Ефимова И. В. |
Ачасен ÿсĕмĕ: 4 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Тĕллевĕсем: вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни; кайăксем çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланса илме пулăшни; вĕçен кайăксене упрамаллине, пулăшмаллине, юратмаллине туйтарни; кайăксен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварни, сассисенчен уйăрса илме вĕрентни; ачасен калаçу чĕлхине, тавракурăмне тата тавçăрулăхне аталантарни
I.Учитель сăмахĕ.
Паян эпир кайăксене халалласа тупăшу ирттерĕпĕр. Вĕсем çинчен калаçăпăр, хамăр пĕлĕве, пултарулăха кăтартăпăр.
2. Ушкăнсемпе паллаштарни.
Ушкăнсем ячĕсемпе тата девизĕсемпе паллаштараççĕ.
- Ачасем, сирĕн паян кайăксем валли апат пухмалла. Апачĕ тулă пучаххи пулĕ. Кашни тĕрĕс хуравшăн пĕрер пучах парăпăр. Хăш ушкăн ытларах пучах пухать, çав çĕнтерет.