Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Степанова Татьяна Алексеевна
Степанова Татьяна Алексеевна
3-мĕш класс.
 
Тема: Тус-юлташ.
Тĕллевĕсем:1.Туслăх темăпа ĕçлесси, сăмахсен йышне ÿстересси, калав тума вĕрентесси.
2.Глаголăн хальхи вăхăтне çирĕплетсе хăварасси.
3.Ачасене пĕр-пĕринпе туслă тулма, туслăха упрама вĕрентесси.
 
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, урок темипе хатĕрленĕ слайдсем, мечĕк.
 
 
Урок юхăмĕ:
І. Класа йĕркелени. «Шăнкăрав сас пачĕ» юрă (1-мĕш слайд)
Шăнкăрав сас пачĕ,
урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ,
парта хушшинче.
 
- Сывлăх сунасси.
-Ырă кун пултăр ачасем!
-Сывлăх сунатпăр, хăнасем!
 
а) Дежурнăйсемпе калаçни.
-Класра камсем дежурнăйсем?
- Паян чÿк уйăхĕн миçемĕшĕ?
- Паян мĕнле кун? (2-мĕш слайд)
-Халĕ кĕркунне-и?
-Чÿк уйăхĕ хăш вăхăта кĕрет?
Ачасем, халĕ вара кăштах хура кĕркунне çинчен калаçăпăр.
 
б) Хура кĕркунне çинчен калаçни (3-мĕш слайд)
Консультант ыйтусем парать (4-мĕш слайд)
-Хура кĕркунне çумăр çăвать-и?
-Çанталăк сивĕтет-и?
-Хĕвел ăшăтать-и?
-Кайăксем ăçта вĕçсе кайнă?
-Йывăçсем, вăрман мĕнле?
-Кун мĕн тăвать?
-Çĕр мĕн тăвать?
Хура кĕркунне çинчен калаçса илтĕмĕр.
-Кĕркунне сирĕн каникул пулчĕ-и?
-Каникулта эсир телевизор пăхрăр-и?
-Телевизорпа мултфильмсем куртăр-и?
-Çак сăнара паллатăр-и? Вăл мĕн ятлă? ( 5слайд)
-Вăл мĕн тесе калать?
Вырăсла куçарăр.
 
ІІ.Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни. (6 слайд)
а) Паян эпир сирĕнпе урокра тус-юлташ, туслăх çинчен калаçăпăр, çĕнĕ сăмахсемпе паллашса текстпа ĕçлĕпĕр.
 
 
ă)Малтанах вĕреннĕ сасăсене, сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене аса илер-ха, тĕрĕс калама хăнăхар.(7 слайд)
-сасăсене вуласси, ушкăн (ă, ĕ, ÿ, ç)
-сăмахсене -хĕр ачасем
-с.м. арçын ачасем
 
ІІІ. Килти ĕçе тĕрĕслени.
-Сирĕн килте тус-юлташ çинчен диалог вĕренмелле пулнă. Диалог тĕсĕ.
-Настя, санăн юлташ пур-и?
-Вăл мĕн ятлă?
-Юлташу миçемĕш класра вĕренет?
-Вăл миçе çулта?
- Эсир туслă пурăнатăр-и?
а) у→А1, А2… мечĕкпе
 
 
ă)А1↔ А2 (2 мăшăр)
 
 
б)Динамикăллă мăшăрсем.
в) Ахрăм (эхо)
-Кам хăйĕн юлташĕ çинчен каласа парать?
г) Монолог туни (1 ача)
 
Çапла вара, тус- юлташ çинчен диалогпа монолог турăмăр.
 
Ывăнтăр пуль, кăштах канса илер-ха.
 
ІΥ.Физкультура саманчĕ.
Тик –так (8 слайд)
1, 2, 3, 4 тик -так, тик- так,
5, 6, 7, 8 тик-так, тик-так.
Тик-так, тик-так,
пĕрмаях сехет шаккать.
Сехет йĕппи пире калавпа ĕçлеме вăхăт çитнине пĕлтертет.
 
Υ.Текстпа ĕçлени.
Калава ăнланма çак самăхсем пулăшĕç.
1. Словарь ĕçĕ. (9 слайд)
Шутлайман –не смог решить
Пулăшу- помощь
Çырса ил-спиши
Ăнлантарăп-объясню
 
а)сăмах майлашăвĕсем туни .
 
Кĕнекепе ĕçлени. с .76
2.Кăтартуллă вулав
-Ачасем, тимлĕ итлĕр. Калавра мĕн пулнине вырăсла калăр .
-Ăшра вуласа тухăр . Унтан тест ĕçне пурнăçлăпăр . Калава мĕнле ăнланнине тарăнрах тĕрĕслĕп.
 
3. Тест .(10 слайд)
1)Сашăн миçе юлташ?
а)1 ă)2 в)3
 
2) Вĕсем миçемĕш класра вĕренеççĕ?
а)3 ă)2 в)1
 
3)Учитель камсене задача шутлама панă ?
а) студенсене , ă) ашшĕ-амăшне, в) ачасене
 
 
4)Саша шкулта камсенчен пулашу ыйтнă?
а) директоран, ă)юлташĕнчен, в) хĕр ачасенчен
 
5)Сашăн чăн-чăн юлташĕ кам ?
а) Вася ă) Серёжа в)вĕрентекен
 
4.Хуравсене çырасси. (11слайд)
5. Теста тĕрĕслени.
Теста график тăрăх тĕрĕслĕпĕр.(12 слайд)
 
6. Йăнăшсене пăхса паллăсем лартни.(13 слайд)
 
ΥІ.Çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.(14 слайд)
 
Схемăпа усă курса чăн-чăн юлташ çинчен ыйтусем парасси. (Мечĕк)
-Санăн чăн-чăн юлташу мĕнле? ыйтупа ĕçлесси.
 
ΥІІ. Физкультура саманчĕ.
Куçсене кантарни.(15-16 слайд).
 
ΥІІІ. Грамматика материалĕпе ĕçлени. (17 слайд)
1. Эпир сирĕнпе глаголăн хальхи вăхăчĕ çинчен калаçнăччĕ.
-Хальхи вăхăт вырăсла мĕнле пулать?
-Тепĕр хут ыйтусене аса илер-ха.
2.Текстра хальхи вăхăт глаголне тупăр.
 
ІΧ.Хăнăхтару пурнăçлани.(18 слайд)
1. Хальхи вăхăт глаголне кăна çырса илĕр.
2. Хуравсене тĕрĕслени.(19 слайд)
 
Χ.Вĕреннине çирĕплетни.(20 слайд)
Туслăх çинчен нумай калаçрăмăр .Ϋкерчĕксемпе усă курса вĕреннĕ ваттисен сăмахĕсене аса илĕпĕр.
 
-Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр юлташ пултăр.
-Юлташсăр çын туратсăр йывăç пек.
-Туслăхра –вăй.
-Юлташу хăвăнтан лайăх пултăр.
.Ваттисен сăмахĕсене вырăсла куçаратпăр.
 
ΧІ. Урока пĕтĕмлетни.
-Паян сирĕнпе камсем çинчен калаçрăмăр?
-Мĕн çинчен калаçрăмăр?
-Глаголăн хăш вăхăтне аса илтĕмĕр?
Диалог, монолог турăмăр.
Калав та пире пĕр-пĕрне пулăшма, туслă пулма вĕрентет.
Туслăха тепĕр хут сăвăпа çирĕплетсе хăварар-ха.(туссем)
 
ΧІІ. Киле ĕç.
Хăвăр юлташсемпе паллаштарма сăн ÿкерчĕксем илсе килĕр. Юлташу çинчен каласа пама вĕренĕр.
 
 
1. Слайд шăнкăрав
2. Слайд число, дежурнăй.
3. Слайд хура кĕркунне.
4. Слайд схема.
5.Слайд Кот Леопольд.
6. Слайд урокăн тт.
7. Слайд фонозарядка.
8. Слайд будильник.
9. Слайд словарь ĕçĕ
10. Слайд текст.
11. Слайд хуравсем.
12. Слайд график.
13. Слайд йăнăшсем.
14. Слайд схема чăн-чăн юлташ.
15-16. Слайд куçсене кантарни.
17. Слайд хальхи вăхăт .
18. Слайд çыру ĕçĕ
19. Слайд тĕрĕс хуравсем.
20.Слайд ваттисен сăмахсем.
21. Слайд сывă пулăр.
22. Слайд пысăк тав, сире!
■ Степанова Татьяна Алексеевна.
Çĕнĕ Шупашкарти пĕтĕмшле вăтам пĕлÿ паракан 19-мĕш шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 4198, Хаçат: 2 (2), Категори: Чăваш чĕлхи

Комментарисем:

Migulaj (2012-03-31 21:16:04):
"Паян чÿк уйăхĕн миçемĕшĕ?" вырăнне - Паян чÿк уйăхĕн миçемĕш кунĕ? - тесен илемлĕрех пулать пулĕ?

admin63 (2012-03-31 23:41:16):
Сирĕн шухăшпа килĕшетĕп, анчах икĕ варианчĕ те тĕрĕс пулнăран автор вариантнех хăвармалла пуль.

Migulaj (2012-04-01 16:24:30):
Килĕшетĕп.
Малашне мана эсĕ тесе каласан кăмăллă пулĕччĕ, мĕншĕн тесен чăвашсем мĕн авалтан пĕр-пĕрне эсĕ тесе чĕннĕ. Халĕ те тĕнчере (Европăри çĕршывсенче) ахаль çынсене кăна мар, çĕршыв патшине те эсĕ тесе чĕнеççĕ (сăмахран Аслă Британире, Швецире, Анат çĕршывра (Kingdom of the Netherlands), Данире).


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: