Вăрнар районĕнчи Çĕпрелти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Крипчакова Алина Николаевна хатĕрленĕ презентацисем Раççейре тата Чăапш Республикинче кăçал паллă тунă "Литература çулталăкне" паллă тума хатĕрленĕскерсем. Автор презентацисемпе усă курмалли ытти материалсене ярса пама пулин те, вĕсене журалта уçласа илмешкĕн лартма шутларăмăр. Вĕсене автор питĕ хăйне евĕрлĕ йĕркеленĕ тата урокра усă курма та кăмăллă пуласса шанатпăр.