Кузьмина Венера Меркурьевна |
План
Ι . Проект йĕрки
IΙ. 1. Проект теми: Г. Н. Волковăн «Ылтăн çĕр» хайлавне вĕрентмелли материалсем.
2. Проект ĕçĕн тĕллевĕ: Г. Волковǎн пултарулǎхĕнчи «Ылтǎн çĕр» хайлавĕпе паллашасси; çыравçǎ хайлавĕнчи чǎн пурнǎçпа шутласа кǎларнине (юмахлатнине) курма хǎнǎхтарасси; хайлав витĕмлĕхне уçса парасси.
Проект ĕçĕн задачисем: çыравçǎ хайлавĕнче Тǎван çĕр-шыва юратас, хисеплес туйǎмĕсене кǎтартакан йĕркесене палǎртасси; хайлаври ĕçсен йĕркине тупмалли çǎл куçсене тимлесси; икĕ е виçĕ енлĕ дневник йĕркелесси; хĕвеллĕ тата таблицǎллǎ кластер тǎвасси.
Проект тухǎçлăхĕ: Тǎван çĕр-шыв паллисене тупма, ǎша хывма пулǎшасси.
Проект актуаллǎхĕ: П.П. Хусанкайǎн «Йыхрав» сǎвви.
Çак çĕре эсир пĕлетĕр – и:
Ватă та вăл, ĕмĕр çамрăк та.
Ăсан туйĕ хÿхĕм çав тери –
Курсан чун киленĕ вăрманта.
Уявра уяв ку çĕр-шывра
Ĕçĕпе хускатĕ вăл тăва!
Кам – ха, кам çак халăха пĕлмест:
Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,
Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет…
Пырса курăр – йăлт сирĕнпеле
Хатĕр эп тĕрĕслеме пĕрле.
Проекта пурнǎçламалли усǎ курнǎ мелсемпе меслетсем: тĕпчев, шырав, комментариллĕ вулав, проблемǎллǎ ыйтусем, тишкерÿ, тест йĕркелени, çыравǎ çинчен çырнǎ кĕнекесене тупса палǎртасси.
Проекта хутшǎнакансем: Чǎваш Республикин Етĕрне районĕнчи Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта 6 – мĕш класра вĕренекенсем, Кузьмина Венера Меркурьевна, чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.
Проекта пурнǎçа кĕртмелли вырǎн: Чǎваш Республикин Етĕрне районĕнчи Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкул.
Проекта пурнǎçа кĕртмелли тапхǎрсем:
Хатĕрленÿ тапхǎрĕ (2011 – 2012 вĕренÿ çулĕн кǎрлач уйǎхĕ).
Ачасем çак ĕçсене тǎваççĕ: çыравçăпа çыхăннă материалсене ИНТЕРНЕТРАН тупни, Г. Волковăн «Огниво и кермень», «Красивые узоры – след в памяти о земле прекрасной» юмахĕсене вуласа тухни, Г.Н. Волковăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен материал пухни, «Ылтăн çĕр» очерка вуласа тишкерни, хайлав тăрăх сюжетлă ÿкерчĕксем туни.
Тĕп ĕç тапхǎрĕ (2011 - 2012 – мĕш çулĕн нарǎс уйǎхĕ).
Ачасем çак ĕçсене тǎваççĕ: «Ылтǎн çĕр» текстпа ĕçлени, сǎмахсене ǎнлантарни, калавǎн анлǎ планне туни, хĕвеллĕ тата таблицǎллǎ кластер туни, синквэйн, икĕ, виçĕ енлĕ дневник çырни, пĕтĕмлетÿ туни: тĕнчере тǎван кĕтесрен, тǎван вырǎнсенчен, тǎван çĕртен, тǎван халǎх чĕлхинчен хакли нимĕн те çук.
Пĕтĕмлетÿ тапхǎрĕ: (2012 – мĕш çулхи пуш уйǎхĕ).
Ачасем çак ĕçсене тǎваççĕ: «Ылтăн çĕр» очерк тăрăх презентаци туни, Г. Волков пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă пуç ватмăш, ун халапĕ тǎрǎх кроссворд туни, Тăван çĕр-шыв çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене чǎвашла тата вырǎсла тупса çырни, пĕр – пĕр ваттисен сăмахĕпе ребус тăвасси, буклет кǎларасси.
1. Теори бази: Ашмарин Н.И. Словарь чувашского языка. – Чебоксары, 2000г. Том 13 – 14.ç –Т. 660 стр.
2. Иванова Н.Г. Чăваш литературине вăтам шкулта вĕрентессин хăш – пĕр ыйтăвĕсем /Н.Г. Иванова. – Шупашкар, 2004.
3. «Тантăш» 44 (4259) №. 2011, чÿк 3
4. «Хыпар» кĕнеки 27/ 7 / №, Шупашкар, 1997, юпа 31
5. Халăх шкулĕ №5 (116)
6. Чăваш литератури программи: чăваш шкулĕн 5 – 11 класĕсем /З.С. Антонова, Н.Г. Иванова, В.П. Никитин (Станьял). Шупашкар, 2003.
7. 6 – мĕш класс тăван литература урокĕсем: меслет кăтартăвĕсем / Н.Г. Иванова т.ыт . – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2007. – 123.
8. http//www.enc. cap.ru – Интернет версии
9. http//cv.wikipedia.orq – Википеди – ирĕклĕ энциклопедин чăваш уйрăмĕ
Пулмалли результат: Проект çырма хăнăхни; хатĕрленÿ материалĕпе конкурса хутшăнасси; халăх умĕнче тухса калаçма хăнăхнине малалла тимлесси, тĕпчев ĕçĕсенче усă курмалли ăслайсене алла илесси; ушкăнпа ĕçлеме вĕренни; хăйсем тĕллĕн шырав – тĕпчев ĕçне явăçни.
Проектпа усă курасси: проекта шкулта ĕçлекен чăваш учителĕсем, практикант студентсем, 6 – мĕш класс ачисем валли хатĕрленĕ.
Кĕтнĕ çимĕç: уçă урокăн тулли конспекчĕ; мультимедиллĕ презентаци, уроксенче усă курмалли дидактика материалĕ (кроссворд, ачасен ÿкерчĕкĕсем, пуç ватмăшсем).
Çыхǎну тытмалли информаци: 429071, Чăваш Республики, Етĕрне районĕ, Урпаш сали, Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. Кузьмина В.М.. Телефон: 89279330878
Тăкак смети: Канцеляри таварĕсем (хут, диск, сăрă, кăранташсем) – 250 тенкĕ.
План
Ι. Проект йĕрки
ΙΙ. Проект результачĕ. Урокǎн тулли конспекчĕ: «Г.Н. Волковǎн «Ылтǎн çĕр» хайлавĕнчи ĕçсен йĕрки, çыхǎнǎвĕ» (6 класс).
Усǎ курнǎ литература
Хушса пани
1 № хушса пани. Тǎван çĕр-шыв çинчен калакан ваттисен сǎмахĕсем (чǎвашла тата вырǎсла).
2№ хушса пани. Архаизмсен пĕлтерĕшне уçса пани (.Н. И. Ашмарин словарĕ тǎрǎх).
3 № хушса пани. Икĕ тата виçĕ енлĕ дневник тĕслĕхĕ.
4 № хушса пани. « Чǎваш çĕрĕ» сǎмахǎн хĕвеллĕ кластерĕ.
5 № хушса пани. 237 – мĕш страницǎри 1 – мĕш абзаца таблицǎллǎ кластер туни.
Уçă урокăн тулли конспекчĕ
Урок теми: Г.Н Волковǎн «Ылтǎн çĕр» хайлавĕнчи ĕçсен йĕрки, çыхǎнǎвĕ.
Урок тĕсĕ - хайлав текстне тишкермелли вулав урокĕ.
Сапǎрлăх тĕллевĕ: тăван тавралăха юратма, хаклама вĕрентесси, çыравçă шухăш – ĕмĕтне ачасен чун – чĕри патне çитересси.
Пĕлÿ тĕллевĕ - тăван çĕр-шыв темипе çырнă хайлавсенче хускатнă ыйтусене ăнланма вĕрентесси, текстри ĕç – пуç тытăмне, ĕçсен çыхăнăвне кăтартасси.
Аталантару тĕллевĕ: Тăван çĕр-шывран хакли нимĕн те çук шухăша тарăнлатасси, харпăр шухăшне пĕтĕмлетме хăнăхтарасси, текста тишкермелли хăнăхусене аталантарасси.
Урокри тĕрлĕ мелсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту – хурав, вĕрентекенĕн илемлĕ вулавĕ, пĕрин хыççăн тепри вулани, ăнлантаруллă вулав, кластер туни, план туни, слайд – кадрсемпе усă курни, текстри тĕп шухǎша палǎртакан сǎмахсене тупса вулани.
Пуплеве аталантарасси: текста ăнланасси, сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене тĕрĕс ăнланасси, çыхǎнуллǎ каласа парасси, пуплевĕн пайĕсене асǎрхама, вĕсен çыхǎнǎвне курма, ǎнланма хǎнǎхтарасси, уйрǎм сǎмахсен ытарлǎхне палǎртма хǎнǎхтарасси.
Словарь ĕçĕ: а) ǎнлантармалли пай: элчĕ - посол, симпыл – стоялый мёд, юрай сăри – пиво, хранящееся под снегом, ÿпкев - обида, енчĕк - кисет, мешочек, пусар – давить, придавлять, тяпписем – ножка, ноженька, пылчǎк – грязь, пусǎнтар – причинять мучения, страдания.
ǎ) çырса вĕрентмелли мел: Шур Атǎл, Аслǎ Атǎл, симпыл, асаннемĕрсене, кукамайǎмǎрсене, тяпписем, пылчǎк.
Литература теорийĕ: халап.
Курǎмлǎх хатĕрĕсем: Г. Волковăн кĕнекисем, «чăваш халăх историйĕ» слайд, кластер таблици.
Дидактика материалĕсем: перфокарта, слайдсем, Чǎваш Республикин картти, тест.
Культурǎсен çыхǎнǎвĕ: чǎваш халǎхĕн историйĕ çинчен çак литературǎпа усǎ курса калаçни, вырǎс литературипе çыхǎнтарни:
1. Хрестоматия по культуре чувашского края: дореволюционный период. Сост. Н. И. Егоров, М.Г. Данилова. – Чебоксары. 2001.
2. Чувашия: этническая история и традиционная культура. М. – 2000.
Урок эпиграфĕ: Тăван çĕртен хакли нимĕн те çук. Ваттисен сăмахĕ.
Урок юхăмĕ
I.1. Ыйту – хурав:
- Çǎкǎртан асли çук» тенипе çыхǎннǎ мĕнле хайлавсене пĕлетĕр?
- Хǎш хайлавсем кǎмǎла кайрĕç?
- «çǎкǎртан аслǎ пулма хушман» тенине эсир мĕнле ǎнланатǎр?
- çǎкǎра хисеплесе çырнǎ хайлавсене асǎнса тухǎр.
2. Икĕ вĕренекене перфокартǎпа ĕçлеттерни.
3. Çǎкǎр çинчен çырнǎ ваттисен сǎмахĕсене кам ытларах пĕлет? Конкурс.
II.1. Паянхи урок теми – хамăр çуралса ÿснĕ вырăнсем, тăван çĕр-шыв çинчен. Г. Волковăн очеркĕнчи тема тата тĕп шухăш.
1 № слайд. «Мĕн – вǎл Тǎван çĕр-шыв,
Аякра – ши, çывǎх – ши?» (Петĕр Хусанкай «Тǎван çĕр-шыв»)
Чǎваш Республикин картти тǎрǎх ыйтусемпе ĕçлени:
- Çуралнǎ вырǎн тенине эсир мĕнле ǎнланатǎр?
- Эсир хǎш районта пурǎнатǎр?
- Чǎваш Республикинчи мĕнле хуласене тата районсене пĕлетĕр?
2 № слайд. «Камсем эпир, мĕнле йǎхран? (В. П. Станьял «Камсем эпир, мĕнле йǎхран?» сǎвǎран.)
2. Ыйту – хурав:
Чǎваш халǎх историйĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? ( «Чǎваш халǎх историйĕ çинчен» слайд – фильм пǎхни.)
3.1 – мĕшпе 2 – мĕш абзацсене учитель вулани, сǎмахсене ǎнлантарни, пĕтĕмлетÿ туни: тĕнчере тǎван кĕтесрен, тǎван вырǎнсенчен, тǎван çĕртен, тǎван халǎх чĕлхинчен хакли нимĕн те çук.
4. Ǎнлантаруллǎ вулав ( 1- мĕш абзац, 238 -мĕш стр.)
5. Ачасем пĕрин хыççǎн тепри вулани.
6. Калавǎн анлǎ планне туни:
1. Хǎнасем килни.
2. Чǎваш çĕрĕ тǎрǎх нумай çÿрени.
3. Чǎваш патши шухǎша кайни.
4. Хǎнасене хисеп туни, парнесем пани.
5. Чǎваш çĕрĕ пирĕншĕн чи хакли.
III. 1. Текстпа ĕçлени, ачасен ǎшри вулавĕ.
2. Словарь ĕçĕ.
3. Литература теорийĕ: халап.
4. Тǎван çĕр-шыв çинчен çырнǎ хайлавсене аса илесси. (П. Хусанкай «Тǎван çĕр-шыв», Юхма Мишши «Чǎваш çĕрĕ»).
5. Вырǎс литературипе танлаштарни. Ч. Айтматов «Человек и природа». Рассказы Пришвина.
Но солнце еще не взошло, когда охотники за сладкой клюквой спустились в большое болото. Тут еще совсем и не начиналось торжество встречи солнца. Над маленькими корявыми елочками и березками серой мглой висело ночное одеяло и глушило все чудесные звуки Звонкой Борины.
Хĕвел тухман –ха, сунарçăсем Пысăк шурлăха çырла татма кайрĕç. Халь кунта вĕсем сар хĕвеле кĕтсе илеймрĕç.. Пĕчĕк те кукăр – макăр чăрăшсемпе хурăнсем кавирпе витĕннĕ, вĕсем Хаваслă уçланкăна темле асамлă сасăпа хупланă.
Солнце такое горячее и чистое, вышло против них над болотными елочками. Но случилось на небе в это время одно облако. Оно явилось, как холодная синяя стрелка, и пересекло собой пополам восходящее солнце.
Хĕвел халь çав тери вĕри те таса, вăл шурлăхри чăрăшсен тăррисене ачашласа та савăнса шуса тухрĕ. Çак вăхăтра тÿпере пĕртен – пĕр пĕлĕт татки кăвак çĕмрен пек курăнчĕ. Вăл хĕвеле сивĕ куçĕпе пăхса илчĕ, ăна икĕ пая уйăрчĕ.
6. Çĕнĕ темǎна ǎнланма тест мелĕпе çирĕплетни.
1.Ĕлĕк-авал Чǎваш çĕрне камсем тата мĕнле ĕçпе килнĕ?
а) çармǎссем,
ǎ) тутарсем,
б) элчĕсем.
2. Авалхи чǎвашсем мĕнле çынсем пулнǎ?
а) ĕçчен
ǎ) сǎпайлǎ
б) пултаруллǎ
3. Хǎнасем çинчен тарçǎсем мĕн каласа панǎ?
а) Атǎла мухтани
ǎ) юрǎсем çырса илеççĕ
б) нимĕн те каламаççĕ
в) тĕрĕсем ÿкереççĕ
4. Патша ютран килнисене мĕн яшки çитернĕ?
а) сĕт
ǎ) пулǎ
б) салма
5. Чǎвашсем хǎнасене мĕн парса ǎсатса янǎ?
а) ылтǎн укçа
ǎ) хут укçа
б) пысǎк укçа
7. Ачасем хǎйсен шухǎшне халапри сǎмах майлашǎвĕсемпе çирĕплетни.
8. Вĕренекенсем пĕр – пĕрне ыйтусем пани.
9. Ытти патшалǎхсем Чǎваш çĕр-шывĕ еннелле мĕншĕн туртǎннǎ? Текстран тĕслĕхсем тупса ǎнлантарǎр.
10. Элчĕпе ǎна пулǎшакан çыравçǎ Чǎваш çĕр-шывĕнче мĕнрен тĕлĕннĕ? Йĕркипе каласа парǎр.
11. Сǎпайлǎхпа кǎмǎл тасалǎхĕн йǎлисене текстран тупǎр, каласа парǎр.
12.Ачасем хǎйсен шухǎшне халапри сǎмах майлашǎвĕсемпе, предложенисемпе çирĕплетни. Икĕ енлĕ дневникпа ĕçлени.
Икĕ енлĕ дневник
№ | Хайлаври цитатǎсем | Эпĕ çапла шутлатǎп |
1. | «Чǎваш çĕрĕ пирĕншĕн атте те, анне те, тǎван пичче те. Ку çĕр - сǎваплǎ та таса. Тǎван çĕрĕн тусанĕ те тǎван, пылчǎкĕ те пылак. ун нÿрлĕ тǎмĕ ылтǎн, типĕ чулĕ кĕмĕл» | |
2. | «Тĕнчере тǎван кĕтесрен, тǎван çĕртен тǎван халǎхран хакли нимĕн те çук». |
Виçĕ енлĕ дневник
№ | Тĕп сǎмах | Автор çапла çырать | Эпĕ çапла шутлатǎп |
1. | çĕр(тен) | ||
2. | Тĕрри(сене) | ||
3. | Пĕрч (исене) | ||
4. | Чĕлхе(мĕрпе) | ||
5. | Юрри(не) |
13. Слайдсемпе ĕçлени. 3 – 5 № слайдсем. Хайлав тǎрǎх ÿкернĕ е Интернетран тупнǎ ÿкерчĕксемпе ĕçлени. Вĕренекенсем хǎйсен ÿкерчĕкĕсем тǎрǎх ĕç – пуç тытǎмĕпе ĕçсен çыхǎнǎвне каласа пани, пĕтĕмлетÿ туни.
14. Физкультминутка. Вǎйǎ саманчĕ. Кам тата мĕн ыйтусенче ыйтǎнакан сǎмахсене «Ылтǎн çĕр» халапран тупни.
IV. 1. Текст темине, тĕп шухǎшне кǎтартакан вырǎнсене тупса вулани, харпǎр шухǎшне çирĕплетни.
2. 7 – мĕш слайд: Тĕнчере тǎван кĕтесрен, тǎван çĕртен , тǎван халǎхран хакли нимĕн те çук. Вĕренекенсем килтен хатĕрлесе килнĕ кроссвордсемпе, ребуссемпе, пуç ватмǎшсемпе паллаштарни.
3. Хĕвеллĕ кластер туни.
Хĕвелĕ кастер |
Таблицăллă кластер туни
№ | Япала ячĕ | Паллǎ ячĕ | Глагол |
Чĕлхе(мĕрпе) | чĕвĕл | пусаратпǎр | |
Уй – хир(тен) | тикĕс | ||
çĕр(тен) | сǎваплǎ | çук | |
Кĕтес(рен) | тǎван | ||
Халǎх(ран) | тǎван | ||
Тусан(ĕ) | тǎван | Пама пултараймастпǎр | |
Пылчǎк(ĕ) | пылак | ||
Тǎм(ĕ) | ылтǎн | ||
Чул(ĕ) | кĕмĕл | ||
Хǎна(сем) | хисеплĕ | Пултǎр | |
Парнесем | хаклǎ | ||
çĕрĕ | чи хакли | ||
Пушмакǎр(сем) | тап-таса | ||
Тусан пĕрчи | Пама пултараймастпǎр | ||
Пĕтĕмлетÿ | 14 - япала ячĕ | 12 - паллǎ ячĕ | 8 - глагол |
çĕр, (пылчǎк, тусан) - 4 | Хаклǎ – 2
Тǎван - 2
| Пама пултараймастпǎр - 2 |
4. Синквэйн çырни.
