Зоя Владимировна Петрова |
Çĕрпÿ районĕнче вĕренÿ ĕçне информатизацилесси чи кирлĕ задачăсенчен пĕри пулса тăрать. Çак уйăхра тухакан интернет журналăн пĕрремĕш номерĕ те Çĕрпÿ енте информатика хатĕрĕсен системи малтан мала аталанса пынине кăтартакан тĕслĕхсенчен пĕри тесе шутлатăп.
Пĕр вунă-вун пилĕк çул каялла кăна-ха компьютер тесен шартах сикеттĕмĕр. Класа е ĕç пÿлĕмне кĕртсе лартнă çак "аппарат" пирĕншĕн нихçан алла илме çук асам пек туйăнатчĕ. "Ăçта пусмалла? Кунта пуссан мĕн пулать? Ку тата мĕн апăрши тухса ларчĕ? Вăт, каллех тем шутлать, çывăрса кайман-и вăл?" - хамăр тĕллĕн пăшăлтататтăмăр компьютер умĕнче.
Халь аса илсен кулăшла та. Пĕлменни хăратнă-çке. Мĕнех, вăхăт пĕтĕмпех хăй вырăнне лартрĕ. Компьютерпа текст пуçтарма кăна мар, тĕрлĕрен урăх ĕçсем тума та вĕренсе çитрĕмĕр. Калăпăр, пĕр-пĕр педагог интернетра хăйĕн сайтне уçни паян никама та тĕлĕнтермест. Юкосра уçнă-и ăна е Яндексра, хăй калăпланă-и е пĕр-пĕр редакторпа усă курнă - эпир ун пек ăстасем çине ютта курнă пек пăхмастпăр. Лайăххине асăрхама, ĕçре усă курма тăрăшатпăр. Çитменлĕхĕсене те шута илетпĕр. Çапла майпа малалла аталанатпăр.
Информаци хатĕрĕсем пирĕн пурнăçа кĕнĕ хыççăн самаях вăхăт иртрĕ. Мĕн улшăнчĕ-ха пирĕн пурнăçра, мĕн çĕннни пачĕ нумаях пулмасть пуçланнă "компьютер ĕмĕрĕ"? Хăш чухне пурнăç пачах та улшăнса кайнăн туйăнать тÿррипе каласан. 20 çул каяллипе паянхи куна танлаштарма та çук. Паянхи кун, ĕç хучĕсем ытларах çырма тытăннине шута илмесен, информаци технологийĕсем пирĕн ĕçе нумай çăмăллатаççĕ. Ĕлĕкхи пек пĕр-пĕр информацие шыраса таçта тусан çăтса выртакан папкăсем патне кармаçланма кирлĕ мар - мĕн кирлине интернетра хăвăртах шыраса тупма пулать. Çапла вара компьютер хăй кăна мар, унпа çыхăннă тĕнче тĕтелĕ пирĕн ума хăйĕн мĕнпур пуянлăхĕпе туса тăчĕ. Усă кур, ан ÿркен çеç.
Паллах ĕнтĕ, çакăн пек условисем пурри районти шкулсене малалла аталанма çул туса парать. Вĕсенчен нумайăшĕ çакна питĕ аван ăнланса илчĕ. Патшалăх пулăшнипе кăна мар, хăйсем тĕллĕн те компьютерсен паркне - йышĕпе те, пахалăхĕпе те - çине тăрса аталантарма тăрăшаççĕ. Компьютер класĕсем паян куна кирек хăш шкулта та пур. Пысăкрах шкулсенче вĕсен йышĕ 2-3-рен те иртет. Хăйсен сайтне ăсталаман шкулсем те юлман ĕнтĕ. Нумай шкул икшер сайт та тытса тăрать. Унсăр пуçне вĕрентекенсем те тĕтелте хăйсен веб-страницине те пулин йĕркелеме тăрăшаççĕ. Çакна тума уйрăм вĕренÿ пÿлĕмĕсене компьютерсем лартса пани те пулăшать. Унсăр пуçне кашни педагогăн тенĕ пекех килĕнче компьютер пур.
Кун пек чухне район шайĕнче информациллĕ вĕренÿ анлăшне йĕркелесе ярасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Ку ĕçе, паллах, эпир педагогсен иформатика пĕлĕвне ÿстерессинчен пуçларăмăр. Çĕрпÿ районĕнчи Опытнăй посĕлокĕн вăтам шкулĕнче ятарлă курссем те йĕркеленĕччĕ çак кирлĕ ĕçе тивĕçлĕ шайра тытса пыма. Çĕршер учитель хăйсемшĕн çĕнĕ пĕлÿ пуçтарчĕ унта. Хăш-пĕр шкулсем ку енĕпе тата маларах кайрĕç. Вĕсенчен пĕри Михайловкăри вăтам шкул. Кунти коллектив Мускаври Шолохов ячĕпе хисепленекен гумантари университечĕн Шупашкарти филиалĕнче çулталăклăх ятарлă курс пĕтерчĕ. Вĕсем пурте "ПВЭМ операторĕ" специальноçа алла илчĕç. Халĕ ку коллектив районта информаци технологийĕсемпе чи лайăх аталннă шкулсенчен пĕри пулса тăчĕ. Нумай çĕнĕлĕх, нумай ырă япала шăпах çак шкулта çуралать те ĕнтĕ.
Каламасăрах паллă, пирĕн районти вĕренÿпе социаллă аталану пайĕ шкулсене информаци технологийĕсене малалла аталантарма пулăшса пырать. Районта кашни çулах ку енĕпе тĕрлĕ конкурссем нумай иртеççĕ. Ачасем хушшинче те, педагогсем хушшинче те. Çакă компьютерпа тĕрлĕ çĕрте усă курас пултарулăха ÿстерсе пырать, вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те хăйсен пултарулăхне малалла туптама хистет.
Хальхи вăхăтра, акă, электронлă журналсемпе пур шкулта та усă курас ĕç хăвăрт аталанать. Чылай шкул шкулти мĕнпур классене локал сечĕпе çыхăнтараççĕ, вĕсене пурне те интернета кăлараççĕ. Çакă вĕренÿ ĕçне ашшĕ-амăшне тата лайăхрах явăçтарма май парать, вĕсене хăйсен ачисен ÿсĕмĕсемпе çитменлĕхĕсене вăхăтра асăрхама майсем туса парать. Кунсăр пуçне кашни класра компьютер пурри вĕренÿ ĕçне те лайăхрах тата нумай енлĕ туса пыма мелсем кĕртет. Кун пек чухне кашни вĕрентекен электрон журнал çумĕнчи тест тумалли хатĕрсемпе те, унти ятарлă электрон библиотекăпа та усă курма пултарать. Ачасене те кирлĕ материала шыраса тупма, пĕлĕвĕсене ÿстерсе пыма çăмăлтарах.
Инçет вĕренÿ технологийĕсем юлашки çулсенче пур çĕрте те вăй илсе пыраççĕ. Аслă пĕлÿ паракан чылай учереждени ку енĕпе çине тăрса вăй хурать. Чăвашри чи паллă университетсем ăна хăйсен ĕçĕнче усă кураççĕ. Пирĕн район та вĕсенчен кая юлса пымасть. Пирĕн тăрăхра инçет вĕренÿ технологийĕсемпе 5 çул каяллах усă курма тытăннă. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви йышăннипе Михайловкăри тĕп шкулта Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрне уçнă. Кунта чăвашлăха аталантарас ĕç вĕресе тăрать. Уйрăмах тĕрлĕрен конкурссемпе олимпиадăсем йĕркелессипе нумай тăрăшать çак Центр. Ку ĕçе район та активлăн хутшăнать. Центра малалла аталантарма, пĕр пулса олимпиадăсемпе конкурссем ирттерме тăрăшать. Унăн хăвачĕпе усă курса ытти педагогсене хальхи технологисене алла илме хăнăхтарать. Кунта сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасене вĕрентмелли условисем янтă. Сăмах май каласан, Çĕрпÿ хулин иккĕмĕш вăтам шкулĕнчи икĕ ача инçет вĕренÿ мелĕпе усă курать. Вĕсем килте, компьютер умĕнче ларсах вĕрентекенсенчен ĕçсем илеççĕ, пурнăçлаççĕ, ыттисем пекех тивĕçне паллăсене илеççĕ. Сывлăх япăх пулнă пирки шкула çÿреме пултарайман ачасем валли тата вĕрентекенĕсем валли 3 ĕç вырăнĕ илнĕ ку шкулта. Михайловкăри Центр та кун пек пулăшу кирлĕ пулсан кирек кама та пама хатĕр, паллах, вĕсем пирĕн районтан мар пулсан та.
Информаци технологийĕсемпе интернет тĕнчинче çулсеренех улшăнусем пулса пыраççĕ. Вĕсене пурне те аса илсе те пĕтереймĕн. Анчах та ман юлашкинчен пирĕн районăн пурнăçĕнче уйрăм тăракан икĕ пулăм пирки каласа хăварас килет. Пĕрремĕшĕ, шкулсен интернет телевиденийĕсем. Вĕсем пирĕн районта виççĕ: Михайловкăри тĕп шкулăн, Инçет вĕренÿ центрĕн тата Опытнăйри вăтам шкулăн. Ку ĕç çĕнĕ, анчах питĕ малашлăхлă пулăм тесе йышăнас пулать. Мĕншĕн тесен унăн аталанăвĕ вĕрентекенсемпе шкул ачисемшĕн кунсерен кирлĕрех те кирлĕрех пулса пырĕ. Вăл каналсенче вĕренÿ темипе хатĕрленĕ передачăсем, сюжетсем нумайланнăçемĕн шкулшăн хăйĕн тата кÿршĕ шкулĕн телепередачисем кирлĕ те, усăллă та пулĕç.
Тепĕр çĕнĕлĕх сирĕн умăрта - интернет журнал. Ун пек журналсем тĕнче тетелĕнче сахал мар. Анчах ку журнал чи малтан Чăваш Республикинчи педагогсем валли кирлĕ. Чăваш шкулĕсем валли тĕрлĕ предметпа хатĕрленĕ кирек мĕнле материал та пирĕн республикăра вăй хуракан педагогсене ĕçре пысăк пулăшу парса пырĕ.
Çапла пултăр.
Комментарисем:
► Migulaj (2012-03-19 23:09:53):"Хăйсен сайтне ăсталаман шкулсем те юлман ĕнтĕ." Чăваш республикинчи МИÇЕ шкулта тăван чĕлхепе тунă сайт пур? "интернет тĕнчи" вырăнне тĕнче тетелĕ е Чăваштет тесен лайăрах пулмасть-и? "локал сечĕ" вырăнне вырăнти серепе е вырăнти тетел тесен камăллă пулĕччĕ.