Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
(Юмах)
Андреева Н. Г., Николаева О. В.
Андреева Н. Г., Николаева О. В.
Вăрман. Кайăксем юрлаççĕ. Асламăшĕпе мăнукĕ вăрмана çитрĕç.
 
Асанне.
Ак çитрĕмĕр вăрмана
Шурă кăрăç пуçтарма.
Атя, мăнук, пуçтарар,
Карçынккана тултарар.
 
Мăнук.
Уя ҫумăр йĕпетет,
Çÿлте аслати кĕрлет.
 
Асанне.
Ӣĕри- тавра шыв кăна,
Пытанма çук ниăçта.
 
КĂМПА ТУХАТЬ.
 
Мăнук.
Кам чупать-ши çав уйра?
Хăй йĕпеннĕ, тăр! чĕтрет.
 
Асанне.
Ăнсăртран йĕпе уйра
Кăткă курчĕ кăмпана.
 
Кăткă.
Тăрăп эпĕ ҫакăнта,
Кĕтĕп ҫумăр чарнасса,
Кайран кайăп малалла.
 
Мăнук.
Ҫумăр чарăнми ҫăвать!
Кам унта уйра утать?
 
Асанне.
Лĕпĕш кунталла шăвать .
 
Лĕпĕш.
Кĕрт–ха, кăткă, эс мана
Кăмпа айне васкаса.
Йĕпе манăн ҫунатсем,
Вĕçейместăп типмесен.
 
Кăткă.
Кунта тăвăр-ха мана!
 
Лĕпĕш.
Хĕрхенсем ĕнтĕ мана !
 
Кăткă.
Юрĕ эппин, тăр кунта !
 
Мăнук.
 
Кăмпа айĕнчи туссем,
Кĕтрĕҫ ҫумăр иртессе!
 
Асанне.
Ҫумăр ҫав-ҫавах ҫăвать.
Уйра шăши ҫул шырать.
Курах кайрĕ кăмпана,
Хăвăрт чупрĕ унталла.
 
Шăши.
Лекрĕм эп ҫумăр айне,
Кĕртĕр-ха кăмпа айне!
 
Пурте.
Кунта тăвăр хамăра!
 
Шăши.
Кĕртĕр-ха мана, тархасшăн!
 
Пурте.
Юрĕ эппин, кĕр кунта!
 
Мăнук.
Кăмпа айĕнчи туссем ,
Кĕтрĕç ҫумăр иртессе!
 
Асанне.
Ҫерҫи ак сиксе çитет,
Хăй тăр-тăр кăна чĕтрет!
 
Ҫерҫи.
Манăн тĕкĕм йĕп-йĕпе,
Вĕҫейместĕп ниепле.
Кĕртĕр-ха мана, тархасшăн!
 
Пурте.
Кунта тăвăр хамăра!
 
Ҫерçи.
Ҫумăр кăштах чарăнсан
Кайăп эпĕ малалла!
 
Пурте.
Юрĕ эппин, кĕр кунта!
 
Асанне.
Мăнук, пăх-ха, унталла —
Пакша килет пулмалла.
 
Пакша.
Туратран турат ҫине
Çăмăллăн сикетĕп.
Хĕл валли эп йăвана
Мăйăрпа кăмпа пухатăп.
Кĕртĕр-ха мана, тархасшăн!
 
Пурте.
Юрě эппин, кĕр кунта!
 
Асанне.
Çулпа чĕрĕп те пырать,
Кăмпана курах каять!
 
Чĕрĕп.
Ҫурăм ҫинчи ман йĕпсем
Йывăрланчĕç йĕпенсе.
Кĕртĕр-ха мана, туссем!
 
Пурте.
Юрĕ эппин, кĕр кунта!
Мăнук.
Кăмпа айне пухăнса
Вăй вылярĕҫ савăнса!
 
Асанне.
Мулкач чупать васкаса,
Вăл та курчĕ кăмпана.
 
Мулкач.
Кĕртĕр-ха мана кунта —
Тилĕ хăвалать мана!
Пурте.
Кĕр те хыçалта пытан!
 
Мăнук.
Тилĕ килет йăпшăнса,
Кăмпа еннелле пăхса.
 
Тилĕ.
Мулкача курмарăр-и?
Кунталла килмерĕ-и?
Пурте.
Эпир мулкача курман!
Кунта тăвăр хамăра!
 
Тилĕ.
Мулкач ҫук пулсан кунта,
Кайрăм эпĕ малалла.
Асанне.
Ҫумăр чарăнчĕ тинех.
Вара пухăннă туссем
Тухрĕç кăмпа айĕнчен.
 
ЮРĂ «АСАМАТ КĔПЕРĔ»
 
Кăткă.
Ăнланмастăп ниепле:
Малтан тăвăрччĕ пĕччен —
Халĕ, курăр-ха, миçен
Тухса кăмпа айĕнчен!
 
Асанне.
Пысăк, туслă ҫемьере
Тăвăр пулмĕ туссене!
Йывăрлăхра пĕр-пĕрне
Пулăшасчĕ ĕмĕрне.
 
: 1208, Хаçат: 2 (33), Категори: Ача панчинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: