Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ю. М. Александрова
Ю. М. Александрова
 
Урок тĕллевĕсем:
- ачасене Çĕрпÿ ярмăркки, Тихвин мăнастырĕ çинчен пĕлÿ парасси;
- халăхăн йăла-йĕркине упраса малалла аталантарасси;
- обществăлла вырăнта хăйсене тытма вĕрентесси;
- Тăван çĕр-шыва юратма, упрама, ваттисене хисеплеме вĕрентесси;
- ачасене пуплевне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тавра курăмне ÿстересси.
Урок хатĕрĕсем: магнитофон, доска çинче - мăнастырь, ярмăрккă, карусель, сцена ÿкерчĕкĕсем, урапаллă лаша, ачасен фотографийĕсем, ярмăрккăра илнĕ хатĕрсем (шăхлич, матрешка, хăмпă, çил арманĕ тата ытти те), хамăр алăпа тунă хатĕрсем, ăсталанă карусель, икĕ ункă, карçынкка.
Хатĕрленÿ саманчĕ: Ачасем тата вĕрентекен чăваш тумĕсемпе, класра выставка йĕркеленĕ, доска çинче ÿкерчĕксем çыпăçарнă, урок темине тата йывăр сăмахсене çырса хунă.
Урок юхăмĕ:
Воспитатель: - Ачасем, паян пирĕн пата хăнасем килнĕ. Вĕсем эпир мĕн тума пĕлнине, вăхăта мĕнле кăсăклă та интереслĕ ирттернине курасшăн.
Воспитатель: - Эсир асăрхарăр-и, паян пурте питĕ хитре тумланнă. Эпĕ те сирĕн пекех чăваш тумне тăхăннă. Эпир пян сирĕнпе Çĕрпÿ ярмăрккине çитсе курăпăр. Уявра çынсем яланах хитре тумланаççĕ. Кам пулса курнă унта? (Ачасен хурăвĕсем.)
Воспитатель: Ĕлĕк чăвашсем ярмăрккăна мĕнпе çÿренĕ? Тĕрĕс, лаша кÿлсе урапапа ларса кайнă. Лашине хитрелетнĕ. Хăйсем капăр тумланнă, хаваслă юрăсем юрланă. Атьăр-ха, эпир те паян лашапа каяр, çынсене тĕлĕнтерер. Ларар урапа çине. Андрей, эс ăçта ларасшăн? (Ачасем хăйсен фотоÿкерчĕкĕсене лав çине магнитпа çыпăçтарса пыраççĕ., тулли предложенипе ăçта ларнине хуравлаççĕ.) - Эпĕ мала лартăм. (Пĕтĕм ача хурав парса пырать.)
Воспитатель: Çул çинче хаваслăрах пулма юрă юрлăпăр. ("Пĕчĕк çеç путене" юрă.)
Воспитатель: Ярмăрккăна çитсе пыратпăр. Çул çинче мăнастырь. Вăл малтан арçынсен мăнастырĕ пулнă. Кайран, вăхăт иртнĕçемĕн, çурчĕсем ишĕлсе пĕтсен, арçыннисем тухса кайса пĕтеççĕ, вара хĕрарăмсем килсе çурчĕсене çĕнетсе тепĕр хут хута янă. Халĕ ĕнтĕ вăл хĕрарăмсен мăнастырĕ. Эпир унта пулса курнă.
Воспитатель: Кĕпер урлă каçнă чух ярмăрккă çинчен каласа паратăп. Çĕрпÿ ярмăркки кашни çулах июнь вĕçĕнче пулса иртнĕ. Вĕл пилĕк куна тăсăлать.
Çĕрпÿ ярмăрккине таçти инçетри купцасем пĕлсе тăнă. Сутăçсем таварĕсене малтанах хатĕрлесе хунă. Мĕн сутма май килнĕ, çавна сутнă: выльăх-чĕрлĕх, мăк, килте тунă хатĕрсем, апат-çимĕç тата ытти те.
(Калаçу тум çинчен.)
Сергей: Маша, ку калпака эсĕ ярмăрккăра илнĕ-и?
Маша: Çу-ук, эпир ăна пĕлтĕр ĕç урокĕнче çыхнă. Эсĕ пĕлтĕр кунта пулман та, çыхнине кураймасăрах юлнă.
Воспитатель: Ачасем, эпир тем те ăсталама пултаратпăр. Кăмăлăрсем пулсан кăçал та çак ĕçе малалла тăсăпăр.
Воспитатель: Акă ярмăрккăна çитрĕмĕр. Ачасем кĕриччен хамăра мĕнле тытмаллине аса илер. Пĕр-пĕринчен çухаласа ан юлăр, чышкаланса-тĕрткеленсе ан çÿрĕр, кăшкăрса ан калаçăр, тата çын япалине вăрлама юрамасть.
Чи малтан вăйăсем ирттернĕ çĕре утар. Кунта мотоциклсем те чупаççĕ, футбол та выляççĕ, кĕрешеççĕ те. Эпир те сирĕнпе кĕрешсе илер. ("Автансен кĕрешĕвĕ", "Икĕ пĕчĕк сар автан")
(Физкультура тăхтавĕ - "Карусель")
Воспитатель: Кĕрешсе ывăнтăмăр, атьăр канмалла карусельпе ярăнса илетпĕр. (Патак, йĕри-тавра лентăсем.)
Воспитатель: Ачасем, асăрхануллă пулăр, çыхăнăр, ÿксе ан юлăр.
(Сцена патне çитрĕмĕр - ÿкерчĕк уçмалла.)
- Ярмăрккăна таçан-таçтан: ытти республикăран, облаçран - тĕрлĕ артистсем килнĕ. Чăваш эстрада артисчĕсем те çитнĕ кунта. Эпир те паян артист пулса курар. Андрейпа Маша - паян пирĕн артистсем. (Чăваш ташши.)
- Эпир те маттур иккен, артистсенчен пĕрте кая мар. Э-э, киле кайма та вăхăт çитрĕ. Ярмăрккăран нихçан та пуш алăпа таврăнмаççĕ. Асра хăварас тесе эпир те мĕн те пулин туянар. Акă кунта тем тĕрлĕ тавар та сутаççĕ.
Воспитатель: Миша, эсĕ мĕн илесшĕн?
Миша: Эпĕ шăхлич илетĕп. (Шăхлич - свистулька.)
Воспитатель: Ачасем, пурте мĕн илнине калăр, хăнасем те пĕлччĕр.
Андрей: Ват асаттен çăпати çĕтĕлнĕ. Мана çăпата илме хушса янă. (Çăпата - лапти.)
Воспитатель: Максим, хăмпине урапа çине çыхар, илемлĕ пултăр. Ытти таварĕсене карçинккана хурар, ÿксе ан юлччĕр.
- Кайрăмăр, пурте ларчĕç-и?
Ачасем шавлаççĕ: шăхăраççĕ, тапăртатаççĕ, калаçаççĕ.
Пĕтĕмлетÿ:
Воспитатель: Акă киле çитсе пыратпăр. Пурте эсир савăнăçлă. Ну мĕнле, паянхи çул çÿрев килĕшрĕ-и? Сире уйрăмах мĕн килĕшрĕ? Мĕн çĕнни пĕлтĕр?
- Çул çинче мĕн çинчен пĕлтĕмĕр. (Иккеленсен.)
- Çын хушшинче хăвăра мĕнле тытмалла? (Тĕккеленме юрамасть, алхасмалла мар, вăрлама юрамасть, кăшкăрни, усал сăмахпа калаçни килĕшÿсĕр.)
- Хăш чăвашла сăмахсем сирĕншĕн çĕнĕ пулчĕç? (Шăхлич, çăпата, урапа.)
- Пирĕн çакăнпа çул çÿрев вĕçленчĕ. Эсир питĕ маттур пултăр, килес çул ярмăрккăна кайсан хăвăра мĕнле тытмаллине манса ан кайăр. Яланах сăпайлă пулма тăрăшăр. Халĕ вара, тăхтав вăхăтĕнче, ярмăрккă кучченеçне тутанса пăхăпăр. Эпĕ эсир куриччен печенипе канхвет илтĕм. Хăнасене те сĕтел хушшине чĕнетпĕр.
■ Мария Юрьевна Александрова.
Çĕрпÿри 1-мĕш шкул-итернат
 
: 1462, Хаçат: 4 (31), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: