Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ачасене хутлама вĕрентесси çăмăл мар ĕç. Шкулта унпа ларма кăна вăхăт çитмест. Çавăнпа хутлава вĕренме киле парса яма тивет. Ачасем ăна нумай вăхăт тата йывăррăн вĕренеççĕ. Вĕсене килтисене те пулăшма тивет кун пек чухне. Ачана хавхалантарма хăш "чеелĕхсене" вĕрентсен аван ун пек чухне. "Чееленнин" усси те куçкĕретех пулĕ.
Хутлав таблици 100 примертан тăрать. Ăна курсан ачасем тÿрех пĕтĕм йывăрлăха кураççĕ. Çавăнпа та вĕсене Пифагор таблици çинчен аса илтерĕр, ăна пĕрле тĕпчĕр. Ачасем унпа шкултах паллашаççĕ. Таблицинăна ача пĕрле "аса илни", ăна пĕрле тĕпчени ĕçре самаях пулăшĕ. Таблицăра, калăпăр, 3-е 5 çине, 5-е 3 çине хутлани пĕр япалах пулнине, хуравĕ апла та, капла та ?ÿ пулнине асăрхăр. Çапла вара çÿлтен чалпашла илсен таблица икке пайланать. Вĕренмелли те икĕ хута яхăн чакать — пурнăç та çăмăлланать.
Хутлав таблицине вĕренессине тата чакарма пулать-ши? Паллах. Цифрăсене 1 çине хутлама вĕренме те кирлĕ мар — хуравĕ ахалех паллă: 7-е 1 çине хутласан çиччех пулать. 10 çине те хутлама та ăс нумай кирлĕ мар. Хутламалли число вĕçне нуль кăна хушмалла. 2 çине хутласси те ачасемшĕн нумай чухне йывăрлăх кăларса тăратмасть. 7-е 2 çине хутлани вăл 7 çумне 7 хушнипе пĕрех.
Пысăкрах числосене хутлассипе вара йывăрлăхсем пур. Вĕсене ас туса юлма тивет. Анчах та кунта та "чееленмелли" çук мар. Калăпăр 9 çине хутланă чухне ансат "чеелĕхсем" пур. Пĕрремĕш "чеелĕх": малтан числона 10 çине хутлатпăр, кайран хуравĕнчен çав числонах кăларатпăр — 7х10=70, 70-7=63. Çапла вара 7х9=63. Иккĕмĕш "чеелĕх": çакнах пÿрнесемпе те хутлама пулать. Ик алла ума хуратпăр. Сулахайран 7-мĕш пÿрнине хуçлататпăр. Çапла вара пирĕн хуçлатнă пÿрнерен сулахаялла 6 пÿрне, сылтăмалла 3 пÿрне юлать. Хурав хатĕр те — 63!
Хутлав таблицин ытти пайне тĕрлĕ вăйă выляттарса вĕрентме пулать.
Килте сирĕн нарда пулсан вĕсенчи кубиксемпе (шăмсемпе) усă курма май пур. Кубик çинче çырнă цифрăсене хут çыпăçтарса хамăра кирлисем çине улăштаратпăр: 3-рен пуçласа 8 таран. Тата пире клеткăллă тетрадь кирлĕ пулĕ. Шăмсене пăрахсан мĕнле цифрăсем тухаççĕ, çавăн пысăкăш тăваткал ÿкеретпĕр те тăваткала миçе клетка кĕнине шутлатпăр. Кам хăвăртрах шутласа пĕтерет - çав çĕнтерет.
Паллах, интернетра хутлав таблицине вĕрентмелли ятарлă программăсем пур, вĕсемпе те усă курма пулать. Чи кирли сирĕн ачăр хутлав таблицине хăвăрт та çăмăллăн вĕрентĕр. Вăл вара пурнăçра питĕ кирлине хăвăрах аван пĕлетĕр.
■ Осипова Лилия Алексеевна.
Çĕрпÿ районĕ, Михайловка тĕп шкулĕ.
 
: 1124, Хаçат: 3 (34), Категори: Ашшĕ-амăшĕ валли

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: