Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Паян эпир Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ ыйтнипе пирĕн вулакансен кулленхи ĕçне çăмăллатма 5-9 классем валли хатĕрленĕ электрон пособисене уçласа илме майсем туса паратпăр.
Ку электрон хатĕрсене икĕ ушкăна пайлама пулать. Пĕрремĕшне кĕрекеннисенче теори материалĕсĕр пуçне тĕрлĕрен электрон хăнăхтарусем кĕртнĕ. Вĕсем хушшинче пурте хăнăхнă тест евĕрлисем те, ача ĕçне тÿрех хаклаканнисем те пур. Çавăн пекех ÿкерчĕклĕ хăнăхтарусем те ăсталанă.
Кунсăр пуçне пĕрремĕш ушкăна кĕрекен электрон пособисен чи лайăх енĕ - вĕсенче ÿкерчĕклĕ лексика материалĕсем пурри. Кунта эсир Чăвашри кайăксемпе, тĕрлĕрен чĕр чунсемпе, хурт-кăпшанкăпа, пулăсемпе, ÿсен-тăранпа паллашма, вĕсен чăвашла тата вырăсла ячĕсене пĕлме пултаратăр.
Иккĕмĕш ушкăнри пособисем вара - компьютер вăйă пособийĕсем. Вĕсене 5-мĕш ("Пĕлÿ шыраса"), 6-мĕш ("Пулăра"), 7-мĕш ("Кукамай патĕнчен") класссем валли хатĕрленĕ. Кашнинчех чăваш чĕлхин фонетикипе тата морфологипе çыхăнтарса вăйă йĕркеленĕ. Вăйăсен хăйĕн ансат сюжетчĕ пур. Çакă ачасене вăйăпа интереслентерсе яма тивĕçлĕ. Электрон пособисене çак каçăсемпе уçласа илме пулать.
 
Электрон пособисем

 Компьютер вăйă пособийĕсем

■ Владимир Андреев.
электрон пособисен авторĕ, "Шкулта" журнал редакторĕ
 
: 2864, Хаçат: 2 (25), Категори: Çĕнĕ технологисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: