Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Урок тĕсĕ: Шырав- тĕпчев мелĕпе ирттернĕ хутăш урок
Сапăрлăх тĕллевĕ: Ачасенче чăвашлăх туйăмне çÿлелле çĕклесси, çут çанталăка юратма, упрама хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем:
а) сăвва илемлĕ вулама хăнăхтарасси;
ă) сăнарлă чĕлхепе калаçма, çырма хăнăхтарасси;
б) сăвă виçисем çинчен вĕреннине çирĕплетесси;
в) сочинени çырма хатĕрлентересси;
г) «Йăмра» темăпа çырнă хайлавсем тăрăх калаçу ирттересси.
Аталантару тĕллевĕ: Ачасене поэзи тĕнчипе çывăхрах паллаштарса пултарулăх çулĕпе утма хавхалантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ÿкерчĕксемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, альбомсемпе усă курни, ачасем каласа, юрласа пани; магнитофонпа усă курни; илемлĕ вулав; ыйту-хурав; тишкерÿ; словарь ĕçĕ; презентации пăхни.
Пуплеве аталантарасси: ачасен тата вĕрентекен калаçăвĕ; сăвăсем, юрă итленĕ хыççăнхи шухăш-туйăма каласа тата çырса пĕлтересси; пĕтĕмлетÿ тăвасси.
Словарь ĕçĕ: репресси, тăмра, шарлак, тиек, бубен, Узин, черешня.
Урокра усă курмалли хатĕрсем:
Компьютер, магнитофон, кĕнекесем, çыравçăсен портречĕсем, йăмрана сăнланă ÿкерчĕксем, «Кунта çуралнă эпĕ, ÿснĕ – йăмраллă ытарми ялта…» , «Слакпуç йăмрисем» стендсем, кĕнекесен выставки, йăмраран, хăваран тунă япаласем. «Этем хăй хыççăн йĕр хăвартăр, Ÿксе пĕтме вăл çулçă мар», «Тĕрекленет халь чăвашра Турат çумне турат хушуçăн Поэзи йывăçĕ – йăмра» плакатсем, «Йăмрасем, йăмрасем…Эсир пирĕн шăпа», «Чăвашла юрлаççĕ ешĕл йăмрасем», «Йăмра пĕтмест Чăваш пĕтмесĕр, чăваш пĕтмен, пĕтес те çук!» альбомсем.
Урок эпиграфĕ: Йăмра пĕтмест чăваш пĕтмесĕр.
Чăваш пĕтмен, пĕтес те çук.
Урок юхăмĕ:
1.Учитель сăмахĕ. Урок йĕркине ăнлантарни.
Паянхи урок теми – «Чăваш поэзийĕнчи йăмра сăнарĕ.
Чăвашсем хисеплекен йывăçсем сахал мар çĕр çинче. Юмана та сума сунă вĕсем, çăка та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, хурамана та килĕштернĕ, «Пилĕк юплĕ пилешĕ те сенĕк тума пит селĕм» пулнă. Паллах, ытти йывăçсемпе те усă курнă, вĕсене те хисепленĕ. Тĕрлĕ халăхăн хăйĕн килĕштернĕ йывăçĕ пур. Вырăссем хурăна саваççĕ…
Паян вара эпир хамăра чăваш иккенне аса илтерекен, пирĕн ялсене илем кÿрекен, чăваш шăпи çинчен каласа паракан чĕрĕ сăнар – йăмра – çинчен калаçăпăр. (Урок эпиграфне класпа вуласси). «Йăмра пĕтмест чăваш пĕтмесĕр. Чăваш пĕтмен, пĕтес те çук!» (А.Воробьев). Радио вара кашни кун тепĕр 53 çултан чăваш халăхĕ çĕр синчен çухалма пултарасси çинчен калать. Килĕшме пулать-ши кунпа?
Паянхи урок вăл – килти вулав урокĕ те (эсир вуланă, пăхмасăр вĕреннĕ хайлавсемпе паллашăпăр), сăвă илемлĕ вулакансен конкурсĕ те, сăвă виçисем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни те пулĕ. Тата сирĕн урокра тимлĕ пулмалла, килте «Ялан ешерччĕр йăмрасем» темăпа хайлав çырмалла пулать. Çавна май итленĕ хайлавсенчи килĕшнĕ йĕркесене çырса пыма ан манăр.
Никитина С. П.
Никитина С. П.
■ Никитина Светлана Петровна.
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул, Патăрьел районĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1932, Хаçат: 3 (26), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: