Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Енейкина Галина Леонидовна
Енейкина Галина Леонидовна
 
Вожатăй: Ырă кун, хаклă хăнасем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, ачасем! Юлашки шăнкăрава халалланă уява уçăлнă тесе шутлас. (Чăваш Республикин гимнĕ янăрать).
 
Гимн: «Сÿнми хĕлхем» (Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем юрлаççĕ).
Сăвви Г.Енейкинан
Кĕвви Г.Борисовăн
 
Ялан ăс-тăнпа çÿлелле хăпарма
Чĕнен илĕртÿллĕн пĕлÿ тĕнчине,
Чăн-чăн çын пулса çĕр çинче пурăнма
Чунри хĕлхемпе вĕрентен кашнине.
 
Мĕн чуль пултарулăх,
Мĕн чуль тăрăшулăх,
Учитель, санра, вăл пĕтмест!
Хĕрÿ юрату сан
Çÿлти хĕвелпе тан:
Ялан хĕм сапать, сивĕнмест.
 
Йышна ÿстерен эс, учитель, куллен,
Атте-анне пек эс ăс-хакăл пиллен.
Кашни ачана ху ачу пек туян,
Сÿнми вăй-халу çул кăтартĕ ялан.
 
Паха тĕслĕхÿ, пархатарлă ĕçÿ,
Куллу хитререх сар хĕвел çуттинчен.
Сан çутă, таса, ытарми кăмăлу
Нихçан тухас çук ачасен асĕнчен.
 
I ертсе пыракан: Хисеплĕ вĕрентекенсем, хăнасем, курма килнĕ ял-йышсем, ырă кун пултăр пурне те!
II ертсе пыракан: Хаклă вĕренсе тухакансем, çак шкулта эпир 9 çул пĕлÿ пухнă. Акă уйрăлу саманчĕ те çитрĕ, паян эпир çак çулсем хушшинче хаваслăн та йыхравлăн янăранă шăнкăрав сассине юлашки хут илтетпĕр.
I ертсе пыракан: Паянхи кун пирĕншĕн юлашки шăнкăрав янăрать. Паянтан умăмăрта уçăлакан пурнăç сукмакĕсемпе эпир малалла та çирĕппĕн утăпăр. Кашни хăй юратнă професси суйласа илĕ. Паян эпир сирĕнпе ачалăха, шкулти хаваслă çулсене аса илĕпĕр.
Халĕ шкул ертÿçине, пирĕн пĕрремĕш вĕрентекене, Петрова О.Г. сăмах паратпăр.
Шкул ертÿçи:…
II ертсе пыракан: Халĕ хăнасене( )сăмах паратпăр.
I ертсе пыракан: Тепер хăнана ( ) сăмах паратпăр.
II ертсе пыракан: 9-мĕш классен пĕрремĕш вĕрентекенне сăмах паратпăр. Тархасшăн,Т.В. Петрова.
Вĕрентекенсене сăмах паратпăр. Вĕрентекенсем:…
I ертсе пыракан: Кĕçĕн классене линейка умне чĕнетпĕр. Мĕн каласа ăсатĕç-ши вĕсем пире? Итлесе пăхар-ха.
Кĕçĕн классем:…
I ертсе пыракан: Халĕ пирĕн класс ертÿçине, Енейкина Г.Л., сăмах паратпăр.
Класс ертÿçи: Хисеплĕ ĕçтешсем, уява килнĕ хăнасем, ашшĕ - амăшĕсем тата юратнă вĕренсе тухакансем! Пурсăра та çак хаваслă та хумхануллă уявпа саламлатăп.
Пирĕн умра - çут тĕнче çине çут шанчăкпа пăхакан ылтăн пек йăлтăркка, анчах унтан паха 14 мăшăр куç тинкерет, чечек пахчинчи ытарма çук хитре чечексем евĕр, анчах вĕсенчен те темиçе хут илĕртÿллĕрех 14 вĕренсе тухакан. Сире валли ман калас сăмахăм, вĕренсе тухакансем. Эсир паян - тăван шкулпа, унти янăравлă шăнкăравпа, юратнă вĕрентекенсемпе сыв пуллашатăр, анлă пурнăç çулĕ çине тухатăр. Эпир, вĕрентекенсем, сирĕн çине шанатпăр: эсир çирĕппĕн вĕçме вĕреннĕ кайăк чĕпписем пек хăюллă пулăр çак çул çинче, йывăрлăх сиксе тухсан хурçă пек çирĕп тăрăр, малаллах талпăнăр. /мĕтленĕр, ĕмĕтлĕ çын - çунатлă. /мĕтĕрсем пурнăçа кĕнишĕн савăнăçăра пайлама та, кирлĕ канаш илме те тăван шкулăра, юратнă вĕрентекенĕрсем патне килĕр. Пурнăçра чи кирлĕ енсене - çынлăха, ырă кăмăллăха, тăрăшулăха - чи хаклă йывăçа ÿстернĕ пек ÿстерĕр. Тус-юлташсемпе çывăх çынсене - и е пачах пĕлменнисене - яланах ыррнине сĕнĕр. Ун чухне Çÿлти Турă сире хăвăра та кирлĕ ырăлăха тавăрса парĕ.
Эсир маншăн яланах - тăванран тăван юлатăр. Хамăн чун хĕлхемĕ сирте те хĕмленнине эсир туйтарсах тăрасса шанатăп. Пурнăç илемне туйса, ăна хакласа пурăнăр. Вĕренĕр, шырăр, тĕпчĕр, çитĕнÿсемпе çунатланăр, иксĕлми телейпе çиçĕр, вĕрентекенсемпе тăван шкул чысне çÿле çĕклекенсем пулăр.
 
II ертсе пыракан: Халĕ вĕренсе тухакансене сăмах паратпăр.
 
1 вĕренсе тухакан: Юратнă вĕрентекенсем! Эсир çепĕç те çирĕп, ăслă та сисĕмлĕ, пĕтĕм шкул çулĕсенче пирĕнпе пĕрле, юнашар кăмăллăн утрăр. Хăврăн чĕрери ăшăлăхăра, юратăвăра пире пĕр шелсĕр патăр. Эсир пире пурнăçра тĕрĕс вырăн тупма, хамăрăн çĕрщыва кирлĕ çын пулма вĕрентрĕр.
 
2 вĕренсе тухакан: Сирĕн йывăр та тăрăшуллă ĕçĕрсемшĕн тав тăватпăр, пуç таятпăр. Паян пирĕншĕн юлашки шăнкăрав янăрать. Эпир паянтан шкул ачисем мар, вĕренсе тухакансем, пулас студентсем. +сату каçĕ хыççăн пирĕн çулăмăрсем те уйрăлса каяççĕ. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ пуçланĕ.
 
3 вĕренсе тухакан: Анчах та çак савăнăçлă та хумхануллă пĕрле ирттернĕ 9 çул яланлăхах пирĕн асра юлĕ.
1 вĕренсе тухакан: Пĕрисем пире савăнăçпа аса илĕç, теприсем хурлăхпа. Çапах та шкулти ăшă вăхăтсене, хаваслă уроксене, юратнă вĕрентекенсене нихăçан та манмастпăр эпир.
 
Юрă : «Çук, ватăлаймасть вĕрентекен»
(Некогда стареть учителям)
Сарă çулçăсем майпен анаççĕ
Сăнаса шкул кантăкĕсенчен.
Ав пĕрремĕшсем букварь уçаççĕ-
Çук, ватăлаймасть вĕрентекен.
 
Партăсем çинче сикет хавассăн
Куç хĕссе хĕвелĕн пайăрки.
Хăвăрт ÿсрĕмĕр, апла пулсассăн,
Çук, ватăлаймасть вĕрентекен.
 
Йыхăраççĕ çĕнĕ стройкăсем те
Е пуласчĕ уçлăх тĕпчекен
Пĕлменни пирĕн татах нумай-çке -
Çук, ватăлаймасть вĕрентекен.
 
Çут тĕнче хаваслăн ыталанăн
Туйăнать: хитре умри çулсем.
Вĕçĕсĕр ачалăх çума-çуммăн -
Çук, ватăлаймасть вĕрентекен.
 
4 вĕренсе тухакан: Анне пек пире эсĕ вĕрентрĕн
Пурнăçа юратма, тишкерме.
Эс, юратнă учитель, пĕлтертĕн
/ç çынна чăн илем кÿнине.
5 вĕренсе тухакан: Яланах тăван пек лайăх,
Ачасемшĕн тăрăшан.
Туслăн, тĕрĕссĕн, сăпайлăн
Çÿлелле илсе пыран.
6 вĕренсе тухакан: /мĕтленнĕ ĕмĕт çитĕ
/мĕрех телей курма.
Йышăн, пирвайхи учитель,
Пирĕн ăшă салама.
7 вĕренсе тухакан: Юлашки шăнкăрав паян пирĕн,
Йывăр тунсăх чунра капланать.
Ас илсе шкулăма каçăн-ирĕн
Чунăм шутсăр çак кун пăлханать.
8 вĕренсе тухакан: Куçăм умĕнче юратнă шкулăм,
Асăмрах асамлă ыр кунсем.
Манăçми çак пăлхануллă пулăм!
Чунра юлĕç савăк вăхăтсем.
 
Юрă: «Тăван шкултан киле кайма тухсан»
(Когда уйдем со школьного двора)
 
Тăван шкултан киле кайма тухсан
Нихçан та ватăлман вальс кĕвви майăн
Учитель ăсатса ярать ялан.
Унтан, каллех, ирпе ăна куран,
Эс ăс пухса унпа сыв пуллашатăн
Тăван шкултан киле кайма тухсан.
 
Шкул картлашкисемпе пусса хăпар,
Унта мĕн чуль эс çĕнĕлĕх пуçтарнă.
Час вăтанан, чĕтревлĕн-и çыран -
Киле пĕрех хăюллăн эс чупан.
Иртнисене асна эс илнĕ майăн
Шкул картлашкисемпе пусса хăпар.
 
Шкул алăкĕсем уçă яланах.
Сыв пуллашма унпа эсир ан васкăр.
Анчах епле манан шăнкăрава,
«Йăтсам ман портфеле» йыхăрава?
Енчен ăнăçăва эсир çухатрăр -
Шкул алăкĕсем уçă яланах.
 
9 вĕренсе тухакан: Чĕререх шкул пурнăçĕн саманчĕ,
Манăçми учительсем - умрах.
Паян çамрăк чунăм кăшт хурланчĕ.
Тантăшсем пулсассăн та çумрах.
10 вĕренсе тухакан: Кĕл чечек питлĕ хĕрсемпе яшсем-
Пăхса тăранайми çурхи илем.
Çиçеççĕ ирех пурин те куçĕсем.
Манми саманта ялан аса илсен.
11 вĕренсе тухакан: Учительсем вĕрентрĕç юратса,
Хăйсен чунĕсене пире парса,
Чĕресенче ăш туйăм вăратса,
Телейлĕ çул пиллерĕç хурланса.
 
I ертсе пыракан:халĕ хамăра ăс панă вĕрентекенсене тав туса чечек çыххисем парнелер.
Вĕрентекенсене чечексем парнелени.
 
1 вĕренсе тухакан: Ырă çын нумай пулсан та
Хаклăрах эс вĕсенчен.
Вулама та, шутлама та,
Ырлама та вĕрентен.
Пĕчĕкрен хăнăхтаратăн
Тивĕçе çÿлте тытма.
Анлă çул уçса паратăн
Пурнăçпа пĕр тан утма.
 
Юрă: «Шкул çулĕсем»
(Школьные годы)
 
Кăмăллă авăнăн уйăхĕнче
Алăк уçса эп хăюсăррăн кĕтĕм.
Пурте пĕрремĕш: урок, кĕнеке-
Акă пуçланчĕ ман шкул çулĕ-йĕрĕ.
 
Хушса юрл.:
 
Шкул çулĕсем илĕртÿллĕ пит
Туслăхпа, кĕнеке-юрăпа.
Çак вăхăт хăвăрт иртет,
Çук, каялла вăл килмест.
Йĕрсĕр иртмеççĕ вĕсем пурпĕрех,
Çук, манăçмасть нихăçан та пĕрех
Шкул çулĕ-йĕрĕ.
 
 
Тус-юлташпа эс пурне те пайлан:
Е хурланан, çĕнтерÿшĕн савнатăн.
Çул хыççăн çул ăс пухан, талпăнан-
Шав тăсăлать-ха сан шкул çулĕ -йĕрĕ.
 
Хушса юрл.:
 
Пурнăç - чи кирлĕ урок шутланать.
Пĕтĕм хаваслăх çулне такăрлатпăр.
Çамрăклăх çут малаша çул уçать -
Акă пĕтет те сан шкул çулĕ-йĕрĕ.
 
Хушса юрл.:
 
 
2 вĕренсе тухакан: Чăн - чăн çын пулма эс сĕнни,
Чăвашлăхшăн çунăр тени
Йыхрать малаллах. Ку - чăнни,
Ыр утăм тумашкăн чĕнни.
Сунатăп телей халь сана,
Терт - хуйхă ан пытăр çумна.
Хĕрÿ саламсем çеç сăнна
Çутатчăр, ÿстерччĕр чапна.
3 вĕренсе тухакан: Ман пур тĕнчекурăм çÿпçи.
Тулли эс тултартăн ăна
Çук, манăçмĕ унăн хуçи.
Чунра ăшшăн упрăп ăна.
Вĕренĕп е юлăп ялтах,
Тен, çитĕп тĕнче уçлăхне.
Учителĕм, эп яланах
Çÿлте тытăп ыр тĕслĕхне.
12 вĕренсе тухакан: Мĕн чуль тăрăшни - асăмра,
Чунпа вĕрентни - пуçăмра.
Учитель! Эс ман пурнăçра-
Маяк, çул уçан умăмра.
 
II ертсе пыракан: Паян, сирĕнпе сыв пуллашса, ачалăхпа сыв пуллашса, эпир сăмах паратпăр сана, тăван шкул, сире, юратнă учительсем, Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн вĕренсе тухаканĕ ятне пысăка хурăпăр, ялан малта, сăпайлă та ĕçчен, Тăван çĕршыва пулăшакан пулăпăр. +çта пулсан та, кам пулсан та, эпир сăмах паратпăр, таса та çутă вĕренÿ çулăмне яланах чĕрере тытăпăр.
 
Пурте пĕрле: Сăмах паратпăр! Сăмах паратпăр! Сăмах паратпăр!
 
Юрă: «Янрать юлашки шăнкăрав».
 
Сăвви Г.Л. Енейкинан
Кĕвви В.Г.Захаровăн
Ума çитсе тăчĕ асра юлмалли кун,
Паян - юлашки шăнкăрав.
Нихçан шăпланмасть пекчĕ уçă сасси ун.
Паян ак - яланлăх тăхтав.
 
Хушса юрламалли:
 
Умра паянтан уçăлать анлă алăк
Чĕнсе пире вăрăм çула.
Савса йăмăхать илĕртÿллĕ çанталăк-
Ыр пулăмшăн кăмăл тулать.
 
Чунпа хумханни курăнать: ав шывланнă
Ман класс ертÿçин куçĕсем.
Тăван анне евĕр миçе çул вăл суннă
Пире пулма ырă çынсем.
 
Хушса юрламалли:
 
Паян питĕ уççăн, хитрен асăма та
Шкулта вĕренни шав килет.
Ман класăн хитре, ытарми асамачĕ
Яланлăх çÿле çĕкленет.
 
Хушса юрламалли:
 
II ертсе пыракан: Хаклă вĕренекенсем, хăнасем! Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах вĕренсе тухакансем Аслă Аттелĕх вăрçинче вилнĕ паттăрсене халалласа палăк патне чечек хураççĕ. Халĕ лайăх вĕренекенсене чечек хума ирĕк паратпăр. Тархасшăн, Оксана Филимонова, Наталья Выйгетова. Çак таса тивĕçе пурнăçлама сире сĕнетпĕр.
I ертсе пыракан: Юлашки шăнкăрава пама шкул вĕренсе тухакан Петрова Кристинăпа 1-мĕш класра вĕренекен Петрова Анастасийăна чĕнетпĕр.
 
Юлашки шăнкăрав.
 
2 вĕренсе тухакан: Хаклă вĕренсе тухакансем! Юлашки шăнкăравпа шкул вĕçленмест, мĕншĕн тесен çын вăл пĕтĕм пурнăç тăрăшшĕпе вĕренет, мĕншĕн тесен пурнăç вăл - ĕмĕрхи экзамен. Халĕ сире йывăр, çав вăхăтрах илĕртÿллĕ пурнăç кĕтет.
 
I тата II ертсе пыракансем пĕрле: Телей те ăнăçу сире, юратнă вĕренсе тухакансем!
 
■ Енейкина Галина Леонидовна.
Елчĕк районĕнчи Патраккелти тĕп шкул
 
: 4303, Хаçат: 1 (16), Категори: Сценарисем

Комментарисем:

Светлана (2015-08-31 20:54:11):
Сценари питĕ килĕшрĕ, тавах!

Римма (2015-09-05 12:35:18):
Маттур!!!

степанида.житова (2016-04-17 20:01:03):
матур пултаратан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: