(вăйă çул çÿрев)
План:
1. Ум сăмах.
2. Тĕп пайĕ:
а) Асамлă караппа çулçÿреве тухасси;
ă) Марс планета;
б) Венера планета;
в) Меркурий планета;
г) Юпитер планета;
д) Сатурн планета;
е) Уран планета;
е) Нептун планета;
ĕ) Çĕр планета;
3. Хыç сăмах.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
1)„Тĕнче уçлăхĕ” ăнлавпа тарăнрах паллашасси;
2) Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тавра курăмне анлăлатасси, пултарулăхне
аталантарасси.
Аталантару тĕллевĕ: вăйă урлă пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетесси, ырра ырăпа тавăрма вĕрентесси.
Словарь ĕçĕ:
а) ăнлантармалли сăмахсем:
• çулçÿрев – путешествие;
• хĕвел системи - солнечная система;
• тĕнче уçлăхĕ – космос;
• «Çĕр» - «Земля»;
• чарăну - остановка.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Хĕвел системин пысăк картти, икĕ ракета (ăна тĕрлĕ тĕслĕ хутран касса кăларнă), тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем, чăвашла-вырăсла словарь, тĕрлĕ ĕçсемпе хатĕрленĕ конвертсем.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, проектор.