Григорьева Т. В. |
Ку вăйă - „Раççей” телеканалпа кăтартакан „Золото нации” вăйă ĕлкипе хатĕрленĕ ăс-тăн вăййи. Ятне тĕрлĕрен калама пулать: „Шкул ылтăнĕ”, „Чăваш кĕмĕлĕ”.
Тĕллевсем:
• Ачасене харпăр хăйĕн пултарулăхне тупма, ăна çынсем умĕнче кăтартма вĕрентесси;
• Ушкăнпа ĕçлесе пуçватмăш тупсăмне хăвăрт тупма хавхалантарасси;
• Ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарасси.
Усă курмалли хатĕрсем: чăваш çыравçисен сăнĕсемлĕ çыпăçтарнă конвертсем, ребуссем.
Вăйă умĕн ачасен пултарулăхне тата кăмăлне кура ĕçсен тĕсĕсене палăртмалла. Вĕрентекен хăй те сĕнме пултарать (литература, чĕлхе, тăван ен культури урокĕсенче вĕреннисене). Кашни ача ĕç суйласа илсен 2 ушкăн йĕркелемелле. Ушкăнсенче 4-6 ача пулсан аванрах. Тупăшакансен вăйĕ пĕр пек пултăр тесе хутшăнакансене ÿсĕмне тата ĕçе кура (пĕр евĕрлĕрех ĕçсем тĕрлĕ ушкăнра пулччăр) уйăрмалла.