Никитина И. Н. |
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ
Пĕлÿ тĕллевĕ: глагол çинчен вěреннине аса илсе пěтěмлетесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: çутçанталăкри пулăмсене сăнама, илемне курма, çут çанталăка упрама вĕрентесси, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен шухăшлавне, пуплевне аталантарасси, пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Урокра усă куракан меслетсем: ыйту - хурав, учитель сăмахĕ, харпăр хăйне тĕрĕслени, правилăсемпе усă курса хăнăхтарусем пурнăçлани, пĕтĕмлетÿсем туни, ĕçе хаклани, ушкăнпа ĕçлени, кластер туни.
Калаçу чĕлхине аталантарни: синонимсемпе антонимсене тупасси, предложенисем йĕркелесси.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, экран, таблица, карточкăсем, ĕç тетрачĕсем