Чылай шкулта чăваш чěлхи кунне ирттересси йăлана кěнě ěнтě. Çак кун ачасен асěнче нумайлăха юлтăр тесе, чăн-чăн уяв пултăр тесе эпир те тăрăшатпăр. Акă ěнтě темиçе çул хушши уяв кунěн программине йăлана кěртсе якатса пыратпăр.
Ташă флешмобě
Уяв кунне 1-2 уйăх маларах хатěрленме пуçлатпăр. Ирсерен шкулта иртекен зарядка вăхăтěнче чăваш ташшин хусканăвěсене вěренетпěр. Арçын ачасене физкультурăна вĕрентекен хатěрлет, хěрсене вара – чăваш чěлхине вěрентекенě. Кашни зарядкăрах пěр-пěр çěнě хусканупа паллашатпăр.
Ташă валли юрă ачасемпе суйлатпăр. Кашни çул юрă улшăнса пырать. Тěслěхрен, пěр çулхине – «Асамат» ушкăн репертуарěнчи «Чăваш чěлхи» юрра илнěччě, тепěр çул вара – такмаксене суйланăччě. Темиçе юрра сыпса попурри тума та пулать.
Чăваш тумěн куравě
Курава ирттерессине 1-2 уйăх маларах ачасене, вěрентекенсене асăрхаттаратпăр. Уяв тěлне кашниех чăваш тумне хатěрлет. Хăшěсем ятарласа çěлеççě, хăшěсем – кÿршě-тăванран тупаççě.
Уяв кунěнче
Уяв кунěн программи иртен пуçласа кăнтăрла иртичченех тăсăлать пирěн шкулта. Кашни вěрентекенех, кашни ачах хутшăнать. Ирех çак кун пурте (ачасем те, вěрентекенсем те, тирпейлÿçěсем те) чăваш тумěпе килеççě шкула, кунěпех çак тумпа пулаççě уроксенче те.
Ирпе шкул линейкинче саламлă сăмах директор илет, уяв ячěпе саламласа юрă-сăвă янăрать. Ачасем Стихван Шавлин «Вěçкěн Ваççинчен» кулаççě. Чăваш символěсене, гимне аса илеççě. Гимн сăмахěсене аса илмелли вăйă иртет. Вěрентекен хăш ача патне пырса тăрать, çав ачан гимн сăмахěсене каламалла. Кашни йěркенех тěрлě ача калать. Юрă сăмахěсен такăнмалла мар.
Уроксенче çак кун пур предмета та чăвашлăхпа çыхăнтараççě вěрентекенсем. Уроксем чăвашла иртеççě. Тěслěхрен, биологире чăваш çут çанталăкěпе паллашаççě, географире – чăваш карттипе, математикăра та чăваш шутлавě çинчен пырать калаçу (1-мěш фото).
1-мĕш сăн ÿкерчĕк |
Тăхтавсенче шкул коридорěнче чăваш юррисем янăраççě, вожатăй кěçěн класс ачисемпе чăваш вăййисене вылять. Пысăк тăхтавра чăваш чěлхине вěрентекен кашни класах çитет, чăваш символикипе çыхăннă тест ыйтăвěсемпе мини ыйтăм ирттерет.
Коридорта тăхтавсенче тěрлě куравсемпе паллашма пулать:
• ал ěçěн ăстисен куравě,
• ачасен автор хайлавěсен куравě,
чăваш пуканийěсен куравě (кěçěн класс ачисем хутран касса каларнă пуканесен тумěсене чăваш тěррисемпе илемлетеççě рисовани урокěнче) (2-мěш фото),
2-мĕш ÿкерчĕк |
йăх-несěл йывăçěсен куравě (ачасем хăйсен несěл йывăçěсене ÿкресе хатěрлеççě) тата ытти те (3-мěш фото).
3-мĕш сăн ÿкерчĕк |
Уроксем пěтсен
Уроксем вěçленсен пурте шкул умěнчи лапама тухаççě. Кунта вара чăваш дискотеки (ташши-вăййи) пуçланать. Чи малтанах чăваш гимнě янранă вăхăтра Чăваш ялавě çěкленет (чи хастар ачасем çěклеççě). Шкул кěвěçи (ди-джей – шкул ачиех) хальхи вăхăтри чăваш эстрада юррисене янраттарать.
Чи малтанах чăваш такмакěсемпе ташша физкультура вěрентекенě пуçлать, унтан вăл ура тапса ташша чăваш чěлхине вěрентекенне чěнет. Ачасемпе ытти вěрентекенсем алă çупса ик ушкăна уйрăлаççě. Арçын ачасем лапам пěр енне пухăнаççě, хěрсем вара – тепěр енне. Вěрентекенсем кашни хăй ушкăнне пырса ура тапать. Кун хыççăн хěрÿ ăмăрту пуçланать. Пěр такмакпа каччăсем хěрсен енне ташласа çывхараççě те каялла чакаççě, тепěр такмакпа вара – хěрсем каччăсен умне пыраççě, унтан каялла чакаççě.
Пěр хушă çапла ăмăртнă хыççăн паллах туслăх çěнтерет. Ун хыççăн вара класпа класс ăмăртать. Хăш класс ташлама чарăнать, çав ăмăртуран тухса ÿкет, выляса янă пек шутланать. Паллах, капла каланă хыççăн пурин те çěнтерÿçě пулас килет. Ташă кěввисем улшăнсах тăраççě. Лăпкă кěвě хавассипе черетленсех тăрать.
Купăс сассиллě авалхи кěвěпе тепěр вăйă иртет. Малтан ертсе пыракан ташлакансене 2-шерěн ташлама калать, пěр хушă ташланă хыççăн ертÿçě 3-шерěн ташлама сěнет, унтан 5-шерěн, унтан 10-шарăн, 30-шарăн, 50-шарăн. Çапла майпа шкул умěнче малтан мăшăрланса ташлаççě, кайран пěчěк çаврасем ÿссе сарăлса пыраççě. Чи юлашкинчен вара шкулта миçе ача, çав хисепе пěрлешме сěнет ертсе пыракан. Çак йěрекепе шкул лапамěнче пěр пысăк çавра пулса тăрать (4-мěш фото).
4-мĕш сăн ÿкерчĕк |
Ертÿçěсем авалтан килекен туслăх-тăванлăх çинчен сăвă вулаççě. Пысăк çаврара пурте алсене тытса «Алран кайми аки-сухи» юрра юрлаççě. Асăнмалăх пурте шкул умěнче пěрле сăн ÿкерěнеççě (5-мěш фото). Уяв кунě вěçленет.
5-мĕш сăн ÿкерчĕк |