![]() |
Ивлева Н. П. |
![]() |
Павлова О. В. |
Кашни ҫемьере ашшĕ-амᾰшĕ ачисем тавҫᾰруллᾰ, пултаруллᾰ ӳсчĕр тесе тᾰрᾰшаҫҫĕ. Вᾰйᾰ ачана йĕркеллĕ ҫын пулса ӳсме пулᾰшать.
Ачасем вᾰййа хᾰйсем мĕн курнине , асᾰрханине, илтнине кĕртеҫҫĕ. Вĕсем ашшĕ-амᾰшĕ пек «ĕҫе» ҫӳреҫҫĕ, асламᾰшĕ пек «апат пĕҫереҫҫĕ», пӳрт-ҫурта илем кӳртеҫҫĕ, хᾰйсем пĕлекен ҫынсем пек хᾰтланаҫҫĕ. Ача садĕнче ĕҫленĕ май, ачасем мĕнле ҫемьере ӳсни яр-уҫҫᾰн курᾰнать . Шкул ҫулне ҫитмен ачасем вᾰйᾰра пурнᾰҫа ᾰнланма пуҫлаҫҫĕ, ытлашши вᾰй-хакᾰлне чакараҫҫĕ, ҫынсемпе хутшᾰнма хᾰнᾰхаҫҫĕ, хᾰйсен ĕҫне хаклама, йывᾰрлᾰхсене ҫĕнтерме вĕренеҫҫĕ .
Шᾰпᾰрлансем ытларах шавлᾰ вᾰйᾰсене кᾰмᾰллаҫҫĕ. Чупмалли вᾰйᾰсем ачасене вᾰй-хакᾰлне ӳстерме, ҫивĕчлĕхне, чᾰтᾰмлᾰхне аталанма пулᾰшаҫҫĕ. Ашшĕ-амᾰшĕн ҫак вᾰйᾰсене канмалли кунсенче уҫᾰ сывлᾰшра выляма тᾰрᾰшмалла. Ачасемпе вылянᾰ чух вĕсем пекех хавхаланса, ҫĕкленӳллĕ, вᾰйᾰ йĕркине пᾰсмасᾰр вылямалла.