Л.В.Никифорова, Г. А. Керукова |
Пуçламĕшĕнче «Тăрна» юрă кĕвви янăрать.
1-мĕш ертÿçĕ: Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем, вĕрентекенсем, ачасем!
2-мĕш ертÿçĕ: Паян эпир пысăк уява пуçтарăнтăмăр. Сцена çинче те, залра та йĕри-тавра Николай Никольский хушаматне вулатпăр.
1-мĕш ертÿçĕ: Кам-ши вăл Николай Васильевич Никольский?
2-мĕш ертÿçĕ: Мĕн пĕлетпĕр эпир ун çинчен?
1-мĕш ертÿçĕ: Çĕр-шывсем нумай тĕнчен,
Пĕринчен тепри илемлĕ,
Эпĕр – Улăп йăхĕнчен,
Чи ирĕклине иленнĕ.
2-мĕш ертÿçĕ: Халăхсем нумай тĕнчен,
Пĕринчен тепри тĕреклĕ,
Эпĕр – Улăп йăхĕнчен, Сапăр та сатур чĕреллĕ.
1-мĕш ертÿçĕ: Эпĕр – Улăп йăхĕнчен:
«Атăл çи – тăван кил!» - тетпĕр,
Туссене мĕн пур енчен
Çăкăр-тăварпа кĕтетпĕр.
2-мĕш ертÿçĕ: Эпĕр – Улăп йăхĕнчен,
Тымарсен чакми хăват пур,
Ĕмĕт инçете чĕнсен
Çăлтăр витĕр çул хыватпăр.
1-мĕш ертÿçĕ: Николай Васильевич чăвашсен пĕрремĕш хаçатне «Хыпара» никĕслекенĕ, этнограф, ученăй-энциклопедист, паллă историк, общество деятелĕ, Хусан университечĕн профессорĕ.
2-мĕш ертÿçĕ: Паллă писатель, журналист, филологи наукисен кандидачĕ Константин Петров ахальтен мар ун çинчен Аслă Улăп тесе каланă.