I.Урок теми: «Пирĕн пĕчĕк театр».
II.Урок тĕллевĕсем:
1. Сапăрлав: тăван çĕр – шыва юратма вĕрентесси, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ – хĕрĕпе мăнаçланма хăнăхтарасси;
2. Пĕлÿ: театр çинчен тĕпчесе пĕлесси;
3. Аталантару: ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, сăмахĕсемпе вырăнлă та тирпейлĕ, сасă хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курма вĕрентесси. Тĕрлĕ ситуацире пуплев хăвăртлăхне, кĕвĕлĕхне, сасă хулăнăшне улăштарса калаçма хăнăхтарасси.
III.Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, презентацисем, ачасен ÿкерчĕкĕсем, спектакльте вылямалли костюмсем, декорации, тест, тупмалли юмахсен сăмахĕсене пăтраштарнă хутаç.
Урок юхăмĕ.
Ачасене темăпа кăсăклантарса ярасси
-Сывлăх сунатăп пурне те! Шăппăн вырнаçса ларăр. Халĕ слайд çине çырнă сăмахсене вуласа паян мĕн çинче калаçу пырассине пĕлĕпĕр.