Иванова Н. Г. |
Методика сĕнĕвĕ
ФГОС тĕллевĕсене тĕпе хурса çырнă „Тăван литература: 5-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки“ содержанине кĕртнĕ хайлавсем вĕренÿ тĕллевне мĕнле пурнăçланине уçăмлатать.
Тăван наци культурине вырăс, тĕрĕк тата Европа тĕнчин ăс-пурлăхĕпе шайлаштарса вĕрентмелли ăслай мелĕсем мĕншĕн кирлине ăнлантарать.
Тăван (чăваш) литература урокĕсенче кашни ача тĕрлĕ культурăпа паллашса вĕсем хушшинчи пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсене сăнанă май нацисем хушшинчи культура çыхăнăвĕ нихçан татăлманнине, ялан аталаннине курма-туйма вĕреннине калать. „Культурăсене тĕпе хурса вĕрентес» концепци тăван культурăпа литературăри тата тĕнче литературинчи пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупса танлаштарма, сăлтавлама майсем туса панине тĕслĕхсемпе ĕнентерет.
„Тăван литература тĕнче шайне сарăлни“ тема Çеçпĕл Мишшин „Вăхăт çитĕ... Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ…“ шухăша ĕнентермелли материалсемпе паллаштарать. 5-мĕш класс ачисем тăван чĕлхе поэзийĕ тĕрлĕ чĕлхепе Европа шайĕнче пичетленсе тухнине, тĕнче поэзийĕ чăвашла янăранине ăса хывса наци культурипе мухтанма вĕрентмеллине аса илтерет. Геннадий Айхи ЮНЕСКО ялавĕ айĕнче «Чăваш поэзийĕн антологине” хатĕрленине, тĕрлĕ ятпа Италире, Англире, Венгрире, Францире тата Швецире пичетленине, чăваш çыравçисен хайлавĕсене тĕнчери пур халăхсен культурипе çыхăнтармаллине ăша хывтарттарать. Петĕр Хусанкай поляксен чаплă поэчĕ Юлиан Тувим çырнă «Экс ориенте люкс» («Хĕвелтухăçĕнчен çутă!») хайлава ăста куçарнине, литературăра поляк халăхăн аваллăхĕ, шухăшлавĕпе тĕнчекурăмĕ, йăли-йĕрки çырăнса юлнине куртарттарать.
Тепĕр çĕнĕ тема вăл „Тăван чĕлхе – турă панă чĕлхе, ăна манма юрамасть”. Ку пай „Ярăмри шăрçасен асамлă çути” ум сăмахпа пуçланать. Ярăмри шăрçасем кунта – тĕрĕк литературине кĕрекен Азипе Европăра вырнаçнă тĕрĕк халăх литературинчен илнĕ хайлавсем.
Тĕрĕк халăх литературинчен илнĕ сăвăсемпе калавсем, повесть сыпăкĕсем тĕрĕк халăхĕн ăс-хакăл культурине, çынлăхлă тĕнче курăмне, илемлĕх пахалăхне ăша хывма пулăшассине калать. 5-мĕш класс ачисем чăваш çыравçисен хайлавсемпе тÿр килекен тĕрĕк халăх литературин хайлавĕсен сыпăкĕсене тишкерет. Тĕслĕхрен, пушкăрт çыравçин, Ямиль Мустафинăн „Тайфун” повесть сыпăкĕнчи качака сăнарĕ Ева Лисинăн „Мускав кушакне чапа кăлартăм“ хайлаври кушак, Мархва Трубинан кушакĕпе чăх сăнарĕсене çывăххине, туркмен сăвăçин тата философĕн Махтумкулин Довлетмамед-оглы (Фараги) „Чăнлăх çути” сăвви вара „Тăван кил – ылтăн сăпка”, „ Асли ăслă, кĕçĕнни сапăр пултар” темăсенчи шухăшпа пĕр килнине палăртать. Якут сăвăçин Платон Ойунскин „Тăпăр-тăпăр ташлама” хайлавне „Сăвă-юрă янăрать юрлама пĕлсен кăна” темăри ача-пăча сăмахлăхĕн, йăла уявĕсен сăвă-юрă тĕслĕхĕсемпе, А.Н. Алимасовăн вкладкăра панă „Çăварни” „Алă тытмалла” ÿкерчĕксемпе çыхăнтармаллине тĕслĕхĕсемпе ĕнентерет.