Япала ячĕ (1) Çĕр
Паллǎ ячĕ (2) Тǎван, хаклǎ
Глагол (3) Пултǎр, пама, пултараймастпǎр
Предложении. Хаклǎ та тǎван çĕре ют çĕре пама пултараймастпǎр.
Метафора. Тусан пĕрчи – кǎмǎл тасалǎхĕ.
V. 1.«Тǎван çĕрĕм» ятлǎ пĕчĕк сǎнлав сочиненийĕ çырǎр.
2. «Чǎваш çĕрĕ» кластерпа усǎ курса мини сочинени çырǎр.
3. Виçĕ енлĕ дневникри хǎвǎр шухǎшǎра çырса пĕтерĕр.
Тăван çĕр- шыв çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем
1. Çуралнă кĕтес хăй патнелле туртать.ЧПГĂИ, 3 311, 792 стр.
1. Тăван çĕр-шыв анне, ăна тăшманран сыхламалла. ЧПГĂИ, 3 311, 793 стр.
2. Тăван çĕр-шыв сывă пулсан тăван йăву та пулĕ сан. Дол., 72 стр.
3. Тăван çĕр-шыв чысĕшĕн пуçна ан шелле. Одюк, 72 стр.
4. Тăван çĕр-шыва куç шăрçине сыхланă пек сыхла. ЧПГĂИ, 3 311, 793 стр.
5. Тăван çĕр-шывра уйăх та ют çĕр-шыври хĕвелтен çутăрах. ЧПГĂИ, 3 311, 793 стр.
6. Тăван çĕр-шывсăр çын – юрăхсăр кайăкпа пĕрех. ЧПГĂИ, 3 311, 793 стр.
7. Ăçта ял, çавăнта кил. Ашм, 4, 163стр.
8. Парне пани мар, юратни хаклă. Ашм, сб., 31стр.
9. Тăвану килнине курсассăн хĕвел пулса чупса тух. Вол., 1975, 58
10. Тăван халăхпа пĕрле пулнине ним те çитмест. – Нет ничего лучше, чем находиться вместе с родным народом.
11. Ютра хĕвел çунтарать, килте юр та ăшăтать.- На чужбине сгоришь от солнца, дома и снег согреваеет.
12. Ютра патша пуличчен юман патакĕ пулам. – Чем быть царем на чужбине, лучше быть пастухом на родине.
13. Тăван çĕрĕн тусанĕ те – тăван, пылчăкĕ те пылак. – Родной земли и пылинка родная, и глина сладкая.
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Migulaj (2012-03-06 22:32:14):"Тăван çĕр-шыв" вырăнне ĕлĕкхи пек Тăван çĕршыв тесе çырсан тĕрĕс те лайăх та пулĕччĕ. Çакăн пек çырма вĕрентекенсем (А.Леонтьев тата ыттисем те) - вĕсем чăваш чĕлхине пĕтерекенсем.
► Александр (2012-03-16 17:04:39):
"Çĕр-шыв" сăмаха çакăн пек çырма хăнăхнă ĕнтĕ. "Чăваш чĕлхине пĕтерекенсем" тени - субъективлă шухăш. Шкул журналĕнче пĕр-пĕрне варалани килĕшÿсĕр.
► Migulaj (2012-03-17 21:40:52):
"Çĕр-шыв" сăмах мĕне пĕлтерет апла пулсан?
► Н.Г.Иванова (2012-05-21 08:38:09):
Маттур! Лайах материал. Татах кун пек ес лартар.