Иванова О. Л. |
Тема: вĕреннине аса илсе çирĕплетни.
Тĕллев: тăван çырулăхпа усă курас мехелсене никĕслесси.
Урок задачисем: вĕренекенсен пуплевне, тавракурăмне аталантарасси; вулав хăнăхăвне çирĕплетесси; кун йĕркине пăхăнма хăнăхтарасси..
Урока кирлĕ хатĕрсем.
• проектор
• экран
• сыпăксен касси
• «Чăваш азбуки» кĕнеке
• компьютерсем
Урок юхăмĕ.
1. Урока йĕркелени.
Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ парта хушшинче.
-Паян пирĕн патра хăнасем. Вĕсене пурте пĕрле сывлăх сунар.
-Паян урамра мĕнле çанталăк?
-Сире мĕнле çанталăк килĕшет?
-Класра хĕвел пулнă пулсан мĕнлерехчĕ? (Хĕвел ÿкерчĕкĕ-2 слайд)
- Хĕвел ăшшăн пăхтăр тесен сирĕн урокра тăрăшса ĕçлемелле.
Комментарисем:
► Ольга Осипова (2018-07-09 22:32:53):Тав