Горбунова В. С. |
(Ĕç çыннин çулталăкне халалланă литературăпа музыка композицийĕ)
Тыр-пул çитĕнтерме çĕнĕрен те çĕнĕ техника хутшăнсан та çавах тыр-пул çитĕнтересси – çĕр çинчи чи йывăр, çав вăхăтрах чи сăваплă ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Ял ĕçченĕсене халалланă класс тулашĕнчи мероприятие хатĕрленĕ май çак тĕллевсем тухса тăраççĕ:
1) Тыр-пул туса илме мĕн тери йывăр пулнине ăнлантарасси, апат-çимĕçпе тирпейлĕн усă курма вĕрентесси;
2) Нумай тыр-пул туса илсен халăх тулăхрах пурăнассине ăнлантарасси;
3) Çĕр ĕçченĕн ĕçне хисеплеме вĕрентесси.
1) Плакатсем: «Мухтав сире, уй-хир ĕçченĕсем!»
«Мухтав сире, тыр-пул ăстисем!»
«Ĕçре – телей, ĕçре – илем!»
«Тăван уй-хирĕм -ĕç вучахĕ!»
2) Выставка
3) Чуста çимĕçпе илемлетнĕ сĕтел
4) Тыр-пул, ал арманĕ