![]() |
Васильева Н. Н. |
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене космонавтика кунĕпе тарăнрах паллаштарасси;
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тавракурăмне, пултарулăхне аталантарасси;
Аталантару тĕллевĕ: тăван çĕр шыв паттăрĕсемпе мăнаçланма вĕрентесси,
тăван çĕр шывшăн усăллă çын пулма хавхалантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: конверт ăшĕнче кашни ушкăн валли хатĕрленĕ тĕрлĕ
ĕçсем, хутран касса кăларнă «ракета», тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, экран, мультимедиа проекторĕ.
Зала ачасен ÿкерчĕкĕсемпе, ĕç урокĕнче тунă сувенир-япаласемпе,
плакатсемпе, космос çинчен çырнă каларăшсемпе илемлетнĕ.
Ертсе пыракан: Ачасем, паян эпир сирĕнпе ««Эпир пулас
космонавтсем» ятлă вăйă-уяв ирттерĕпĕр. Халĕ пирĕн мĕнле уйăх? Чăвашла
вăл мĕнле пулать? Кам астăвать, ака уйăхĕнче мĕнле паллă уявсем пур-ши?
(Ачасем хуравлаççĕ.)