Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
Кăçал, 2018 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче, чăваш тата ытти тĕрĕк чĕлхисене тĕпчекен ученăйсем, тăван чĕлхемĕре вĕрентекенсем тĕрĕк тĕнчишĕн паллă ученăй Иван Андреевич Андреев профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕç.
Иван Андреевичăн юлашки ĕç вырăнĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри пулчĕ. Кунта ученăй профессор должноçĕнче ĕçлерĕ.
Иван Андреевич пĕтĕм пурнăçне чăваш чĕлхи ăслалăхĕпе, чăваш чĕлхине шкулта вĕрентессипе çыхăнтарнă çынччĕ – кафедрăра вара чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентессишĕн ответлăччĕ, çавăнпа лекцисемпе практика занятийĕсене ирттернисĕр пуçне шкулсене тухса çÿретчĕ, курс ĕçĕсене ертсе пыратчĕ. Иван Андреевича эпир яланах хамăр институтăн ăслăлăх канашĕн членне çирĕплетме сĕнеттĕмĕр. Кунсăр пуçне пирĕн профессор Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ученăй совечĕн ларăвĕсене çÿретчĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕсен комиссийĕнче те ĕçлетчĕ.
И.А. Андреев профессор хăйне чăваш чĕлхине шкулта вĕрентессипе тачă çыхăнтарнă тĕпчевçĕ тесе шутлатчĕ. Ку чăнах та çапла пулнă. Иван Андреевич Калинино педучилищине пĕтернĕ, Етĕрнере педучилищĕре, Канашра учительсем хатĕрлекен институтра, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентнĕ. Çавăнпа ăслăлăха практикăран пĕртте уйăрман. Ăслăлăх çулĕ Иван Андреевича психологи енĕпе яма пултарнă, анчах Мускавран аспирантурăна вĕренме чĕнсе янă йыхрав таçта Шупашкарта çухалать те, Иван Андреевич пĕтĕм пурнăçне чăваш чĕлхине тĕпчесе ирттерет. Иван Андреевичăн ăслăлах ертÿçи паллă тюрколог В.Г. Егоров профессор пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. И.А. Андреев чĕлхе историйĕпе кăсăкланнă пулин те, тĕпчев ĕçĕсене хальхи чĕлхене тĕпчесе çырнă. Çырнă ĕçĕсенчен чи пысăк пайĕнче сăмах чăваш чĕлхин грамматики çинчен пырать. Кандидат диссертацийĕ ученăйăн чăваш чĕлхинчи причастисене халалланăскер пулнă. Причасти ыйтăвне тишкернĕ май хутлă тата хутсăр предложенисем пĕр-пĕринчен мĕнле уйрăлса тăнине татса памасăр май килмен, мĕншĕн тесен тюркологсем хутлă предложени ыйтăвĕ пирки хĕрсе кайса тавлашнă. Тавлашура Иван Андреевич Н.К. Дмитриев профессор концепцине йышăнать. Диссертацие çамрăк ученăйăн дискусси хыççăн тин хÿтĕлеме май килет.
Çакнашкал чăрмав тавраш И.А. Андреев профессор пурнăçĕнче час-час пулать, мĕншĕн тесен ученăй яланах çĕннине, нумай çын пуçĕнче çирĕпленнĕ теорипе килĕшмен шухăша каланă. Тĕслĕхрен, шкул программине сÿтсе явни, орфографи тавлашăве ман асран халь те каймасть. Эп хам куçпа курманни тата мĕн чухлĕ пулнă-ши?!
75 çул тултарнине паллă тунă çул Иван Андреевичăн хăйĕн иртнĕ пурнăçне аса илсе пĕтĕмлетнĕ вăхăт пулнă курăнать. Пĕррехинче кафедрăра профессор çапла каларĕ: «Мана çăмăл пулмарĕ. Ялан тенĕ пек пĕччен пултăм. Хÿтĕлекенсем хамăр йышра тупăнмарĕç – орфографи ыйтăвĕпе кăна Иван Павловичпа эсир иксĕр пулăшрăр», – терĕ.
Иван Андреевич хăйне курайман çынсем çук тесе шутлатчĕ: «Эп никама та усал туман», – тетчĕ. И.А. Андреев пек çынсен кĕвĕçсем, тăшмансем пулман теме çук (И.Я.Яковлев çутта кăларуçа аса илĕр), мĕншĕн тесен ученăй оппонентсене хыттăн хуравлама та тиветчĕ. Темпераментне кура Иван Андреевич кампа та пулин вĕриленсе калаçнине час ирттерсе ярать пек туйăнатчĕ мана. Тен, ку шухăшăм ман тĕрĕсех те мар пуль, мĕншĕн тесен, Иван Андреевичăн мăшăрĕ Евгения Яковлевна каланă тăрăх, ученăй шухăшласа, кулянса çывăрман каçсем час-час пулнă. Тухтăрсем те ватлăха кайнă çынна: «Эсир хăвăра хирĕç каланине чуна ытла çывăх илетĕр. Сирĕн пăшăрханма юрамасть», – тесе асăрхаттарнă.
Мĕн тесен те, мана И.А. Андреев теорийĕ шкулта чăваш чĕлхи вĕренĕвне никĕслесе тăни, профессора чылай çын ырăпа асăнни савăнтарать, пуласлăха шанма хистет. Тĕрĕслĕх вăл хăçан та пулин çиеле тухать.
 
: 1538, Хаçат: 4 (31), Категори: Чĕлхеçĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: