(9 классем валли )
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕрентмелли, çыхăнуллă пуплеве аталантармалли урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
-ачасене ушкăнри ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартма вĕрентесси;
пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
-ачасене кашни çын харпăр хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулнине ăша хывма пулăшасси;
- ачасен пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме вĕрентесси, сиенлĕ йăла-йĕркерен аякра тăма хистесси;
- сывлăх чи хаклă мул пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси.
Аталану тĕллевĕ:
-ачасене хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе калама, ăна хÿтĕлеме вĕрентесси;
Технологисем: Сывлăха упракан, перекетлекен технологи.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, учитель вулавĕ, ыйту-хурав, ачасен вулавĕ.
Пуплеве аталантарасси:
- ятарласа панă ыйтусем тăрăх ачан( монолог, диалог) çыхăнуллă пуплевне аталантарасси;
- пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.
Словарь ĕçĕ: кун йĕрки, сывă пурнăç йĕрки, сиенлĕ йăла-йĕрке, хавшатать, çирĕплетет.
Кирлĕ хатĕрсем: проектор, PowerPoint программăра хатĕрленĕ слайдсем, карточкăсем, интерактивлă доска.
Урок эпиграфĕ: «Сывлăхран хакли çук»