне», «çемье педагогикине» манса пынă пирки ĕнтĕ ачасене ĕçе юратма вĕрентейместпĕр, хăйсен пурнăçри çулне тупма пулăшаймастпăр, çавăн пек ан пултăр тесен, пирĕн тăван халăх ку енĕпе ĕмĕрсем хушши пухнă пуянлăхпа вырăнлă усă курмалла, паянхи пурнăçа тивĕçлĕ çынсем пăхса ÿстермелле.
Кашни çын, çамрăк-и вăл е ватă-и, тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр, унăн сăваплă йăли-йĕркипе мăнаçланса, çепĕç чĕлхипе уççăн калаçма, çĕр-шывĕпе мухтанма пултартăр, чăн-чăн чăваш чунлă пултăр, ятне ан ятăр.
■ Кулакова СветланаПантелеймоновна.
Патăрьел районĕ, Ыхра Çырми вăтам шкулĕ
 
: 1653, Хаçат: 2 (14), Категори: Воспитани ыйтăвĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: