Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Мандрюкова В. П.
Мандрюкова В. П.
 
Марина: Евгений! Ăçта эсĕ?
Автобус тахçанах иртсе кайрĕ вăл халĕ те çук.. Уява пуçлама та вăхăт ĕнтĕ…Вăт хула каччи, хăй мана пĕрех май чăваш уявне илсе кайса кăтарт-ха – кăтарт-ха тет.
Евгений: Марине,эс паçăрах кĕтетĕн-и? Ара эпĕ Пашьелĕнче анса юлас вырăнне. Асанкассинче анса юлнă, Пашьелне çуран утма тиврĕ. Юрать-ха çулне манман, кукамай патĕнче, каникул вăхăчĕсене ирттерни сая кайман иккен.
Марина: Паçăрах мар та хам та чарăнăва тин çеç тухрăм. Ачасем уява пуçтарăннă ĕнтĕ,ав. Лешкас хĕрĕсем юрласа кунталла килеççĕ.
Евгений: Чăн та, ялта пулманни чылай…кукамайпа пĕчĕк чух урама тухса ларсан иртен-каян: «Уяв тума тухрăр-и?»-тетчĕç. Ун чухне эпĕ уяв мĕнне пĕлсех те кайман.
Марина: Уяв-уяс вырăсла, (блюсти) сăмахран пулса кайнă, уяс тени йăла-йĕркене тытас тенине пĕлтерет, уяв вăййисене уçă вырăнта е уçланкăра ирттернĕ. Унта таврари пĕтĕм юрăçă-кĕвĕçĕ пуçтарăннă, черетпе тăрса ташланă, шăхличĕ, шăпăр, купăс каланă.
Хĕрсемпе каччăсем карталанса юрланă… Паян ак хăвах курăн эпир те кукамайсемпе, кукаçайсен йăли-йĕркисене манасшăнах мар.
Евгений: Хĕрсем юрласа килнине Асанкассинче те куртăм-ха.
Марина: Ав пирĕн касс хĕрĕсемпе каччисем, чи малтан çитрĕç. Уява пуçлар.
Вĕренекенсем «Илемлĕ-илемлĕ», «Атьăр хĕрсем выляма», «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» юрăсем юрлаççĕ. Маринăпа Евгений вăйă картине кĕреççĕ, юрă чарăнсан..
Евгений: Хитре юрлатăр-çке. Вăйă юррисем çав тери илемлĕ пулнине пĕлмен те эпĕ.
Марина: Хула каччи çав эсĕ. Пирĕн ял хĕрĕсем, юрра та, ташша та ăста. Хăвах курăн акă.
(5-8 -мĕш классем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ)
Марина: Ну ачасем паллаштарар-кăтартар хула каччине хамăр пултарулăха. Сăвă калар, пирĕн асаннесемпе кукамайсем çимĕк сăввисене еплерех вуланине манар мар.(Виçĕ ача сăвă калаççĕ)
Евгений: Тĕлĕнмелле сăвăсене еплерех илемлĕ, янăравлă, чуна тивмелле вулама пулать иккен. Маттур та иккен ачасем.
Марина: Курасчĕ санăн Кĕçĕнкассем, юрра та, ташша та, шÿте те ăста.
(Вĕренекенсем хатĕрленĕ юрăсене юрлаççĕ, ташлаççĕ, вуланă произведенири сыпăксене выляса кăтартаççĕ.)
Евгений: Аслă кас хĕрĕсем мĕн чĕнмесĕр тăраççĕ? Кунта эпĕ пĕлнĕ хĕрсем те пур-ха.
Алĕна, эсĕ чăваш юррисене питĕ хитре юрлать теççĕ, чăнахах-и? Итлесе пăхасчĕ сире.
Марина: Аслă кас хĕрĕсем пеек хитре юрлакан ялĕпе те çук, хĕрсем пуçлар-и, хамăр юратнă юрăсене юрлама?
(Аслă классен пултарулăхĕ)
Пĕри: Çитет юрласа, айтăр ăмăртмалла выльăпăр?
Тепри: Айтăр çĕрĕ памалла вылятпăр. Кама çĕрĕ çакланать, лекет, вĕсене ăмăртмалла чăваш ташши ташлаттаратпăр. Чăваш кĕвви калаттаратпăр, вăй виçтеретпĕр (малалла ăмăртусем: вĕрен туртасси, алă вăй виçесси).
Марина: Çитет пулĕ, саланар. Юрла-юрла, савăна-савăна тул çутăлнине те сисмĕпĕр.
Евгений: Чăнах та, манăн ирех хамăн та хулана таврăнас пулать, телейлĕ эсĕ Марина.
Марина: Мĕншĕн?
Евгений: Ялта пурăнса мĕн чухлĕ асаттесемпе асаннесен ырă йăлисене вĕренсе пыратăр.
Марина: Манас марччĕ асаттесемпе асаннесен ырă йĕркисене тата ытларах вĕренсе пырасчĕ, Евгений, тепĕр çул та сана уява кĕтетпĕр.
Евгений: Сывă пулăр хĕрсем,ачасем, тепĕр çулччен.
■ Мандрюкова Валентина Петровна.
Чăваш Республикин Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекен
 
: 1996, Хаçат: 2 (29), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: