Чăваш чĕлхине юратса вĕренекенсем, экзамена та çак предметпа тытас текенсем валли республикăн пĕрлехи экзаменне ирттереççĕ.
Экзамен 3 пайран тăрать:
1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла.
2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. 4 хуравран пĕрне суйласа илмелли 13 ĕç тумалла.
Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче – итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла.
Çак пайри ĕçсем çинчен ăнлантарса панине эпир паянхи номерте пичетлетпĕр. Хăвăра кирлĕ материала аяларахри каçăпа уçласа илме пултаратăр.