Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Иванова Т. В.
Иванова Т. В.
 
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли хутăш урок
Пĕлÿ тĕллевĕ:
1) Паллă ячĕ çинчен пĕлнине аса илсе çирĕплетесси.
2) Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси, хамăр çĕршывпа мăнаçланма вĕрентесси.
 
Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван çĕршыва, Чăваш Республикине юратма, хисеплеме, хаклама вĕрентесси.
 
Аталантару тĕллевĕ: Текста тĕрĕс те палăртуллă вулас ăслайсене аталантарасси; текст содержанине кĕскен каласа парас хăнăхусене çивĕчлетесси.
Усă курнă технологисем:
1. Информаципе хутшăну;
2. Проблемăллă вĕренÿ;
3. Сывлăха упракан;
4. Харпăрлăха аталантармалли;
5. Ушкăнпа хутшăнса ĕçлемелли;
 
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, учитель сăмахĕ, шырав, тишкерÿ, кластер, ыйту-хурав, предложенисем, калаçу, тест.
 
Пуплеве аталантармалли хăнăхусем:
- текста палăртуллă вуласси;
- ыйтусем çине çыхăнуллă, тулли предложенисемпе хуравласси;
- шухăша текстри цитатăсемпе усă курса çирĕплетесси;
- текстри кирлĕ вырăнсене тупса вулаттарасси;
- çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси;
- пĕтĕмлетÿ тăвассине аталантарасси.
 
Словарь ĕçĕ:
а) ăнлантармалли сăмахсем:
• çухрăм – километр
• анлă – широкий
• ансăр – узкий
• тăсăлать - тянется
• хула йышши поселок – поселок городского типа
• патшалăх чĕлхи – государственный язык
• йĕркеленĕ - образовали
• кĕпĕрне – губерния
• ĕçе пуçăн – приступить к исполнению обязанностей
ă) çырма вĕрентмелли сăмахсем:
çĕр-шыв – дефиспа çырмалла
Конституци – сăмаха пысăк саспаллинчен çырмалла
Курăмлăх хатĕрĕсем: Чăваш Республикин картти, Чăваш Республикин патшалăх символĕсем (герб, ялав, гимн), дидактика материалĕ, тест, чечек макечĕ.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, проектор.
Урок эпиграфĕ:
…Тăван çĕр-шыв санăн тăван килÿнтен пуçланать. Тăван çĕр-шыв сарлака та илемлĕ. Эсĕ кирĕк ăçта пулсан та вăл яланах санпа. Тăван çĕр-шыв кашни çыннăн пĕрре кăна. Анне пек... Юрий Яковлев
■ Иванова Татьяна Владимировна.
Шупашкарти 49-мĕш вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2716, Хаçат: 5 (23), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: