Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Н. М. Тюрина
Н. М. Тюрина
 
Тĕллевĕсем:
- глагол çинчен мĕн вĕреннине аса илсе çирĕплетесси
- ачасен пĕлÿ шайне тĕрĕслесси
- тăван чĕлхе илемлĕхне туйма, чăваш литературипе чĕлхине хисеплеме вĕрентесси.
Вĕрентекен.
Сăпат тăрăх улшăннипе улшăнманнине кура глагол формисене икĕ ушкăна уйăраççĕ: сăпатлă формăсем тата сăпатсăр формăсем. Глаголăн сăпатлă формисем наклонени, вăхăт, сăпат, хисеп тăрăх улшăнаççĕ, предложенире тĕп член (сказуемăй) пулаççĕ.
Глаголăн сăпатсăр формисем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ: инфинитив, причасти, деепричастии.
 
Вăйă йĕрки
Вăййа пĕтĕм класс хутшăнать. Вылякансем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – ыйтусене хуравласа нумайрах очко пухасси. Вăйă 3 туртан тăрать, кашни турта 3 тема, темăсенче 4-шар ыйту.Ыйтусене ушкăнсем хăйсем суйласа илеççĕ. Чи нумай очко пуçтарнă ушкăн çĕнтерет.
1 тур
1 тема Инфинитив
1. Глаголăн инфинитив форми мĕнле пулать?
–ма(-ме) е –машкăн (-мешкĕн) аффикс
2. Салампи çыру çырма ларчĕ. Палăртнă сăмах мĕнле пуплев пайĕ?
Глаголăн инфинитив форми.
3.Инфинитивăн тăтăшлăх форми мĕнле пулать?
-серен аффикс
4. Инфинитивăн çителĕклĕх форми мĕнле пулать?
-лăх (-лĕх) аффикс
2. тема Причасти
1. Причасти глаголăн хăш форми?
сăпатсăр
2.Причастин палăрту форми
-и, -скер аффикс
3. Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар. Палăртнă сăмах глаголăн хăш вăхăтри причасти форми?
Пулмалли причасти
4. Причастисен тухăçлă формисем
Хальхи,иртнĕ, пулас, пулмалли.
3 тема Деепричасти
1. Çырма урлă каçсассăн хырăм выçать. Деепричасти тупăр.
каçсассăн
2. Деепричасти формисем
Пурлă тата çуклă
3. Деепричасти мĕнле член пулать?
Кĕçĕн член
4.Деепричастисен танлаштаруллă виçе форми.
-рах (-рех) аффикс
 
Кану саманчĕ.
Вĕрентекен глаголсене пурлă формăра калать, вĕренекенсен çак сăмахсене çуклă формăра каламалла.
Килет – килмест, утăп – утмăп, утăттăм – утмăттăм, ларатчĕ – лармастчĕ, шутла – ан шутла, вуларăм – вуламарăм, кайăсăн – каймăсăн.
 
2 тур
1.1.Ваттисен сăмахĕсем
Ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшне ăнлантарăр.
Укçапа пуйиччен туспа пуй.
Тус пурнăçра чи хакли.
2.Пăнчăсем вырăнне кирлĕ глаголсем лартăр
Куç ….. те, алă ……
Хăрать, тăвать
3.Малалла вĕçлĕр
Ĕç тăрантарать, ……. …. … ……
Кахал пăсать
4. Çак ваттисен сăмахĕнче мĕнле сăмахсем сиксе юлнă
Паян ……. ĕçе ырана .. ……
Тумалли, ан хăвар
 
2. Хамăр район çинчен пĕлетĕр-и?
1. Пирĕн районти çут çанталăк палăкĕ тесе йышăннă кÿлĕ.
Çуткÿль
2. Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче çуралнă паллă çын.
Николай Васильевич Никольский
3. Çак юман ăçта вырнаçнă? Ильинка çывăхĕнче
4. Шурча вăрçи миçемĕш çулта пулса иртнĕ? 1842
3. Куçаруçă
1. Василёк чăвашла куçарсан мĕнле пулать
Утмăлтурат
2. Тăрă шыв çине кăлар сăмах майлашавне вырăсла куçарăр
Вывести на чистую воду
3. Нет сильнее человека
Во вселенной никого…
сăвă йĕркисене чăвашла куçарăр
Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
4.. Чикме хула ятне вырăсла куçарăр.
Козьмодемьянск
 
Кану саманчĕ.
Пирĕн пĕчĕк пӳлĕмре
Тахăшĕ тустарнă.
1,2,3,4
Чăн та эс тустарнă. (кам патĕнче шутласа чарăнать, çав варрине тухса ларать. Ун куçне тутăрпа хупламалла.
Ларать ача, ларать ача(ларакан ача ятне каламалла)
Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.
Çиет ача, çиет ача
Шĕшкĕн сарă мăйăрне
Вăхăт çитсен тăрас пулать,
Ятне тĕрĕс калас пулать.
 
3 тур
1.Тупмалли юмахсем
1. Каçхине вăранать, кăнтăрла çывăрать
Тăмана
2. Атăл урлă пурçăн тилхепе картăм
Асамат кĕперĕ
3. Шыв çинче кĕмĕл кĕпер
Пăр
4. Аслăк çинче тур лаша кĕçенет
Аслати
 
 
2.Литература
1. Александра Лазарева çырнă хайлавра Олег Расланов сăнарĕ тĕл пулать?
Хайлав ятне пĕлĕр.
«Урок пуçланчĕ».
2. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввăн авторĕ.
Петĕр Хусанкай
3. Иван Лисаев çырнă «Чире ……çуралман» хайлавра сиктерсе хăварнă сăмаха тупăр.
парăнма
4. Игнатий Ивановăн хайлав ятне вĕçлĕр «Çынна мулшăн туман, ….»
… мула çыншăн тунă
 
3. Кам тавçăруллăрах
1. Типĕтнĕ курăк сăмах майлашăвĕн пĕлтерĕшне виçĕ сас паллипе мĕнле çырма пулать?
Утă
2. Миçе ав илсен суя пулса тухать?
Ултав
3. Мĕнле юхан шыв ячĕ çумне хупă сас палли çырсан глагол пулать?
Атăл – катăл, ватăл, татăл
4. Мĕнле каласан тĕрĕс? Хаçат çине çыр
Хаçата çыр
 
Очко шутлани. Çĕнтернĕ ушкăна саламлани. Маттурсем! Ялан маттур пулăр
Урок килĕшрĕ пулсан алă çупатпăр.
■  Нина Михайловна Тюрина.
Шурчари тĕп шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2664, Хаçат: 4 (27), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: