![]() |
И. И. Конькова |
Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван тавралăха сăнама, юратма, упрама вěрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: уйăхсен чăвашла ячěсемпе, вěсен пěлтерěшěсемпе паллаштарасси, ҫулталăк вăхăчěсем ҫичен уйăх ячěсемпе усă курса каласа пама хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: ҫыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлěхе, илемлě те тěрěс вулав хăнăхăвěсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
(Илемлě кěвě янăрать.)
Сцена хыҫěнчен ҫак сăвă йěркисем илтěнеҫҫě:
Тĕнче кĕрхи халпа сывларĕ,
Хĕвел сайра пăха пуçларĕ,
Кунсем кĕскелчĕç, вăрмансен
Сархайнă сулхăн каррисем
Салхуллăн кашласа çаралчĕç,
Хирте çăра тĕтре куран,
Хур кайăксем картан-картан
Какаласа ăшша ăсанчĕç.