Кириллова Э. Н. |
Урок тěсě: хайлав текстне тишкермелли хутǎш урок
Сапǎрлǎх тěллевě: кашни çынра ырǎ енěсем пур, ǎна сўнме памалла мар, аталанма пулǎшмалла.
Пěлў тěллевě: 1. Килте вуланă «Ирхи сывлǎм» хайлава тĕпе хурса Липпапа Машук çинчен калаçасси; 2. Хайлавǎн темипе тěп шухǎшне тупасси, тěп сǎнарсен ěçěсене танлаштарса тěрěс хак парасси. 3. «Айога» нанай юмаха вуланине итлеттересси, икě хайлава шайлаштарса пǎхма тата илемлě сǎнара хак пама вěрентесси. 4. Урокра пухнǎ пěлěве чǎн пурнǎçа куçарса усǎ курас хǎнǎхǎва аталанма çул уçасси.
Аталантару тěллевě: Ачасен кăмăл-сипетне пуянлатасси, проблемăллă ыйтусем тупма хăнăхтарасси, харпăр хăй шухăшне калассине аталантарасси, тěпчев ěçне явăçтарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
- «асамлă чечекпе» ĕçлени;
- вĕрентекен сăмахĕ;
- ыйту – хурав;
- эпизодсене суйласа вуласси;
- тĕп сăнарсене хак пани;
- презентаци пăхни;
- харпăр хăй шухăшне илемлĕн те уççăн калаттарасси;
- ушкăнпа пĕтĕмлетÿ туни;
- синквэйн çырасси;
- хĕвеллĕ кластер туни;
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: 1) панă ыйтăва туллин хуравласси;
2) уйрăмшарăн калаçма хăнăхтарасси;
Литература теорийĕ: тема – хайлавра мĕн çинчен каласа кăтартни;
тĕп шухăш – автор пире мĕн каласшăн пулни;
проблема – хайлавра хускатнă çивĕч ыйту;