Воспитани тĕллевĕсем: Ачасене чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ ятне, унăн ĕçĕсене хисеплесе тĕрĕс хаклама хăнăхтарасси; тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси; этемлĕх, чыс, юрату туйăмĕсене хаклама, таса туйăмлă, çирĕп кăмăллă пулма, пурнăçра ырра усалтан уйăрма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: К.В.Иванов пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарасси.
Аталантару тĕллевĕсем: Ачасен пултарулăхне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: Компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, кĕнекесен выставки.
Залра чăваш кĕвви янăрать.
1- мĕш ертсе пыракан: Иванов сассипе янкăрах шуçăмланчĕ
Пирĕн сăвă тĕнчи терт-хĕнре.
Чăвашри сăвăçсен кĕреки пуянланчĕ,
Ивановăмăр халь те – тĕпре.
2- мĕш ертсе пыракан: Иванов озарил своим словом свободным
Мир поэзии нашей в нужде.
Много стало поэтов теперь у народа,
Он – в почете всегда и везде!
1-мĕш ертсе пыракан: Чăваш юрри-сăввин ăсти Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине палăртса 2015-мĕш çулхи çу кунĕсенче Атăлпа Урал хутлăхĕ тăрăх шăхлич-шăпăр сасси янăраса тăрĕ.
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Оля Ергачева (2016-03-26 20:33:02):Тав, Ирина Ивановна