Федорова Ирина Николаевна |
Уяв тĕллевĕсем:
• кайăксем çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланса илме пулăшни;
• вĕçен кайăксене упрамаллине, пулăшмаллине, юратмаллине туйтарни;
• кайăксен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварни;
• ачасен калаçу чĕлхине, тавракурăмне тата тавçăрулăхне аталантарни.
Уяв эпиграфĕ: Сыхлар кайăксене!
Упрар вӗсене!
Вӗсем – пирӗн туссем!
Ҫут ҫанталăк ачисем!
Кирлĕ хатĕрсем: „Кайăксен сассисем” диск, кайăксен ӱкерчӗкӗсем, „Кайăксем – пирӗн ҫунатлă туссем” презентаци, плакат, компьютер, мультимедиапроектор.
Сценăна тӗрлӗ кайăк ӱкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ.
Варринче – „Кайăксем – пирӗн ҫунатлă туссем” плакат ҫакăнса тăрать. Уяв пуҫланиччен кайăксен сассисем янăраҫҫӗ.
1-мӗш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хисеплӗ ...
(Кӗтмен ҫӗртен чакак тумне тăхăннă пӗр ача вӗҫнӗ евӗр хусканусем туса сцена ҫине чупса тухать те хыттăн кăна чаклатма тытăнать:
- Чак-чак! Чак-чак!
Чак-чак-чак ! Чак-чак-чак !
Чак-чак-чак-чак! Чак-чак-чак !
Унтан уява ертсе пыракансем еннелле темӗнле хут тӗрки ывăтса хăврать.
1-мӗш ертсе пыракан: Ара, чимӗр-ха, чимӗр! Эпӗ нимӗн те ăнланаймарăм-ха.