Куракова В. В. |
Урок тĕсĕ: информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ вулавпа тишкерÿ урокĕ.
Сапăрлав тĕллевĕ: ачасене тăван тавралăха юратма,сăнама вĕрентесси,унăн илемлĕхне курма
тата упрама хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: çулталăк вăхăчĕсем çинчен вĕреннине аса илесси, кĕр илемĕ çинчен аса илесси,
çав вăхăтри улшăнусем çинчен тĕплĕн аса илсе пĕтĕмлетÿ тăвасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен çыхăнуллă пуплевне, шухăшлавне, тимлĕхне аталантарасси,
хăйсен пĕлĕвне çирĕплетме тата пĕтĕмлетме вĕрентесси.
Усă курнă технологисем: Информаципе хутшăну технологийĕсем;
Проблемăллă вĕренÿ;
Сывлăха упракан;
Харпăрлăха аталантармалли;
Ушкăнпа хутшăнса ĕçлемелли;
Ĕç мелĕпе меслечĕсем: ыйту- хурав, учитель сăмахĕ, калаçу шырав- тĕпчев,
кластер, предложенисем, калаçу тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ,
илемлĕ вулав, тест ирттересси.
Пуплеве аталантармалли хăнăхусем: сасăсене тĕрĕс каласси; ыйтусем
парасси, хуравласси, илемлĕ те тĕрĕс вуласси, çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси.
хăнăхусене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, слайдсем, валеçÿ карточкисем,
Йывăçсен ÿкерчĕкĕсем, çулçăсем.
Словарь ĕçĕ: шăрăх, çут çанталăк, кашни, эрне, тĕлĕнет.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, проектор.
Урок эпиграфĕ: Çут çанталăка упрар.