Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Петрова Л. Г.
Петрова Л. Г.
 
XXI ĕмĕр компьютер ĕмĕрĕ тетпĕр. Паянхи кун шкул ачине пĕлÿ пани кăна çителĕксĕр, ăна хăйĕн шухăшне ирĕклĕн, уçăмлăн каласа пама хăнăхтармалла. Вăл хăвăрт улшăнакан пурнăçпа тан утма пултартăр. Д. Медведев паянхи шкулăн тĕллевне палăртса çапла каланă: «Суть и смысл в создании школы, способный раскрывать личностный потенциал детей, воспитывать в них интерес к учёбе и знаниям, стремление к духовному росту и здоровому образу жизни, подготовить ребят к профессиональной деятельности».
Ку чухнехи вĕренÿ стандарчĕсен тĕллевĕ те – хальхи çыннăн компетенцийĕсене никĕслесе аталантарасси пулса тăрать. Вĕсем:
1. Информаци шырама, тишкерме, ăна çĕнĕлле пăхма, ыйтăва татса пама пултарни;
2. Ытти çынсемпе килĕшÿллĕ хутшăнма пĕлни;
3. Тĕллевсем лартма пĕлни, планлани, сывлăха упрасси çине тимлĕ пăхни, харпăр хăй тавра курăмĕпе тата пултарулăхĕпе туллин усă курни;
4. Пурнăç тăршшĕпе ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме, ыттисемпе пĕр тан утма хатĕр пулни.
Чăваш чĕлхипе литературине паянхи пурнăç ыйтнă пек вĕрентес тесен вĕренекенсене тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне шухăшлама, пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантарма, йывăрлăхсене çĕнтерме, харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ пухма, хушма материалпа анлăрах усă курма хавхалантармалла, уроксенче тĕрлĕ мелсемпе меслетсемпе, çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курмалла. Хальхи вăхăтра уроксене ИКТпа тата хальхи технологисемпе усă курса ирттересси анлă сарăлнă. ИКТпа урокра усă курни вăхăта перекетлеме, чылай ĕç тума пулăшать. Кĕске хушăра пысăк калăпăшлă информаци пама çул уçса парать. Инçет вĕренÿ мелĕсемпе ĕçлени ачасене тĕнче тетелĕнче çыхăну тытма, пĕтĕмĕшле вĕренÿ шайĕн пахалăхне ÿстерме те май парать. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе усă курни вĕренекенсене кăсăклантарма, пĕлÿ шайне ÿстерме, çирĕп те тарăн пĕлÿ илме пулăшать.
Шупашкар районĕн Кăшавăш шкулĕнче ĕçлекен Раççей Президенчĕн гранчĕсене икĕ хут илме тивĕçлĕ пулнă (2007, 2010 çç.) аслă категориллĕ учитель Евгений Александрович Майков хăйĕн ĕçĕнче компьютерпа тĕрлĕ тĕллевпе усă курать:
пĕрремĕшĕнчен, наци шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентессин тĕп тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме: чĕлхе нормисене хутшăнăвăн тĕрлĕ лару-тăрăвĕнче тытса пыма, орфографипе пунктуаци енчен тĕрĕс çырма, чĕлхе тата литература терминĕсене ăша хывма, сăмах пуянлăхне ÿстерме, ачасен тавра курăмне аталантарма т. ыт. те.
иккĕмĕшĕнчен, ачасен урокра илнĕ пĕлĕвне тĕрĕсленĕ чухне хатĕр тест материалĕсемпе усă курса кашни ача мĕн пĕлнипе пĕлменнине кĕске вăхăтра тĕрĕслесе хак пама.
Информаци технологийĕсемпе усă курни вĕренекенсен тĕп компетенцийĕсене (хутшăну, чĕлхе тата лингвистика, культуроведени) йĕркелеме май парать.
Чĕлхе урокĕсенче компьютерпа усă курни урока кăсăклăрах ирттерме, пуянрах содержаниллĕ тума пулăшать. Хальхи информаци технологийĕсемпе усă курни ку таранччен каласа ăнлантарнă меслетрен шырав, тĕпчев, пултарулăх меслечĕсем çине куçма пулăшать.
Е.А. Майков чăваш чĕлхи урокĕсенче мультимеди презентацийĕпе, интерактивлă таблицăсемпе тата MyTest тест программисемпе тухăçлă усă курать.
_ Пысăк темăсене вĕренсе пĕтернĕ хыççăн компьютерпа тест ирттерни ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме кăна мар, кĕске вăхăтрах ачасем мĕн ăнланса юлманнине палăртма, çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме пулăшать, _ тет пултаруллă вĕрентекен.
Мультимеди презентацийĕ урокра вăхăта перекетлеме, курăмлăха лайăхлатма, урока чĕрĕлĕх кĕртме пулăшнине шута илсе Евгений Александрович хăй хатĕрленĕ презентацисемпе урокăн пур тапхăрĕнче те усă курма тăрăшать.
Интерактивлă таблицăсемпе ĕçлени вĕренекенсен тимлĕхне тата шухăшлавне аталантарнине палăртать Евгений Александрович. Кун пек таблицăсемпе ĕçлесе ачасем хăйсем тĕллĕн чĕлхе пулăмĕсене сăнама вĕренеççĕ, вĕсен уйрăмлăхĕсемпе пĕрпеклĕхĕсене уйăрма хăнăхаççĕ, хăйсен шухăшĕсене палăртаççĕ. Ачасем хăйсем мĕн шухăшланине кĕнекере çырнипе танлаштараççĕ, çитменлĕхсем пулсан кирлĕ хушусем тăваççĕ, тÿрлетеççĕ. Çак ĕçре Çĕрпÿ районĕн Михайловка шкулĕнче ĕçлекен В.Ю. Андреев аслă категориллĕ учитель 5-8-мĕш классем валли хатĕрленĕ электрон вĕрентÿ хатĕрĕсем, Хĕрлĕ Чутайри Н.В. Ермакова хатĕрленĕ электрон тĕрев паллисем (морфологипе) питĕ пулăшнине палăртать учитель. Евгений Александрович хăй те Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви ыйтнипе 8-9-мĕш классем валли «Синтаксис тата пунктуаци» интерактивлă таблицăсемпе схемăсен пуххи хатĕрленĕ, вĕсемпе кулленхи ĕçре усă курать. Ачасен вĕренес кăмăлне ÿстерме Владимир Юрьевич хатĕрленĕ «Пĕлÿ шыраса», «Путене», «Палласа ил», «Пулăра» электрон пособисем те пулăшнине палăртса хăварать учитель.
Евгений Александрович литература урокĕсенче те компьютерпа анлă усă курать. PowerPoint программăпа усă курса хатĕрленĕ презентаци материалĕсем писатель биографине вĕрентме, литература вырăнĕсем тăрăх кĕретсĕр (виртуально) экскурси ирттерме, литература тексчĕсене пĕлнине тестпа терĕслеме пулăшаççĕ. Компьютерпа усă курса урок темипе çыхăннă видеороликсемпе фильмсен сыпăкĕсене кăтартать. Сасă файлĕсемпе усă курса ачасене пĕр-пĕр сăвва е текст сыпăкне автор вуланине е паллă артист вуланине итлеттерет. Çакăн пек ĕçлесен ача материала курса ăша хывнисĕр пуçне хăйĕн кăмăл-туйăмне палăртма пултарнине те асăрхама пулать. Кунсăр пуçне ачасене вĕрентекен тĕнче тетелĕнче , уйрăмах чăваш халăх сайтĕнче урокра кирлĕ материалсене шыраса тупма, вĕренÿре усă курма хăнăхтарать. Компьютера „чăвашлатма”, „Stamina” тренажерпа ĕçлеме хăнăхаççĕ ачасем, хăйсем тĕллĕн килте вĕренеççĕ. Чылай шкул ачи телефонĕсем çине „Чăвашла” элекетрон словарь пуххипе чăваш сарăмне вырнаçтарнă. Ку çĕнĕлĕх те ачасене вĕренÿре пулăшу кÿрет.
Евгений Александрович класс тулашĕнчи ĕçĕнче те (шкул хаçатне кăларни, олимпиадăсем, викторинăсемпе конкурссене ирттерни, проект туни, чăваш чĕлхи эрни ирттерни) ИКТпа усă курать. Республикăри маттур ĕçлекен вĕрентекенсен паха опычĕпе те ĕçре анлă усă курма тăрăшать. Кашни класпах чĕлхепе тата литературăпа тематика картотеки туса хатĕрленĕ. Ку вăл кирлĕ самантра усă курма питĕ меллĕ.
Учитель вĕренекенсене компьютер умĕнче вăхăтпа тĕрĕс усă курса ĕçлеме хăнăхтарать. Компьютерпа пĕлсе усă курни вĕренекенсен активлăхне, пĕлÿ илес туртăмне палăрмаллах ÿстернине, ачасем вăл е ку темăпа ытларах интересленме пуçланине, пĕлĕве хăйсем тĕллĕн шырама тимленине палăртать Евгений Александрович. Вĕрентекен вара шыравра ачасене тĕрĕс çул кăтартса пыракан шутланать. Пĕр-пĕр тема вĕреннĕ хыççăн ачасем учитель пулăшнипе пысăках мар проект тăваççĕ.
Проект мелĕ кашни ачана уйрăммăн ĕçлеме, хăйсене тĕллĕн темине суйласа илме, информаци тупма, хăйсем мĕн пĕлнине çырса пама, презентаци тума май парать. Проект çырнă чухне ачасем тупнă материала тишкереççĕ, танлаштараççĕ, чи кирлине суйласа илеççĕ, пĕтĕмлетÿ тăваççĕ.
Кĕретсĕр олимпиадăсенче, викторинăпа конкурссенче, традициллĕ олимпиадăпа танлаштарсан, класри пур ача та хутшăнма пултарать. Е.А. Майков вĕренекенĕсем çулсеренех кĕретсĕр олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышанаççĕ. 2015 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Евгений Александровичăн вĕренекенĕ Карамаева Татьяна Тутарстан Республикин вĕренÿ тата наука министерстви, Тутарстан халăхĕсен ассамблейи тата “Тутарстан халăхĕсен туслăх çурчĕ” патшалăх бюджет учрежденийĕ ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕ тата Раççей халăх шкул ачисен иккĕмĕш вулавĕнчен çĕнтерÿçĕн II степеньлĕ дипломĕпе таврăнч. Çĕнтерÿшĕн наукăпа практика конференцине йĕркелекенсем Татьянăна 7 пин тенкĕлĕх парне сертификачĕ парса хавхалантарнă.
Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче тата класс тулашĕнчи ĕçре хальхи технологисемпе усă курнин пĕлтерĕшне пĕтĕмлетсе çакна калама пулать:
_ ачан активлăхĕ ÿсет,
_ ушкăнра е пĕрлĕхлĕ ĕçлеме пултарать,
_ вĕренекен хăй хăш ĕçе тата мĕн вăхăтра тума пултарнине шута илсе ĕç илме пултарать,
_ тĕрĕслев форми улшăнать,
_ учитель ролĕ улшăнать. Вăл юлташ пулса тăрать, «вĕренме вĕрентет».
Ачасемпе хальхи технологисемпе усă курнă урок мĕнле шайра иртни çинчен ирттернĕ социологи тĕпчевĕ те çакна çирĕплетсе парать: урок кăсăклантарни тата кăмăла кайни(92%), урок пахалăхĕ тивĕçтерни (91%), харпăр хăй шухăшне калама пултарни, активлăх ÿсни (84%), вĕренекен хăй хăш ĕçе тата мĕн вăхăтра тума пултарнине шута илсе ĕçлени (85%).
Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: урока хальхи технологи элеменчĕсем кĕртсе тĕрлĕ мелсемпе меслетсемпе усă курсан çеç вĕренекенсене кăсăклантарма, пĕлÿ шайне ÿстерме, çирĕп те тарăн пĕлÿ пама май пуррине Евгений Александровичăн ĕç опычĕ аван кăтартса парать.
■ Л. Г. Петрова.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ
 
: 3263, Хаçат: 3 (18), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: