Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Людмила Германовна Петрова
Людмила Германовна Петрова
(А.Артемьевăн вăрçă темипе çырнă хайлавĕсем тăрăх)
Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, наци чĕлхин сĕткенĕпе техĕмленнĕскерсем, ăс-хакăл пуянлăхĕ пулса тăраççĕ. Вĕсенче тăван халăхăн çивĕч ăсĕ, шухăшлавĕ, философийĕ, чăваш чĕлхин ытарайми илемĕпе сăнарлăхĕ, витĕмлĕхĕ палăрать. Вĕсемпе усă курни пуплеве пурнăç чăнлăхĕпе тачă çыхăнтарать. Вырăнлă каланă ваттисен сăмахĕ пирĕн пуплеве ÿкерчĕклĕ, сăнарлă тăвать, вулаканăн е итлекенĕн асĕнче юлать.
Ваттисен сăмахĕсем тăрăх эпир тĕрлĕ самана сăн-сăпатне куратпăр, пурнăçа пĕлетпĕр, халăхăн ăсне куратпăр. Ахах пĕрчи пек паха ăслăх, илемĕпе йăлтăртатса çиçсе тăракан çивĕч шухăша ăнланса илетпĕр.
Александр Артемьев вăрçă темипе çырнă «Юлашки юрă», «Алтăр çăлтăр», «Ан авăн, шĕшкĕ», «Симĕс ылтăн» хайлавĕсене калăпланă чух çакна шута илнĕ пулĕ. Сăмах ăсти хайлавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе анлă усă курнă: «Юлашки юрă» повеçĕнче – 12, «Алтăр çăлтăрта» – 20, «Симĕс ылтăнта» – 34, «Ан авăн, шĕшкĕ» калавĕнче – 7. Асăннă произведенисенче чăн пурнăç тапса тăрать. Вĕсенчи тĕп геройсем – авторпа пĕрле вăрçă вут-çулăмĕнче çунса пиçĕхнĕ, Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе юн тăкнă салтаксем. Автор ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе герой характерне уçса пама, вăл пурнăç çине мĕнле пăхнине, Тăван çĕр-шыва мĕн тери юратнине, этем тивĕçлĕхне, чăнлăха, тĕрĕслĕхе, туслăха мала хунине, тăванлăха, ватта хисепленине кăтартма усă курать.
Акă вĕсенчен хăш-пĕрисем: «Кампа сурпан сырса пуçа шуратнă, çавăнпах ĕмĕре ирттерме тивет», «Ват çын – тăват çын», «Тÿр сăмахăн кукри çук», «Йывăç çамрăкла çеç авăнать», «Тăван енче чул та – ĕнчĕ, ют çĕр-шывра хăвел те хура», «Тăвансенчен уйрăлнă – тăватă çул хуйхăрнă, тăван çĕртен уйрăлнă – ĕмĕр хуйхăрнă», «Тăван тăванах çав, тăваллах туртать», «Паттăр пĕр хут вилет, хăравçă – çĕр хут», «Пĕр йăнăш та тумасăр тÿрех ăста пулаймăн», «Ыранхи пурнăçу паянхинчен телейлĕрех пуласса кĕтме шанчăк пур пулсан – шăпуна кÿренме хăяймăн».
Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене произведенисенче усă курни пĕр-пĕр пысăк шухăша кĕскен, пĕр пуплевпе каласа пама май парать. А.Артемьевăн «Юлашки юрă» повеçĕнче «Ют çурта кĕриччен малтан каялла мĕнле тухмалли çинчен пуçу тавра лайăхрах шухăшла» каларăш тĕл пулать. Çак кĕске каларăш салтакăн тимлĕхне кăтартса парать, ĕçе лайăх шухăшламасăр пуçлама юраманнине асăрхаттарать. «Алтăр çăлтăр» тата «Симĕс ылтăн» хайлавсенче геройсем çын сăмаххине, курайманлăхне пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнине кăтартма автор «Çын элекĕ çынна вĕлернĕ» ваттисен сăмахĕпе усă курнă. Темле йывăр пулсан та, тĕрĕс марлăх чĕрене амантсан та геройсем пуç усманнине, йывăрлăхсене çĕнтерсе хурçă пек çирĕпленсе пынине А.Артемьев «Йывăрлăх чăн-чăн çынна çĕнейми çирĕп тăвать, хавшак чунлă çынна пĕтĕмпех çапса хуçать» тата «Юман темĕн те тÿсет, çапах çÿлеллех ÿсет» каларăшсемпе çирĕплетет.
Хавшак чунлă, кĕвĕçÿпе ăмсану авăрне кĕрсе ÿкнĕ геройсене сăнланă чух çыравçă «Кашкăр хăçан ыр вилĕмпе вилни пулнă?», «Кĕвĕçекен е ăмсанакан çын ялан тенĕ пекех суккăр: вăл пĕр хăйĕнне çеç курать», «Вĕрене тем чул явсан та ун вĕçĕ пулмаллах», «Хăмла аври тем чул явăнсан та шăчă вĕçне çитсе тухатех, вара усăнать» каларăшсемпе тата ваттисен сăмахĕсемпе усă курать.
«Кашни çыннăн пурнăçра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнĕ пулмалла, унсăр çын вăл ниçталли мар, таçталли», – тет «Симĕс ылтăн» повеçре Федор Иваныч Валентина. Ку каларăш паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра нумай çамрăк пурнăçра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупайманнипе тÿрĕ çултан пăрăнса каять, малашлăхне курмасть, мĕскĕн, сиенлĕ йăласенчен хăтăлаймасть. Пурнăçра тухса тăракан йывăрлăхсем тĕлли-паллисĕр çынна пусарсах хураççĕ.
«Ĕçлеме тесен ытлах мар – чĕлхепе кастарма маттур вара», «Аркинчен касса çаннине сапланă», «Улми йывăççинчен аякка ÿкес çук» каларăшсемпе тата ваттисен сăмахĕсемпе сăмах ăсти юлхав, ĕç тĕлне пĕлмен çынсене сăнарлать.
Г.Н.Волков академик «Чăваш этнопедагогики» кĕнекинче ваттисен сăмахĕсем пирки çапла çырать: «Пословицы и поговорки главной своей целью имеют формирование нравственного облика подрастающего поколения, само название их ассоциируется с представлением о поучениях, нравоучениях…». Урокра ваттисен сăмахĕсемпе усă курни вĕренекенсене шухăшлама, ĕçлеме, пурăнма вĕрентет. Вĕрентекенĕн ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем воспитанире пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илмелле, çамрăксене чăваш çыравçисен хайлавĕсене вуланă май каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене курма, ăша хывма хăнăхтармалла.
 
 
 
«Юлашки юрă»
1. Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен.
2. Пиçмен пашалу пек эсĕ: шăл хушшине ларатăн, çăвар маччине çыпăçатăн…
3. Ват çын – тăват çын тесе ахаль каламан.
4. Шăпчăк сар çу çитессе кĕтнĕ пек кĕтеççĕ иккен.
5. Ют çурта кĕриччен малтан каялла мĕнле тухмалли çинчен пуçу тавра лайăхрах шухăшла тенĕ ăслă ватăсем.
6. Пĕр витре шыв пĕр çыртăк çăкăр тăршне тăрать тесе Никам та маар, салтак шÿтленĕ.
7. Кашкăр хăçан ыр вилĕмпе вилни пулнă?
8. Каччи тахçанах ут утланнă, хăрĕ çуралман та-ха. (77 с.)
9. Кĕвĕçекен е ăмсанакан çын ялан тенĕ пекех суккăр: вăл пĕр хăйĕнне çеç курать. 84 с.
10. Ытлашши ан палка – килĕшмест салтака тенĕ ăслă ваттисем. 85 с.
11. Пÿрмен çăкăр çăвартан тухса ÿкет тенĕ. 85 с.
12. Иртнĕ çумăра юпах тихапа хăвалатăн. 85 с.
 
«Алтăр çăлтăр»
1. Ятлă çынна ял савать теççĕ. 97 с.
2. Пÿрмен çăкăр çăвартан тухса ÿкет тенĕ. 97 с.
3. Кампа сурпан сырса пуçа шуратнă, çавăнпах ĕмĕре ирттерме тивет. 97 с.
4. Халăх юрри вăл – халăх чунĕ, ăна упрама пĕлес пулать. 98 с.
5. Пÿрнĕ çăкăр шăл çĕмĕрсе кĕрет теççĕ. 113 с.
6. Чун саван чуп тунă, чун суран чÿк тунă. 115 с.
7. Сăру пулсан – хăна пулăн, сăю пулсан – хуçа пулăн. 126 с.
8. Çимĕк каçĕ çывăрма юрамасть. 126 с.
9. Хĕр хĕрĕхрен пĕрне суйлать. 130 с.
10. Çын çăварĕ хапха маар, хупса хураймăн. 134 с.
11. Сала кайăк маар – салат сапса тытаймăр. 136 с.
12. Хăвна юратман хĕре хăрах алăпа тытса чараймăн, ачам. 136 с.
13. Вилĕм çитсен килтех кăмака çинчен ÿксе вилме пулать. 143 с.
14. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă. 145 с.
15. Халăх сăмахĕ кача тăварлă. 150 с.
16. Çын элекĕ çынна вĕлернĕ теççĕ. 150 с.
17. Юман темĕн те тÿсет, çапах çÿлеллех ÿсет. 177 с.
18. Вăрçă йывăр йăттарать тенĕ. 190 с.
19. Хăнăхсан тамăкра та аптрамасть тенĕ. 190 с.
20. Ыранхи пурнăçу паянхинчен телейлĕрех пуласса кĕтме шанчăк пур пулсан – шăпуна кÿренме хăяймăн. 239 с.
 
«Ан авăн, шĕшкĕ»
1. Шăлсăр çын тĕлне юри мăйăр тупăннă. 248 с.
2. Суккăр çын çурта хаклишĕн хуйхăрмасть çав. 251 с.
3. Тÿр сăмахăн кукри çук. 255 с.
4. Йывăç çамрăкла çеç авăнать теççĕ казахсем. 256 с.
5. Пĕр йăнăш та тумасăр тÿрех ăста пулаймăн теççĕ. 256 с.
6. Казахсем: «Повар мулларан та хаклăрах», - тенĕ. 258 с.
7. «Пыл, пыл» тенипех çăварта пылак пулмĕ. 270 с.
 
«Симĕс ылтăн»
1. Тăван енче чул та - ĕнчĕ, ют çĕр-шывра хĕвел те хура. 292 с.
2. Çăтмахра çеç пурăнма лайăх, хăнăхса çитсен – тамăкра та аптрамасть теççĕ. 299 с.
3. Çын хуйхи ялан пирĕннинчен çăмăлрах пек курăнать. 302 с.
4. Тăван тăваннах çав, тăваллах туртать. 303 с.
5. Паттăр пĕр хут вилет, хăравçă - çĕр хут. 308 с.
6. Вăрçăра пулса курман – Тура асăнман. 311 с.
7. Вилĕмрен хăрас пур – кун çути те ан кур. 311 с.
8. Хĕр чухне хĕрĕх теççĕ. 318 с.
9. Тÿсĕмпе ÿсĕм пĕр тăван теççĕ. 322 с.
10. Тăвансенчен уйрăлнă - тăватă çул хуйхăрнă, тăван çĕртен уйрăлнă - ĕмĕр хуйхăрнă. 334 с.
11. Ют çĕр-шывра хĕвел те хура. 334 с.
12. Ирĕклĕх! Мĕн тери хаклă иккен эсĕ этемшĕн! 338 с.
13. Çын сăмахне пула çын вилнĕ тенĕ. 338 с.
14. Кашни çыннăн пурнăçра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнĕ пулмалла, унсăр çын вăл ниçталли мар, таçталли. 340 с.
15. Нимĕн çукран нимĕр тесен те… 342 с.
16. Хăмла – чăваш ылтăнĕ. 346 с.
17. Пулла ишме вĕрентмеççĕ. 347 с.
18. Кашкăрĕ те тутă, сурăхĕ те сывă пултăр. 347 с.
19. Тĕтĕмĕ пур пулсан вутне те чĕртнех пуль ĕнтĕ. 352 с.
20. Пуç пурăнсан – куç курĕ.
21. Йывăрлăх чăн-чăн çынна çĕнейми çирĕп тăвать, хавшак чунлă çынна пĕтĕмпех çапса хуçать. 355 с.
22. Апатран аслă пулаймăн. 363 с.
23. Хăмла аври тем чул явăнсан та шăчă вĕçне çитсе тухатех, вара усăнать. 369 с
24. Ĕмĕр вĕрен – ухмаххăн вилен. 372 с.
25. Пиншер тенкĕсемпе ĕç тунă чухне çĕр тенкĕшĕен калаçса тăмалли çук, унсăрăн сăмса тутрине шеллесе шăналăкА çурма тивĕ. 374 с.
26. Вĕрене тем чул явсан та, ун вĕçĕ пулмаллах. 375 с.
27. Ĕçме пĕл те - ĕçне пĕл. 375 с.
28. Ĕçлеме тесен – ытлах мар, чĕлхепе кастарма маттур вара. 385 с.
29. Улми йывăççинчен аякка ÿкес çук. 399 с.
30. Аркинчен касса çаннине сапланă тенĕ. 409 с.
31. Пурăннă майăн сыснана та пуç тайăн. 411 с.
32. Инкекĕ иккĕн, усалăн улттăн килет. 420 с.
33. Хăвăнтан хăракантан хăйĕнчен хăра тенĕ. 420 с.
34. Кашни пĕрчĕ тырă - тăшмана пĕр пуля. 423 с.
■ Петрова Л.Г.
ЧРВИн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин методисчĕ.
 
: 11882, Хаçат: 2 (2), Категори: Чăваш литератури

Комментарисем:

Тимур (2017-10-01 19:20:14):
Кĕркунне













Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: