Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ку конкурса тахçанах ирттерме ĕмĕтленнĕччĕ. Пĕр виç çул та çитет пулĕ. Чыслав вăхăчĕ те çитсе пырать ав икĕ уйăх ытла хĕрÿ пынă "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" видеоконкурсăн.
Пуçланă чухне халăх кун пек йышлă хутшăнасса шутламанччĕ. Нумайран пĕр 300 çын хутшăнсан аван пулмаллаччĕ текелесе шутланă. Ĕçĕсем ав паян куна та çаплах килеççĕ - конкурсĕ вĕçленчĕ пулин те. Хутшăнас текенсен хисепĕ тахçанах пинрен иртрĕ пулĕ. Анчах та пурне те йышăнма май килмерĕ. Сăлтавĕсем пирки уйрăммăн каласа хăварас килет, мĕншĕн тесен пире конкурс ирттерекенсене çынсем пирĕн пирки ырă мар шухăшлани кÿрентерет.
Йышăнманнин чи пысăк, тăтăшах тĕл пулакан сăлтавĕ - ашшĕ-амăшĕ çырса памалли заявлени е пачах çукки, е ăна ячĕшĕн, алă пустармасăр ярса пани. Хальхи саманара ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕсĕр ачасене ÿкернĕ видеона сайта кăларса хума ниепле те май çук, çавăнпа та пире тĕрĕс ăнланма ыйтатпăр.
Иккĕмĕш пысăк сăлтавĕ - видеосем пурте çитменни тесе шутлатпăр. Мĕншĕн "шутлатпăр"? Мĕншĕн тесен хăш-пĕр çырусенче заявкăри ачасен йышĕ видео йышĕпе танлаштарсан чылай ытларах. Е заявкине йăнăш çырнă пулинех? Ун пек çырусем хушшинче видеосăр килнĕ заявкăсем те пулчĕç. Вĕсене эпир çийĕнчен кун пирки пĕлтерме тăрăшрăмăр. Ку йăнăшсем "пĕлĕт" технологийĕсемпе ĕçлеме пĕлменнипе те çыхăннă ахăртнех хăшĕ-пĕрисен. Пĕр-икĕ хут видео вырăнне ярлыксем яни те пулчĕ.
Виççĕмĕш сăлтав - видео пахлăхĕ çав тери япăх пулни, ăна тÿрлетме пулманни. Сасăсăр видеосем та пулчĕç. Нумайăшĕн ку кодировкăпа çыхăннăччĕ, майлама май килнисене пурне те йĕркелерĕмĕр, анчах та темиçе ĕçе йĕркелеймерĕмĕр, тепĕр хут урăх кодировкăпа ярса пама ыйтса çырма тиврĕ.
Тата тепĕр айванла йăнăш - заявкăна эпир ыйтнă пек тултарманни. Тĕслĕхсем илсе панă. Мĕнле çырмалли уçăмлă та паллă. Анчах та пурте хăйне мĕнле меллĕ çавăн пек çырма тăрăшать. Заявка чи кирлĕ хутсенчен пĕри. Ун тăрăх эсир сертификат илетĕр. Енчен те заявкăра адреса вырăсла çырнă, сертификачĕ вара пĕтĕмпех чăвашла пулсан - мĕн япала пулса тухать!? Пăтă. Пĕр çĕрте вырăсла -тепĕр çĕрте чăвашла. Е пачах та хушас паллăсемпе урлă патаксем, ыйту паллисем карса илсен сирĕн сертификата - мĕн япала пулса тухать? Паллах, ытлашши тиркешмерĕмĕр ку хутĕнче, йышăнтăмăр. Анчах халь сертификат хатĕрленĕ чухне пухăннă базăна пĕтĕмпех чăвашлатма тивет - ăçта куçармалла (уйрăмах ял ячĕ вырăсла пĕр тĕрлĕ, чăвашла пачах урăхла чухне чĕр асап), ăçта леш "чăвашла" шрифт тени чăркăшланать. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ чухне 1000-шер сертификат хатĕрлеме 2-3 минут кирлĕ пулсан, кунта 2-3 сехет муритленсе ларатăн. Малалла тархасшăн заявкăсене чипер тултарăр. Тата... "Сире уншăн тÿллеççĕ" тесе мăкăртатакансене калас килет - тăвансем, пире никам та пĕр пус та памасть, хамăртан кăна тухать. Пирĕн пĕртен пĕр ĕмĕт те чăваш чĕлхине упраса хăварасси, çавăншăн, пĕр çавăншăн кăна тăрăшатпăр.
Конкурсĕ питĕ вăраха тăсăлса кайрĕ ĕнтĕ. 800 ытла ĕç килчĕ. 13 çынтан тăракан жюри темиçе кун пуç йăтмасăр ĕçлерĕ. Вĕсене пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет хаклă вăхăчĕсене шеллемесĕр ачасен пултарулăхне пăхса ларса тивĕçлĕ хак панишĕн.
Конкурсра çĕнтернисене чыслассине акан 28-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче 11 сехетре пуçлатпăр. Кашни номинацирен 6 ача чыслава хутшăнать. Пĕр ачана ятарлă парне парăпăр
Енчен те сирĕн видео Шкул ТВ каналта тухнă, анчах сертификатсем хушшинче Сирĕн ят çук пулсан civhim2@yandex.ru электрон почтăна çыру çырăр.
 
: 9565, Хаçат: 2 (20), Категори: Категорисĕр

Комментарисем:

Валентина (2016-04-23 13:38:08):
Çĕрпÿ районĕ!!!!!

Валя (2016-04-23 13:57:48):
Тавах, ку конкурса йеркелесе ирттерекенсене, тавах, хаклакансене. Пысак ес турар эсир. Маттур! Анланман сынсен самахне итлесе ан куренер, ку тем мар. Эсир аван ес таватар. Тавах!

Валя (2016-04-23 14:17:35):
ытти номинацисенче хутшанакансен сертификачесене аста курма пулать-ши? эпир мала тухайман, анчах ку конкурсшан йеркелусесен тав самахе калас килет)

Ольга Осипова (2016-04-23 16:28:45):
Конкрс йĕркеленĕшĕн пысăк тав. Ачасем еплерех хавхаланса сăвăсем вĕренчĕç.Ашшĕ-амăшĕ те пите хавас йышăнчĕç чăвашла сăвăсен конкрсне. Пысăк тав.

Конкрс йĕркеленĕшĕн пысăк тав. Ачасем еплерех хавхаланса сăвăсем вĕренчĕç.Ашшĕ-амăшĕ те пите хавас йышăнчĕç чăвашла сăвăсен конкрсне. Пыс (2016-04-23 16:30:51):
Конкурс йĕркеленĕшĕн пысăк тав. Ачасем еплерех хавхаланса сăвăсем вĕренчĕç.Ашшĕ-амăшĕ сем те пите хавас йышăнчĕç чăвашла сăвăсен конкурсне. Пысăк тав

Ольга (2016-04-27 08:06:26):
Тавах конкурс йеркелекенсене. Эпир те, хула шкуленче чаваш челхи веренекенсем, хаваспах ку конкурса хутшантамар. Ман енчен сакан пек сену пур. Ессене хаклана чухне ялта чавашла каласса усекен ачасене хайсене пер номинаципе, хулара чаваш челхине ют челхе пек веренекенсене хайне уйрам номинаципе хакласан тересрех пулас пек тунанать. Тавах тепер хут.


Любовь (2016-04-27 10:27:55):
Видео ÿкерекенсене сертификатсем пулаççĕ и? Пирĕн ача сачĕнчен 17 ача хутшăннă. Çĕнĕ
Шупашкар 47 -мĕш ача сачĕ. Кĕтетпĕр тимлĕ.
Тата руководительсене те тав хучĕ панă пулсан лайăх пулатчĕ.


Маргарита (2016-04-27 16:09:48):
Питĕ лайăх конкурс, тавах !

степанида.житова (2016-04-29 18:58:09):
питĕ чаплă та пĕлтерĕшлĕ уяв

Эльвира (2016-05-04 18:13:11):
Видео ÿкерекеннине те сертификат парсан лайăх пулĕччĕ

Николаева Марина Венальевна (2017-01-20 14:56:40):
Видео ÿкерекеннине те сертификат парсан лайăх пулĕччĕ конкурс "Эпе печекще чаваш" хуракассинчи ача саче конкурса хутшанакан херача Кузнецова Анастасия Владиславовна

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: