Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Чăвашла çырнă май компьютерпа ăна тĕрĕслесси малти вырăна тухса тăрать. Çавăнпа та ку пĕлтерĕшлĕ ĕçе темиçе çул хушши ĕнтĕ туса пыратăп. Ку орфографи тĕрĕслевĕпе çыхăннă виççмĕш статья. Ун çумне эпĕ орфографи словарĕн виççĕмĕш хут çĕнетнĕ электрон словарьне вырнаçтаратăп. Пĕрремĕш вариантра 50 пин сăмах пулнăччĕ, иккĕмĕш вариантра 80 пин ытларах, хальхинче сăмахсара 90 пине яхăн сăмах кĕнĕ.
Орфографи тĕрĕслемелли сăмахсара компьютерти Microsoft Office ятлă папкăна вырнаçтармалла та ăна усă курма курак паллине лармалла. Вара малалла унпа Microsoft Office-а кĕрекен кирек хăш программăра та чăвашла çырнине тĕрĕслеме пулать. Хăть презентаци ту, хăть текст ăстала, хăть таблицăсенче ĕçле, уншăн пурпĕрех - пур çĕрте те йăнăш пуррине кăтартса аялтан хĕрлĕпе паллă тăвĕ.
Офиса кĕмен программăсенче - калăпăр, интернетра браузерпа ĕçленĕ чухне эсир чăвашла çырнине пур çĕрте те хĕрлĕпе паллă тăвĕ, эсир тĕрĕс е тĕрĕс мар çырнине пăхмасăр. Мĕншĕн тесен пĕр браузер та Microsoft Office-а кĕрекен программăсем шутĕнче çук.
Сăмахсара вырнаçтармалли папкăна çак адреспа тупма пулать: C:\Users\усă кураканăн ячĕ\AppData\Roaming\Microsoft\UProof . Ку адрес 2007-мĕш Офисăн. Ытти Офиссен адресĕ урăхларах пулма пултарать.
Текст çырнă чухне Юникодăн пĕтĕм тĕнчери пĕр пеклетнĕ стандартне кĕрекен çак символсемпе усă курмалла, вĕсене чăваш чĕлхе комиссийĕ усă курма сĕннĕ:
- ă (U+0103)
- Ă (U+0102)
- ĕ (U+0115)
- Ĕ (U+0114)
- ç (U+00E7)
- Ç (U+00E7)
- ÿ (U+00FF)
Урăх йышши символсемпе çырнине словарьпе усă курса тĕрĕслеме май çук.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1398, Хаçат: 1 (32), Категори: Редактор сăмахĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: