Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Иванова Р. Г.
Иванова Р. Г.
 
Тăван наци культурине вырăс тĕнчин ăс-пурлăхĕпе шайлаштармалла. „Культурăсене тĕпе хурса вĕрентес» концепци тăван культурăпа литературăри тата тĕнче литературинчи пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупса танлаштарма, тĕпчеме, системăласа пĕтĕмлетме, хак пама, ушкăнлама, сÿтсе явса çирĕплетме, ĕнентерме, сăлтавлама май парать. Тĕрлĕ çыравçă куçĕпе пăхса çынпа çут çанталăк, çынпа халăх, çынпа çын, харкам çынпа этемлĕх хушшинчи пин-пин çыхăнусене сăнарлăн уçса кăтартма вĕренетпĕр. Çак пĕлÿ çынна кăмăл-туйăма, шухăшлава аталантарма, ăс-хакăла çивĕчлетме, ыттисене ăнланма вĕрентет. Вырăс литератури чăваш литератури пекех çын чунне, шалти тĕнчине уçса кăтартакан сăмах ÿнерĕ пулнине тавçăрса илме пĕлнине, чăваш тата вырăс халăхĕсен литературинчи сăнарсене, сюжет йĕрĕсене танлаштарса хак пама пĕлни, вырăс литературинчи жанрсен аталанăвне курма пултарнине аталантарать.
Çÿлте каланисене шута илсе тĕпчев ирттернĕ чух пирĕн ума çакăн пек тĕллевсем тухса тăчĕç:
1) вĕренекене тĕрлĕ культурăпа паллашса вĕсем хушшинчи пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсене сăнаса уйăрма хăнăхтарасси;
2) нацисем хушшинчи культура çыхăнăвĕ нихçан татăлманнине, ялан аталаннине курса-туйса тăма хăнăхтарасси;
3) вырăс тата чăваш литературинчи паллă çыравçăсен хайлавĕсене поэзи синтаксисĕ енчен тишкерсе вĕсен сăнарлăх системинчи пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсене палăртасси;
4) икĕ паллă çыравçăн сăнлăхĕсемпе сăнарлăхĕсем вулакан туйăмĕсем çине мĕнле витĕм кÿнине ăнланасси.
Çак тĕллевсене кура пирĕ ĕçĕн актуалăхне çапла палăртма пулать:
1) ку таранччен çак темăпа Ю.И. Скворцовпа И.С.Тургенев поэзине никам та тĕпчемен;
2) çак тĕпчев ĕçĕ вырăс тата чăваш литератури учителĕсем валли ачасене вĕрентес ĕçре пулăшу пуласса шанатпăр.
Татса памалли çивĕч ыйту (проблема): поэзи синтаксисĕн мелĕсемпе усă курса икĕ çыравçă хăйсен хайлавĕсен сăнарлăхне епле вăйлатни.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1372, Хаçат: 1 (32), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: