Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Урок тĕсĕ: хутӑш урок
Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван çĕр-шыва хисеплеме, упрама, юратма вĕрентни.
Пĕлÿ тĕллевĕ: «Ҫуралнă çĕр-шыв» темăпа мĕн вĕреннине пĕтĕмлетесси, Михайловка ялĕн историйĕпе паллаштарни.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен ҫыхӑнуллӑ пуплевне, шухӑшлавне,тимлĕхне аталантарни, хӑйсен пĕлĕвне ҫирĕплетме тата пĕтĕмлетме вĕрентни.
Мелпе меслетсем: ыйту - хурав, учитель сăмахĕ, харпăр хăйне тĕрĕслени, пĕтĕмлетÿсем туни, ĕçе хаклани, кластер туни.
Харкамлӑх результачӗсем (личностные)
Вĕренекенĕн çакна пĕлмелле:
- ачасем хăйсем вĕренекен пулнине ăнланни, вĕренекенĕн яваплăхне уçăмлани;
- ачасем тăван çĕршыв, тăван халăх, тăван чĕлхе, литература ăнлавсене ăша хывни, хăйсем хăш халăх ывăл-хĕрĕ пулнине ăнланни, вĕсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуçлани;
- ачасем таврари пурнăç, этем, çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатни, тавракурăмĕ йĕркеленсе пыни;
- харпăр хăй хăтланăвĕсене сăнама-асăрхама, вĕсемшĕн яваплă пулма хăнăхса пыни;
- шкулта, класра, урамра, килте, хăнара хăвна мĕнле тытмаллине, уроксене мĕнле хатĕрленмеллине, ĕç вырăнне хатĕрлемеллине, парта хушшинче мĕнле лармаллине, ĕç хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине, ĕçе тăрăшса, тимлĕ, тирпейлĕ тумаллине ăнланни;
- тимлĕх калăпăшĕ, пахалăхĕ, самантлăх, ятарлă тата ирĕклĕ астăвăмĕ аталанни;
- хайлавсенчи сăнарсен лайăх тата начар енĕсене шута илни;
- пĕчĕккĕн аслисемпе пĕрле ĕçе хăнăхса пымаллине, пурнăçра çак хăнăхусем кирлĕ пулассине ăнланни;
- ĕмĕтленни, вĕренни пурнăçра кирлĕ пулние тавçăрни.
- шкулта вĕренни пĕлÿ пухмалли, аталанмалли, харпăр хăй пурнăçне кăсăклăрах, усăллăрах тума вĕренмелли тĕп мел пулнине ăша хуни;
- тӑван халӑхӑн авалхи кун-ҫулӗпе, унӑн тӗрлӗ тапхӑрта палӑртнӑ ывӑл-хӗрӗпе, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсемпе паллашнӑ май харкам мӗнле халӑхран тухнине ӑша хуни, унӑн ҫакӑнта мӑнаҫланас туйӑм ҫирӗпленни;
- тӑван халӑх культурин, халӑх сӑмахлӑхӗн тытӑмӗпе шалашлӑхӗ мӗн тери пуян пулнине курма, несӗлсемӗр ҫак пуянлӑха ӗмӗрсем хушши упраса, туптаса паянхи куна ҫитерме пултарнине ӑша хывса пыни.
■ Рыбкина Елена Владимировна.
Çĕрпÿ районĕ, Михайловкăри тĕп шкул.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1189, Хаçат: 2 (37), Категори: Хутăш урок

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: