А. Е. Петрова |
(Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи 6-мĕш фестиваль - конкурса тăратнă 6-мĕш класра ирттермелли чăваш чĕлхи урокĕ)
Урок теми: Япала ячĕ çинчен вĕреннине аса илни
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ
Пĕлÿ тĕллевĕ:
-япала ячĕ çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси;
-вырăс чĕлхинчи япала ячĕпе танлаштарасси.
Аталантару тĕллевĕ:
-япала ячĕсемпе пуплевре тĕрĕс уса курма хăнăхтарасси;
-ачасен пуплев культурине тата логикǎлла шухǎшлавне аталантарасси;
-информаципе коммуникации хатĕрĕсемпе кирлĕ пек усǎ курма хǎнǎхтарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
-пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси;
-ачасен тавçǎрулăхĕпе ăнкарулǎхне аталантарасси;
--пурнăç ыйтǎвĕсем çине тĕрĕс пăхма вĕрентесси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăлла вĕренÿ, сывлăха упракан, ушкăнпа хутшăнса ĕçлеме вĕрентекен, харпăрлăха аталантаракан технологисем.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ăнлантарăвĕ, ачасен калаçăвĕ, ыйту-хурав, сăнав-тĕпчев, ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени, тишкерÿ, кластер, пĕтĕмлетÿ, слайдсемпе уса курни
Пуплеве аталантармалли хăнăхусем: илемлĕ вулав, ыйтусене хуравлани, пĕтĕмлетӱ туни.
Словарь ĕçĕ: çерçи-воробей, шăнкăрч-скворец
Урока кирлĕ хатĕрсем: слайдсем, компьютер, мультимеди проекторĕ, карточка, тест.
Усă курнă литературăпа Интернет ресурссем:
1. Чăваш чĕлхи: 6-мĕш класс валли/ Л.Г.Петрова, Ю.М.Виноградов.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014- 323 с.
2. http://samahsar.chuvash.org/ - электронлă сăмахсар
3. http://www.chuvash.org/ - чăваш халăх сайчĕ
Урок эпиграфĕ: Юлташпа вăйсăрри те вăйлă. (Ваттисен сăмахĕ)