Федорова Ирина Николаевна |
Çут çанталăка упрасси – паянхи кунăн чи çивĕч ыйтăвĕ. Çут çанталăк илемне курма, унпа савăнма çеç мар, çав илеме упрама та пĕлмелле.
Тăван тавралăх – сывлăх тĕрекĕ. Мăн асаттесемпе асаннесем çакна питĕ лайăх ăнланнă. Этем çут çанталăкран вăй-хăват илет, çавăнпа вĕсем ăна пуç çапсах хисепленĕ. «Эпир çĕртен пулнă, çĕрех пулатпăр», – тенĕ.
Шыв… Шыв тĕнче пуçланичченех пулнă тесе каланă чăваш халăх юмахĕсенче. Шыв çинче çĕр, тĕнче, пурнăç пуçланса кайнă тенĕ. Шывăн шыва путаракан, çĕре ишсе юхтаракан, çĕре шăваракан, çĕре типĕтсе яракан, çĕре шăварса çĕртсе яракан, чир-чĕре сиплекен, чир-чĕр яракан, усал-тĕселе хăратакан вăйсем, таврашĕсем пур имĕш.
Чăвашсем шыв хăватне мĕн авалтанах ĕненнĕ. Шыв – пурнăç çăл куçĕ, пурнăç пуçламăшĕ тесе шутланă. Шыв хăватне ĕненни чăвашсен археологи палăкĕсенче, фольклор материалĕсенче, халăх йăли-йĕркинче лайăх палăрать теççĕ тĕпчевçĕсем. Чăвашсен ĕненĕвĕ тăрăх, ача чунĕ шывпа юхса килет иккен, леш тĕнчене те шывпа тасалса чÿхенсе ăсанать. Хăйĕн кун-çулне çын шывсăр пĕр кун та ирттереймест. Шыв хăватне ĕненни мĕнле йăла-йĕркесенче палăрнине тĕпчесе пĕлесси – пирĕн ĕçĕн тĕллевĕ.