Егорова Т. А. |
Урок тĕсĕ: вăйă урокĕ
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене чăваш юмахĕ-халапĕпе, вăййисемпе интереслентересси, хисеп ячĕсене аса илесси
Сапăрлăх тĕллевĕ: ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси.
ачасен шухăшлавне, пуплевне аталантарасси, пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Урокра усă куракан меслетсем: ыйту - хурав, учитель сăмахĕ, харпăр хăйне тĕрĕслени, урокра вĕреннипе усă курса хăнăхтарусем пурнăçлани, пĕтĕмлетÿсем туни, ĕçе хаклани, ушкăнпа ĕçлени.
Калаçу чĕлхине аталантарни: шут сăмахсем тупасси, театр йĕркелесси, ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, сцена çинче сăпайлă пулма, хăйсем тĕллĕн выляма хăнăхтарасси, ушкăнпа ĕçлесе пуç ватмăш тупсăмне хăвăрт тупма хавхалантарасси;
ВУДсем:
Харкамлăх результачĕ: ачасен тăван чĕлхене тĕплĕнрех вĕренес, харкамăн пуплев ĕç-хĕлĕсене аталантарас кăмăлĕ амаланни;
-тантăшĕсен тата харкам пуплевне сăнама, тĕрĕслеме вĕренсе пыни;
-тăван чĕлхе пуянлăхĕпе, илемĕпе киленме пуçлани.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
- тĕрлĕ текста тишкерме хăнăхса пыни;
- калура тата çырура пуплев тата хутшăну этикечĕн нормисене тытса пыма хăнăхса пыни;
- харпăр хăй ĕçне йĕркелеме вĕренсе пыни;
Предметăн пайрам результачĕсем:
-пуплев пайĕсене (япала ячĕ, хисеп ячĕ) палăртма чухлани.