Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
Федотова С. Н.
Федотова С. Н.
 
«Чãваш чěлхи эрешěпе
Витсе чи аслã шухãша
Эпир тěнче мехелěпе
Паллаштаратпãр чãваша…»
(П. Хусанкай)
«Чĕлхепе хуçа пулмасăр, сăмаха мĕнле кирлĕ çапла авкалама вĕренсе çитмесĕр, пирĕн Европа культури шайне çĕкленнĕ поэзи техникине алла илмесĕр, пысăк шухăшлă та илемлĕ, уçăмлă та витĕмлĕ япала çырма çук,» – тесе çырать чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай.
Петĕр Хусанкайăн чăваш культуринчи пысăк ĕçĕ нумай енлĕ, ăна тăван республикăра çеç мар, пур çĕрте те лайăх курма пулать. Вăл– чăваш халăхĕн шанчăклă ывăлĕ, общество деятелĕ, талантлă сăвăç. Унăн ячĕ хĕвел пек ĕмĕр çунса тăрĕ.
Поэт вăл – таса та уçă çын. Поэтăн пĕтĕм пурнăçĕ сăвăра курăнать. Сăвăсенче унăн шухăш- кăмăлĕ, туйăмĕ тарăн палăрать. Чăваш халăх поэчĕн пурнăçĕ кĕске пулнă, çапах та вăл нумай çырса хăварма ĕлкĕрнĕ, вырăсла та, чăвашла та. Сăвăсемпе юрăсем, юмахсемпе поэмăсем, калавсемпе очерксем. Хусанкай тăван халăха вырăс тата ытти нумай халăх поэчĕсен сăввисемпе паллаштарас енĕпе нумай ĕçленĕ.
Петĕр Хусанкай чăваш литературине тĕнче шайне кăларать. Вăл Çеçпĕл Мишши сăввисене нумай халăх чĕлхи çине куçарма пулăшать.Ку тĕлĕшпе калама çук пысăк ĕç тăвать.
Вăтăрмĕш çулсем Хусанкайшăн уйрăмах тухăçлă пулаççĕ. 1934 çулта «Коммунар» хаçат тухма чарăннă, çавăнпа та поэт литература ĕçне куçать. Литература ĕçĕ уншăн чи пысăк та яваплă пулса тăрать. Вăл хăйĕн сăввисемпе поэмисене, куçарнă произведенисене хаçатсенче, журналсенче, альманахсенче çине- çинех пичетлесе кăларать. Уйрăм кĕнекесем те тухаççĕ.
1934–1935 çулсенче Хусанкай «Сулмак» ятлă икĕ сăвă кĕнеки хатĕрлесе çитерет. 1936 çулта «Илемлĕ литература» альманахра Александр Пушкинăн «Евгений Онегин» романне пичетлесе кăларать. 1937 çулта Хусанкай К.Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарма тытăнать. Тăван чĕлхепе те нумай çырать. Вырăсларан та куçарма вăхăт тупать.
Хусанкай, совет поэзийĕн никĕсне хывакан, Маяковсийпе тĕл пулать, унран нумай вĕренет. Çавăнтан тытăнса вăл паллă вырăс совет поэчĕн сăввисене тинкерсех вулама, каярах чăвашла куçарма та тытăннă. Малтан ăна ытларах çав поэтăн сăввисен çĕнĕ форми интереслентерет. Маяковский пултарулăхĕн çĕнĕ шухăшне, идейăллă çĕнĕ содержанине ăнланса çитет. Вырăссен классика поэзийĕн опытне йышăнса, хăйĕн пултарулăхне ÿстерсе пырать. Çапла вăл Владимир Маяковскин «Владимир Ильич Ленин» поэмине, унччерех тата Максим Горький çырнă «Этем çурални», «Çирăм улттăпа пĕрре» калавĕсене куçарнă. Куçару ĕçĕ Хусанкай хăйĕн поэзири ăсталăхне те ăнăçлă аталантарма пулăшса пынă. Пурăна киле ытти халăхсен литературин паха тĕслĕхĕсене, произведенийĕсене чăвашла куçарасси Хусанкай ĕçĕ-хĕлĕн паха йăли пулса тăрать. Вăл куçарнă паллă произведенисен йышĕнче асăннисемсĕр пуçне, Александр Пушкинăн «Полтава» поэми, А.Грибоедовăн «Ăса пула инкек» комедийĕ, В.Шекспирăн «Ромеопа Джульета» трагедийĕ тата ытти халăхсен нумай-нумай паллă çыравçăсен произведенийĕсем шутланаççĕ. Куçару ĕçĕ поэт асталăхне хытă çеклет. Çакăн çинчен акă мĕн каланă вăл: «Маяковскийпе Пушкин сăввисене куçарнă чухне хăйĕн кăтартнă чĕлхе мана хытă хавхалантарчĕ, унăн пысăк пуласлăхне шантарчĕ».
Куçару ĕçĕ чăваш поэчĕшĕн ÿлĕм тепĕр тĕп ĕç пулса тăрать. Кама кăна вăл чăвашла куçарман-тăр. Общество ĕçне те активлăн хутшăнать, халăх хушшине тухса çÿрет, хăй çырнă тата куçарнă произведенисемпе паллаштарать.
1958 çулта чăваш поэзийĕ çинчен çырнă пĕр сатьяра çакна вулатпăр: «Чăваш поэзийĕ тахçанхи йăлине тытса пырса çав хушăра пайтах çĕнĕ куçарупа та пуянланчĕ… Мĕнле халăх сасси мĕнле çĕнĕ ят çук унта! Лермонтов, Байрон, Шелли, Гёте, Ботев, Франко, Абай Кунанбаев, Хетагуров, Акопьян, Чаренц, Маяковский, Тычина, Рыльский, Бажан, Тихонов, Сурков, Тодоров, Радевский, Лиляна Стефанова, Банов, Орлинов, Мария Бануш, Бенюк, Лупан, Арогон, Рагим, Рустам, Шираз, Соломея Нерис, Джалиль, Мударис, Шпорта, Нехода, Швец, Ющенко, Новицкий, Михалков тата ытти те… Кунсăр пуçне эпир пĕрлештерсе кăларнă кĕнекесенче çак ятсене тупатпăр: Твардовский, Исаковский, Симонов, Джамбул, Леонидзе, Гришашвили, Купала, Бровка, Кулешов, Алимджан, Шейх- Заде, Вургун, Рза, Тильвитис, Венцлова, Райнис, Судрабкали, Токобаев, Лахути, Исаакян, Сильва Капутикян, Рачия Ованесян, Кербабаев, Нурбердыев, Смуул, Парве, Гуттари, Евгения Хямяляйнен, Се Ман Ир, Тувим, Адамец, Бехер, Вапцарев, Вазов, Хикмет, Гильен, Парнис, Элюар, Арконада, Сабилла Алерамо, Неруда, Амаду, Линдсей, Чаттопадхайя тата ыттисем те». Калас пулать, вĕсен нумайăшĕн пултарулăхĕ– Петĕр Хусанкай куçарăвĕсенче лайăх курăнаççĕ. Çакна эпир унăн «Тăван сасăсем» кĕнекинче аван куратпăр. Хусанкай поэтсен хăй евĕрлĕхĕсене, хайлавăн сăвă виçипе тытăмне, вĕсен уйрăмлăхĕсене, упраса хăварнă.
П.П.Хусанкай куçарĕвĕсем чĕлхе янравлăхĕпе, сăмах пуянлăхĕпе, шухăш уçăмлăхĕпе палăрса тăраççĕ. А.Пушкинăн «Чаадаева» куçарнă сăввин куçарăвĕнчи йĕркесене илер-ха:
Юлташăм, шан: çиçсе хăпарĕ
Телейлĕ çăлтăр тÿпене.
Россия сирĕ ыйхине,
Ятăмăра çырса хăварĕ
Ĕмпÿлĕх ванчăкĕ çине.
Автор шухăшĕ чăвашла текстра туллин ÿкĕрĕнни курăнать, оригиналăн сăвă виçипе рифмăлас йĕрки те çаплах упраннă.
Товарищ, верь: взойдет она,
Звезда пленительного счастья,
Россия вспрянет ото сна,
И на обломках самовластья
Напишут наши имена.
П.П.Хусанкай вырăс поэчĕ Алексей Сурков çырнă «В землянке» юрă сăмахĕсене тĕлĕнмелле илемлĕ куçарнă.
Пĕчĕкçеç кăмака, вут çунать,
Сарă сухăр куççуль пек таса.
Сан куçпа куллуна астуса.
Сан çинчен пăшăлтатрĕç тĕмсем
Шурă юрлă Мускав уйĕнче.
Манăн чĕрĕ сасса эс илтсем:
Шухăшлатăп ялан сан çинчен.
Эс манран инçетре-инçетре.
Çĕр те юр тăсăлать хушăра.
Сан патна халь çитме хĕнтерех,
Вилĕм ак – виç-тăват утăмрах.
Юрласамччĕ, хуткупăс, янра,
Аякри телее сасă пар.
Эс чунран- чĕререн савнăран
Çĕрпÿртре те мана сивĕ мар.
Поэт çын шухăш-туйăмĕсене, кăмăл туртăмĕсене ăста кăтартса пама пултарни унăн нумай произведенийĕнче палăрать. Хусанкай пултарулăхĕ халăх пурнăçĕпе тачă çыхăнса тăнине курма пулать.
Хусанкай час-часах ытти халăхсем хушшине тухса çÿренĕ, паллă çыравçăсемпе тÿррĕмĕн хутшăннă, вĕсемпе çыхăну тытнă.
П.Хусанкай ытти халăх поэзийĕн уйрăмлăхĕсене шута илсе куçарать. Çакă вăл чăваш сăввисене çĕнĕ виçепе кÿлепине пуянлатать, ытти тăлмачсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Чăваш халăх поэчĕ май килнĕ таран оригинал тăрăх куçарма тăрăшнă.Хăш- пĕр текстсене ăста куçаруçă авторсемпе калаçса-канашласа куçарнă.
Петĕр Хусанкай сăввисене çирĕм чĕлхене куçарнă, çав шутра: акăлчанла, пăлхарла, венгрла, французла, чехла. 1950 çулта Петр Петрович Хусанкая Чăваш Республикин правительстви литературăна сулмаклă ĕçсемпе пуянлатнишĕн, халăх валли çырнăшăн Чăваш халăх поэчĕ хисеплĕ ят парса чысланă.
Пирĕнтен кам пĕлмест пулĕ паян Петĕр Хусанкая, кам илтмен пулĕ унăн ятне. Вăл тăлмачă кăна мар. Петĕр Хусанкай чĕлхеçĕ те, публицист та, историк та, этнограф та, критик та, лирик та пулнă. Унăн хайлавĕсем 57 чĕлхепе янăраççĕ, унчченхи Совет Союзĕнчи 53 çыравçăн, чикĕ леш енчи 89 авторăн 500 ытла произведенине чăвашла е вырăсла куçарнă.
Петр Петрович чăвашпа тĕнче литературисен туслăхне аталантарас тĕлĕшпе чăннипех те паттăр ĕç тунă. Уйрăмах вăл тăванла пăлхар литературине Чăвашра, чăваш литературине Пăлхарта лайăх пĕлччĕр тесе ырми- канми ĕçленĕ. Халăх поэчĕ çавăн пекех Украина, Кавказ, Белорусси, Балтика, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи туслă халăхсен хушшинчи асамат кĕперне хывнă, çав çыхăнусем паян кун та аталанса пыраççĕ.
 
Литература
1. Грибоедов А. С. Ӑса пула инкек: камит: [вырãсларан] / А. С. Грибоедов. - Шупашкар: Чãваш АССР гос. изд-ви, 1954. - 120 с.
2. Дружба: стихи и поэмы / пер. с чуваш. авт.; под ред. М. Зенкевича. - Чебоксары: Чувашгосиздат, 1950. - 176 с.
3. Куçарусем: çырнисен пуххи / пухса йěркелекенě, ãнлантарусене çыраканě А. П. Хусанкай. - Шупашкар: Чãваш кěнеке изд-ви, 2006. - Улттãмěш том. - 479 с.
4. Маяковский В. Ленин: поэма: [вырãсларан] / В. Маяковский. - СССР-ти халăхсен тĕп изд-ви, 1931. - 72 с. ; çавах // Шупашкар: Чãвашгосиздат, 1952. - 72 с.
5. Пушкин А. С. Евгений Онегин: сăвăллă роман: [вырãсларан] / А. С. Пушкин. – Шупашкар: Чãвашгосиздат, 1950. - 175 с.
■ Федотова Светлана Николаевна.
Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
24-мĕш номерлĕ шкулти
чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2815, Хаçат: 2 (25), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: